Ялăм ман – Сурăмхĕрри,
Пит илемлĕ-çке хайхи.
Тикĕс-тикĕс уй-хирсем,
Тарăн-тарăн çырмасем.
Юрласа юхать Кăшлав,
Уй-хирте тăрать шăв-шав.
Васкатать ĕçе тăри:
«Сухаласа акрăр-и?»
Пит ĕçчен ял-йышăм ман
Пур ĕçе те пуçласан.
Ĕç пĕтсен вара ялан
Савăнма пĕлет аван.
Тарават, хастар çынсем
Пурăнаççĕ çак ялта.
Ĕненместĕр-и çакна -
Килсе курăр хăнана!
Кириллова Екатерина
Карайри вăтам шкул: 8-мĕш класс: 14 çул
«Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци
|