Шăматкун, 28.12.2024, 07:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Пурнăç хÿри. Очерк. /"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Ҫынсем пӗр-пӗринпе тимлӗ пулни чун-чӗрере яланах ырӑ туйӑм хӑварать. Ҫамрӑк этем ватӑ ҫынна шыв кӳрсе парать-и, хӗр-упраҫ вӑрҫӑ инвалидне шавлӑ хулара урам урлӑ каҫарса ярать-и, кӳршӗ кӳрше йывӑр вӑхӑтра пулӑшма васкать-и - харпӑр хӑй ирӗкӗпе тунӑ ырӑ ӗҫсем этем хытӑ чунлӑ маррине уҫса параҫҫӗ.
Ҫынсем сисӗмлӗ чӗреллӗ пулни чуна хускатать. Хӑвӑн та ҫынна ырӑ тӑвас килсе каять. Кивҫене юлнӑшӑн мар, чун ыйтнипе, кӑмӑл туртнипе. Таврара ҫавӑн пек ҫынсем пур чухне пурӑнма та ҫӑмӑлрах пек туйӑнать. Чун савӑнать.
Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял-Шетмӗре пурӑнакан Арсентьев Николай Арсентьевич ҫакна нумай пулмасть тепӗр хут туйса илчӗ.
Ватӑ килти хуҫалӑха тӑр-пӗчченех тытса пырать. Ҫынсем пахчисенче ҫӗр улми кӑларма тытӑнаҫҫӗ-и, утӑ ҫулаҫҫӗ-и е тата темӗнле ӗҫ пуҫлаҫҫӗ-и - унӑн та ӑш вӑркама пуҫлать. Лартнӑ пахча ҫимӗҫе пуҫтарса кӗрсе хумалла вӗт, хӗл каҫмалла, выльӑхсем валли те утӑ хатӗрлемелле. Ҫуллахи кун хӗвелӗ хӗртсе пӑхать. Ан картинче талккишпе утӑ выртать. Ватӑ ҫын кунӗпе тенӗ пек утӑпа тӑрмашрӗ: ирхине салатрӗ, каярах темиҫе хутчен тавӑрса ҫӳрерӗ -утта хӑвӑртрах сарайне кӗртес пулать-ҫке, мӗншӗн тесен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, паян-ыран ҫумӑр пуҫланмалла. Ҫумӑр ҫитсен вара ӑҫта кайса кӗмелле-ши, пӗрре ҫума пуҫласан чарӑнас ҫук-ха вӑл!
Кӑнтӑрлахи апатлану тусан Николай Арсентьевич типнӗ утта васкамасӑр сарайне йӑтма пуҫларӗ. Сывлама питӗ йывӑр. Хӗвел ҫаплах хӗртсе пӑхать. Ан картинчи утӑ майӗпен-майӗпен сахаланса пычӗ. Сасартӑк - ҫил тухса кайрӗ. Уҫӑ ҫил! Эх, епле лайӑх-ҫке! Канлӗ. Пӑхать мучи: кӳршӗсем утта васкасах пуҫтарма пуҫларӗҫ. Ватӑ хӑй те тӑрмашсах ӗҫлеме пикенчӗ: йӑтмалӑх утӑ пур-ха унӑн.
Ҫилпе ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса ҫитнине мучи тӳрех асӑрхамарӗ пулас. Кӳршӗсем вара виҫҫӗн-тӑваттӑн пулнӑ пирки-ши, часах пуҫтарса пӗтерчӗҫ утта. Николай Арсентьевич темшӗн-ҫке хӑйӗн ачисене аса илчӗ. Чунӗ капланса килчӗ. Арҫын куҫҫуль тумламӗ асӑрхамасӑр пӗркеленнӗ пит ҫӑмарти тӑрӑх юхса анчӗ те янах патне ҫитрӗ, урӑх ҫул тупаймарӗ пулас, ҫӗре каплатса ӳкрӗ...
-Пурте Шупашкара тухса кайрӗҫ, тӑван киле никам та таврӑнасшӑн мар, килсе кайма та вӑхӑт тупаймаҫҫӗ-ҫке вӗсем. Эх, шельма! - тесе тарӑхрӗ ватӑ те хӑйӗн ҫине, те - ачисем ҫине.
Ҫавӑн пек шутланӑ май Николай Арснетьев ҫумӑр хуллен ӳкме тытӑннине те сисмерӗ. Кӳршӗсем паҫӑрах киле кӗрсе кайса пӗтнӗ ав. Ҫумӑр ытларах та ытларах, хытӑрах та хытӑрах ҫума тытӑнасшӑн курӑнать. Ватӑ утта кӗртсе пӗтереймесрен шикленчӗ, ачисем килменшӗн пӑшӑрханчӗ, типӗ утта шеллерӗ. Мӗн чуль ӗҫленӗ-ҫке-ха мучи унпа! Кӳршӗсенчен пулӑшу ыйтас, ыйтма аванах мар пек...
Ҫумӑр чарӑнасси паллӑ мар. Йывӑр пӗлӗтсем тавраллах карса илчӗҫ, вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть. Чӑнах та, мӗншӗн-ха вӑл хӗвел мӗншӗн ҫавӑн пек хӗртнине паҫӑрах туйса илмерӗ? Тен, маларах пуҫланӑ пулсан, утӑ йӗпенмӗччӗ те...
Тӗрлӗ-тӗрлӗ шухӑш пуҫа минретрӗ. Хальхинче те арҫын куҫҫуль тумламӗ пит ҫӑмартине йӗпетсе илчӗ. Шел-ҫке ҫакӑн чухлӗ ӗҫе сая яма! Вӑл ӑна пӗчченех типӗтнӗ, кашни кун салатнӑ, тавӑрнӑ, каҫаласемпе вара купана хывнӑ! Ҫавӑн тӗрлӗ шухӑшсемпе аппаланса Николай Арсентьевич хӑйӗн ҫурӑм хыҫӗнче такам чӗннине илтрӗ. Эй, кӳршӗсем-ҫке! Асӑрхарӗҫ пуль мучи мӗнле аппаланнине. Ним те ыйтса тӑмарӗҫ хайхисем. Хӑйсем уттӑн-ҫиччӗн. Пурте ӗҫ хатӗрӗсемпе: кам кӗрепле йӑтнӑ, кам - сенкӗ. Мучи куҫ хупса та ӗлкӗреймерӗ - ан картинче утӑ юлмарӗ те. Вӑрттӑн кӗтнӗ хӑнасем старик уттине йӗпетмерӗҫ, веҫех пуҫтарса кӗртрӗҫ.
-    Тав сире, кӳршӗсем! Эсир пулман пулсан ҫак утӑпа тата миҫе эрне пӑтранӑттӑм-ши эпӗ?-тесе тав турӗ ватӑ пулӑшакансене.
-    Хӑвна ҫпаҫҫипӑ,пичи! Эсӗ те пире ялан пулӑшатӑн-ҫке, эпир те парӑмра юлас темерӗмӗр. Пӗр-пӗрне пулӑшнинчен пахи мӗн пултӑр?
Николай Арсентьевич ҫак сӑмахсене илтсен пӑшӑк пек пулчӗ. Чӑтса тӑраймарӗ курӑнать -куҫҫулӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
- Атьӑр эппин, тӑванӑмсем, пӳрте. Нимех те ҫук та, хуть чей ӗҫтерсе ярам сире, - хӑнасене чӗнчӗ мучи.
-    Ҫук-ҫук, атте. Чӑрмантарса тӑмӑпӑр. Эпир каятпӑр, - васкавлӑн хуравларӗҫ кӳршӗсем.
-    Мӗн чӑрманни унта, атьӑр-атьӑр! - ӳкӗтлерӗ ватӑ ҫавах.
- Тавтапуҫ сана, эпир килех каятпӑр. Тепӗр чух кӗрӗпӗр-ха, чей ӗҫме те, калаҫса ларма та. Халӗ вара киле кайса кино пӑхмалла-ха пирӗн. «Татьянин день» сериал пырать унта. Ҫавна пӑхмалла. Юрӗ, ан кӳрен. Уттарар-ха эппин, - текелесе саланчӗҫ кӳршӗсем.
Каякан ҫынна мучи ӳкӗтлесе тӑмарӗ: «Ара, юрӗ-иҫ! Тепрехинче эппин. Ҫамрӑксен каймалла пулсан чарса тӑрас мар. Халӗ те нумай пулӑшрӗҫ.»- шухӑшларӗ Николай Арсентьевич ӑшӗнче.
Ҫут ҫанталӑк часах тӗксӗмленсе ларчӗ. Тавраллах карса илнӗ пӗлӗт таткисем ватӑ ҫынна темле пӗр ҫӗре, хӑйӗн тӑррине, капланса килсе шыҫса ларса акӑ халех ҫуса ярас пек туйӑнчӗ. Утта шушула пуҫтарса кӗртнипе кӑмӑллӑ юлнӑ мучин савӑнӑҫне сӗвӗртеймерӗ. Николай Арсентьевич шушул алӑкне хупманнине аса илчӗ. Ҫӳле хӑпарчӗ кӑна, ҫумӑр тумламӗсем сарай тӑрринче хытӑрах ташлама пуҫлани илтӗнчӗ. Ватӑ часрах алӑк хупма васкарӗ - хупма тӑхтарӗ. Ачалӑхра шушул алӑкӗнчен ура усса ларнине аса илчӗ. Халӗ те ҫавӑн пек ларса канма шут тытрӗ мучи, меллӗрех пултӑр тесе ача чухнехи пек урисене аялалла тӑсрӗ. Эх, лайӑх-ҫке! Ҫак ҫумӑрпа пӗрле пӗтӗм тӗнче тарӑннӑн сывласа янӑ пек пулчӗ. Николай Арсентьевич ан картинелле тинкерчӗ: мӗн чуль утӑ кӗртнӗ-ҫке, пысӑк ӗҫе ҫавӑрса та хунӑ халь. Мӗншӗн савӑнмалла мар ватӑн?
Шӑп. Сарай тӑрринчен ҫумӑр ҫуни ҫеҫ илтӗнет. Ҫавӑн пек чух шухӑшлама лайӑх-ҫке... Акӑ, ку тата мӗн? Лере, мунча пӳртӗмӗ ҫумӗнче? Чечек-и? Эй, тамаша! Чӑнах-ҫке! Епле ҫӑлӑнса юлнӑ-ши тата? Ҫулӑнмасӑр юлнӑ курӑнать: тӑсӑлса выртнӑ. Кай, мӗнле курӑк-ши ку? Асӑрхаман та эп ӑна. Чечекӗ мӗнле черченке тата! Тӳрех куҫ умне ӳкет.
Мучин ҫак чечеке татса илсе хӑйӗн ҫумне чи хаклӑ япалана ҫупӑрланӑ пек ҫупӑрлас килчӗ. Вӑл та хӑйӗн пекех пӗччен пулнӑран-ши е пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене парӑнмасӑр малаллах пурӑнма тӑрмашнӑшӑн. Ӑна мучи татса калаймарӗ. Ҫава сассинчен хӑтӑлса юлнӑ, сусӑрланнӑ пулин те сӗткенне чуптарма хал ҫитернӗ чечеке татса илме алӑ ҫӗкленес ҫук мучин.
«Пурӑнас хӑват вилӗме ҫӗнтеретех ҫав,» - тесе киле кӗме хатӗрленчӗ Николай Арсентьевич.

Ангелина Михайлова, Пикшик вăтам шкулĕ, 11 класс
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (18.01.2010)
Миçе çын вуланă: 551 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz