Йӑмра ҫырми пирӗн ялта, Вырнаҫнӑ паллӑ вырӑнта. Ҫемен картийĕ
ҫуммипе, Юхса вӑл кӗнӗ Шетмӗне.
Уҫланкӑра, юнашарах, Ҫуртсем лартаҫҫӗ
Ҫеменсен. Ик ӗмӗртен кӑшт маларах, Никӗсленет ман Тӑван ен.
Шӑнкӑртатса
ҫырма юхать, Ямайсене шутлаттарать... Ҫеменсемпе пӗрле пулса, Тымарланаҫҫӗ ҫак ялта.
Ямайӑн йӑх тымаррине, Тӑван ял-йыш сан пӗлмелле. Кунран-куна архивсене,
Тивӗҫлӗ ячӗ ҫитмелле!
Ҫурт-йӗр
вырнаҫнӑ вырӑнсем, Паян куна та пур вӗсем. Эпир калатпӑр яланах: —Ҫемен, сан хуттӑрна,
тавах!
Карта тытса уничере, Ял-йыш сыхланӑ уй-хирне. Ҫырма хӗрне атте-анне,
Илемлӗ тытнӑ картине.
—Ӑҫта чӑваш, унта йӑмра, — Тесе калаҫҫӗ халӑхра. Йӑмра ҫырмийӗ
те вара, Вырӑн тупать ҫак сӑмахра.
|