Ҫӳремет ҫырми лапамӗнче, Вырӑн тупнӑ Лариван ҫарань. Юлчӗ ӗмӗр
куҫ ытамӗнче, Тухас çук ман асӑмран нихçан.
Тӗрлӗ тӗслӗ пин-пин чечексем, Тутлӑ шӑршӑ сараҫ улӑхра. Сӗр-сӗрлеҫҫӗ
вӗлле хурчӗсем, Сӗрме купӑс пекех хӑлхара.
Асӑмра пурӑнать ҫак илем, Ҫепӗҫ юрӑ хамран парнелем.
Ҫӗр ҫырли
хӗрелсе тут илсен, Юратаҫ пикесем пуҫтарма.
Ҫаран курӑк ÿссе ҫитӗнсен, Ҫамрӑксем
ҫул тытаҫсӗ ҫулма.
Сар хӗвел тÿперен хӗм сапатъ, Таврара юрӑ-кӗвӗ юхать.
Каччӑсем
ҫавапа ут ҫулса, Вӑй виҫеҫҫӗ ӗҫре тупӑшса.
Ҫывӑхрах шӑпчӑк юрӑ хывать, Пикесен йӑл кулли ытамлать.
Паккус
хыҫҫӑн паккус йӑванать, Сӑрт хыҫне сар хӗвел пытанать.
Асӑмра пурӑнать ҫак илем, Ҫĕнӗ юрӑ хамран парнелем!
|