Иртрӗҫ ача ҫулӗсем, Вĕсене аса илем... Ытамра ялти илем, — Эп кунта
ялан килем.
Ҫуркунне хӑвалӑхра Ҫурӑлаҫҫӗ ҫӗмӗртсем. Шур пӗркенчӗк пек умра: Пилеш, палан ҫеҫкисем.
Шурӑ ҫеҫке айӗнче
Кайӑк йышӗ савӑнать. Ҫемҫе тӗмӗ ҫийӗнче Кӑвакал чӗп кӑларать.
Йышланаҫҫӗ чӗр чунсем: Сӑвӑрсемпе ӑтӑрсем, Карассемпе ҫӑрттансем,
Хитре вӗҫен кайӑксем.
Хӑва папки мӑнтӑркка,
Кӑчки сарӑ, йӑлтӑркка. Вулли хӑмӑр, яштака, Ҫулҫи унӑн тӑсланка.
Ҫывӑхрах
ларать утар, Вӗллисем те сахал мар. Ӗрчетсе хурт-хӑмӑрне, Хатӗрпеҫҫӗ сим пылне.
Хветӗр пичче
кӳршӗре, Ӑсталатчӗ лӑпӑсем. Вырсарни кун Ишекре, Сут тӑватчӗ вӗсемпе.
Сыхӑ тӑнӑ хӑвана, Юраман касма ӑна. Вӑрçӑ ҫулӗнче кӑна, Халӑх каснӑ
вут тума.
Тӳрӗ, хитре хӑваран, Тунӑ ӑстаҫсем кӑрман. Ӗҫре усӑ курнӑран, Нихӑҫан
тухмасть асран.
Хӑвалӑхри
ҫырмара Чӗкеҫ тӑмӗ сахал мар. Тунӑ шӑхличӗ тӑмран, Пит хитреччӗ кӑвакран.
|