Шăматкун, 11.01.2025, 14:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 351-355
Страницăсем: « 1 2 ... 69 70 71 72 73 ... 107 108 »

Чÿречесем шăнса пăрланнă, 
Çанталăк сивĕ шартлама.
Нимĕç вăрçи пире тустарнă,
Пулман никам çине шанма.
 
Çÿремете вутта çÿренĕ,
Тулăх пулман вут-шанкăран.
Хĕл сиввине чăтса ирттернĕ,
Тĕреклĕ пулнă шăм-шакран.
 
Аннепеле пĕрле утатпăр,
Юр кĕрчĕ тарăн, çулĕ çук.
Киле çитсе ÿкме шанатпăр,
Вăрман ĕç(ĕ) йывăр ача чух.
 
Уйăх çути куçран çухалчĕ,
Çурçĕр енчен çил кастарать.
Ларса кăштах канăç тупасчĕ -
Умра тăван кил-çурт ларать.
 
Тавах сана, ял-йыш вăрманĕ,
Епле эс сывлăхшăн паха!
Чуна хĕсет вăрçă суранĕ,
Тасалтăрччĕ яланлăха!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 309 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Аннеçĕм лартнă шурă хурăн,
Ас илтерет ялан хăйне:
- Эс, ывлăм, телейлĕ  пурăн,-
Манаймăп унăн пехилне.
 
Кĕрхи кунсем килсе çитсессĕн,
Çулçисене хурăн тăкать.
Тăван киле пырса кĕрсессĕн,
Хаклă аннем умма тухать.
 
Кĕре кĕрсен çанталăк ăмăр,
Сив çил вĕрет, çумăр лÿшкет.
Çут çиçĕм евĕр иртрĕ ĕмĕр,
Хурăн çаплах мана кĕтет.
 
Вăрçă çулне тÿссе ирттертĕн,
Хăрма памарăн вуллуна.
Аннен куççулĕпе йĕпентĕн,
Касма хăйман никам сана.
 
Тăван аннеçĕм - шурă хурăн,
Чун савăнать эсĕ пуртан.
Мăшăрпала телейлĕ турăн,
Мăнуксене юрат чунтан.
 
Тавралăха илем кĕртетĕн,
Çурхи тĕнче ытамĕнче.
Чуна уçса санпа пуплетĕп,
Атте-анне кил çуртĕнче.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 321 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вăрçă вучĕпе çунтартăн,
Ăшчике çамрăк пике.
Йывăр суранран сыватрăн,
Сиплесе эс пиччене.
 
Салтак арăмĕ эс пултăн,
Чăтрăн асапне самай.
Тăлăха халь тăрса юлтăн,
Куççульне тăкан пĕрмай.
 
Яланах йĕрсе чĕртеймĕн,
Чун юратнă мăшăрна.
Пурнăç пурăнма тирпейлĕн,
Турă пулăштăр сана.
 
Тен, ача та пур пуль сирĕн?
Хăв çырманччĕ ун çинчен.
Тăванлах пурнасчĕ пирĕн,
Хамăр ĕмĕр иртиччен.
 
Ватлăхра канăç çухалчĕ,
Тĕл пуласчĕ инкене.
Кăмăлне унне уçасчĕ,
Мантăр йывăр инкекне.
 
Тĕлĕкри пек асра юлчĕ -
Пичче унăн асĕнче.
Ĕмĕрлĕх суран хăварчĕ,
Салтак арăм чĕринче!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 323 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çитмĕл пиллĕкре пыратăн,
Эс, Аркадий, çар çынни!
Хăв тумна типтер тытатăн,
Килĕшет сана çĕнни.
 
Çи-пуçра халь йăлтăраççĕ,
Çĕр-шыв панă медальсем!
Сăн-питри йĕрсем калаççĕ:
- Тивĕçлĕ наградăсем!
 
Тÿпере сахал-и вĕçнĕ?
Пулнă чăн ăста пилот.
Парашючĕпе те сикнĕ,-
Ахальтен-и, замполит!
 
Çар ĕçне аван эс пĕлнĕ,
Хастар пулнă салтакра!
Командир чинне те илнĕ,-
Подполковник – запасра!
 
Вăй хурса çарта тимлерĕн,
Тухрăн ĕнтĕ канăва.
Выççăлкăра эс тĕплентĕн,-
Аçу çавăрнă йăва.
 
Аçупа мухтанма тивĕç,-
Пултаруллă ал ăсти.
Пулнă ятлă-сумлă тимĕрç,-
Ункă шыв арман «хуçи».
 
Шур Шупашкарта вĕреннĕ,
Ăс-тăнне çивĕчлетме.
Аэроклуба çÿренĕ,
Пуçланă кунтах вĕçме.
 
Ачаран ĕçе вĕрентĕн,-
Кайăк-кĕшĕк – чун уççи!
Халĕ выльăх ĕрчететĕн,
Вĕсенчен пурах усси.
 
Ял-йышра сана ырлаççĕ:
 - Хывнă теççĕ ашшĕне!
Çамрăксем асран ямаççĕ,
Ыр сунаççĕ пиччĕшне.
 
Мухтанап санпа, тăванăм,
Ватăлма хăвна ан пар!
Мăнуксем утаççĕ çуммăн,
Йăх тымарĕ хавшак мар!
 
 Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕ,
                           2009 çул.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 303 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пăла шывĕ шав хăватлă,
Ешĕл хăвисем туратлă.
Путене тавраш ăратлă,
Чунĕсем вĕсен çунатлă.
 
Туçасем ĕçлеççĕ ырă,
Кашласа ларать тĕш тырă.
Çав ялта çуралтăн, Юра,
Çирĕп сывлăх патăр Турă..
 
Аслисем сана ăс пачĕç,
-Ăслă пул,- тесе каларĕç.
Аллă саккăр çул тултартăн,
Такăр çулпалах пыратăн.
 
Аслаçу сан Лариванччĕ,
Пултаруллă бригадирччĕ.
«Ĕç геройĕ» ята илчĕ,
Ылтăн çăлтăрлă та пулчĕ.
 
-Лариван Толийĕ,-тетчĕç,
Ялта ятлă-сумлă çынччĕ.
Аçуна ялан мухтатчĕç,
Ленин орденпе чысларĕç.
 
Путене йăхне çĕклерĕн,
Хăв та вăй хурсах тимлерĕн.
Виçĕ кĕнеке кăлартăн,
Ыр ятпа халь пурăнатăн.
 
 2010 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 315 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz