"Колхозная" урам… Манăн урам вăл. Çакăнта эпĕ çуралнă кил урам урлă çырманалла пăхса ларать… Виçĕ чÿрече çине пăхатăп та куç умне аттепе апай тухаççĕ. Ачашшăн, ăшă туйăмпа йышăнаççĕ вĕсем хăйсен пĕртен-пĕр ывăлне. Халь хамăр хушăра çук пулин те хаклă çыннăмăрсем асрах. — Эпир ĕмĕр-ĕмĕр пурăнаймăпăр сирĕнпе. Хăналăхра кăна… Эпир çĕре кĕрсен ан пăрахăр-ха кил-çуртăма, — тесе апай калани паян та манăçмасть маншăн. — Тăван киле ан сÿнтерĕр. Сÿнтерес мар-ха тăван киле. Унăн ытамĕнче манăн ачалăх тата çамрăклăх… "Колхозная" урампа анаталла анатăп. Сылтăмра, çул кукринче 21-мĕш çурт вырнаçнă. Натали кинемейĕн ку йывăç çурт. Сакăр вуннă урлă каçнă-ха Наталия Егоровна. Унпа хире-хирĕç, çырма леш енчи пÿртре сакăр вуннă тултарнă Зоя Пахомова пурăнать. Иккĕшĕн те мăшăрĕсем вилнĕ ватăсен. Йышлă ача-пăча çуратса пăхса çитĕнтернĕ иккĕшшĕ те. Мухтаççĕ вĕсене. Çапла пулмалла та. Çул малалла тăсăлнăçемĕн çын кĕмен-тухман пÿрт-çуртсем кăмăла хуçаççĕ. Уйрăмах анчахрах, пуçласа юр çунă хыççăн, палăраççĕ çаксем. Чылайăшĕн кил хуçисем çĕре кĕнипе тата вĕсен ачи-пăчи, тус-тăванĕ кунта йăх-несĕл никĕсне малашне аталантарайманнипе çыхăннă ку. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен… Акă, эпĕ çуралнă кил-çуртри урамра та çын кĕмен-тухман пÿртсем вуннă ытла. Хăшне-пĕрне сутма та хатĕрленнĕ. Шел, туянакан тупăнмасть-ха хальлĕхе. Пÿрт-çурт çын сассипе пуян, ача сассипе илемлĕ. Çапла пуласса, ял çĕнелсе вăй илессе шанатăп эпĕ.
Энтри утмăл урлă каçнă, пĕчĕкрех çан-çурăмлă старик. Мунчара реххетленме юратать. Шăмат кун йăлана кĕнĕ сăлтавпа каллех кăмака йăсăрлантарса ячĕ. Хурăн вуттипе усă курчĕ мунча хутма. — Техĕмлĕ. Мунча та хĕрÿллĕ. Эх, çапăнам-ха пĕреххут, — вĕри чул çине чаш! çеç тутарчĕ алтăрти шыва арçын. — Вăт мунча! Мăшăрне кĕтмерĕ Энтри мунчана пырасса. Хăвăрт тăхăнса тумланчĕ. Картишĕнче йăлтах урăхла сăн-сăпат халь. Тÿпе маччинчен юр пĕрчисем ăмăртмаллах çĕр çинелле ярăнса анаççĕ. Хĕл çитрĕ иккен… Çĕнĕ, кăп-кăпăш юра пăхса ытараймарĕ ватă. Ывăçла-ывăçла илчĕ ăна. Мăшăрĕ çак сĕмлĕхре тухса çÿремест-ха унăн. Ывăлĕн ура йĕррисем-ха кусем. Тепĕр йĕррисем, пăта вĕçĕ пекех шĕвĕррисем, камăн-ши? — Микуль авланатăп тесе сăмах пуçарнăччĕ ĕнер. Çапла, çапла… Урам урлă çуртра пурăнакан Мариçе куç хывнă-ха Микуль, — тута хĕррисене хускатрĕ Энтри. — Шăмат куна хуларан яла çитнĕ пулĕ-ха хĕр упраç. Пÿрте кĕчĕ арçын. Хăй шутланă пекех пулчĕ, чăнах та… Сĕтел хушшинче Мариçпе Микуль лараççĕ. Иккĕшĕн те сăнра савăнăç шевли вылять. Иккĕшĕ те кăмăллă, çепĕç чĕлхепе сăмахлаççĕ. Энтри мăшăрĕ те, тулли кĕлеткеллĕ, çатăрти калаçакан Тарье, лара-тăра пĕлмест. — Старик, старик, хĕпĕрте-хĕпĕрте ĕнтĕ... Ывăл çĕнĕ кайăк çавăтса килчĕ. Çухалсах кайрăм вĕт. Мунчана та тухаймарăм-иç, — Энтрине чăпăрт! чуп турĕ Тарье. — Спаççипах, ачасем!
Кĕркунне хăйне евĕр илемлĕ. Пĕтĕм тĕнче ыйха путма хатĕрленет тейĕн. Тĕрлĕ тĕспе витĕннĕ йывăçсем хушшинче çутă, сывлăш таса. Хăш-пĕр вырăнта урайне кавир сарнăн туйăнать. Сайра пĕрре чечеке ларнă курăка асăрхатăн. Вăл чуна çĕклет, темле илемлĕ юрă шăрантарас килсе каять. Кайăксем хĕл каçма çула тухаççĕ. Юханшывсен тĕпĕ курăнать. Манăн та çак илеме сăнас килчĕ, вăрмана Петĕр мучи патне кайма шутларăм. Тахçанах вăрман сывлăшĕпе сывласа киленменччĕ-ха.
Илеме сăнаса пынă май сисмесĕрех кĕрхи вăрмана çитсе тухрăм. Ăвăслăх куç умне тухса тăчĕ, çулçисем çутă хăмăр, хура хĕрлĕ тĕспе сăрланнă. Вĕсем тăкăнса çĕре хăйне евĕр шăналăкпа витнĕ. Унта та кунта кая юлса шăтса тухнă ăвăс кăмпи пур.
Тимлĕрех сăнаса утатăп. Кĕркуннехи чечексен тăррисем çулçă айĕнчен курăнаççĕ. Сисмесĕрех юрă сăмахĕсене ĕнĕрлеме пуçларăм. Юмах тĕнчине лекнĕнех туятăп. Хамран аякрах та мар темле мăшлатнă сасса илтетĕп. Тавралла сăнаса пăхатăп. Хуçăлса ӳкме пуçланă йывăç айĕнче пысăк чĕрчуна куратăп. Хама хам шанмасăр хытăрах тинкерсе пăхатăп. Кĕçех лаша кĕçенсе илчĕ. Йывăçсемпе тем калаçнă евĕр вĕсем çумне таянчĕ. Унтан урипе кукалеме пуçларĕ. Майĕпен патнерех утрăм, лаша куçран çухалчĕ. Кунта çак чĕрчуна курасса шутламан та! Вăрманти лăпкăлăха такам татни урхамаха килĕшмерĕ пуль тесе эпĕ малалла утрăм. Хуçи те кунтах пулĕ терĕм. Манăн кашни йывăçа пырса ыталас килчĕ. Каллех юрласа ятăм.