Чÿречесем
шăнса пăрланнă,
Çанталăк
сивĕ шартлама.
Нимĕç
вăрçи пире тустарнă,
Пулман
никам çине шанма.
Çÿремете
вутта çÿренĕ,
Тулăх
пулман вут-шанкăран.
Хĕл
сиввине чăтса ирттернĕ,
Тĕреклĕ
пулнă шăм-шакран.
Аннепеле
пĕрле утатпăр,
Юр
кĕрчĕ тарăн, çулĕ çук.
Киле
çитсе ÿкме шанатпăр,
Вăрман
ĕç(ĕ) йывăр ача чух.
Уйăх
çути куçран çухалчĕ,
Çурçĕр
енчен çил кастарать.
Ларса
кăштах канăç тупасчĕ -
Умра
тăван кил-çурт ларать.
Тавах
сана, ял-йыш вăрманĕ,
Епле
эс сывлăхшăн паха!
Чуна
хĕсет вăрçă суранĕ,
Тасалтăрччĕ
яланлăха!
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |