(Йывăр
аманнă Виктор Илларионова
тыткăнран çăлса
хăварнă Украина
хĕрне – Наташăна, асра тытса)
Вăрçă
вучĕпе çунтартăн,
Ăшчике
çамрăк пике.
Йывăр
суранран сыватрăн,
Сиплесе
эс пиччене.
Салтак
арăмĕ эс пултăн,
Чăтрăн
асапне самай.
Тăлăха
халь тăрса юлтăн,
Куççульне
тăкан пĕрмай.
Яланах
йĕрсе чĕртеймĕн,
Чун
юратнă мăшăрна.
Пурнăç
пурăнма тирпейлĕн,
Турă
пулăштăр сана.
Тен,
ача та пур пуль сирĕн?
Хăв
çырманччĕ ун çинчен.
Тăванлах
пурнасчĕ пирĕн,
Хамăр
ĕмĕр иртиччен.
Ватлăхра
канăç çухалчĕ,
Тĕл
пуласчĕ инкене.
Кăмăлне
унне уçасчĕ,
Мантăр
йывăр инкекне.
Тĕлĕкри
пек асра юлчĕ -
Пичче
унăн асĕнче.
Ĕмĕрлĕх
суран хăварчĕ,
Салтак
арăм чĕринче!
Çăлкуç: http://КУН_ÇУЛ СЫППИСЕМ |