Шăматкун, 11.01.2025, 16:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 341-345
Страницăсем: « 1 2 ... 67 68 69 70 71 ... 107 108 »

Чĕвĕлти чĕкеçĕ вĕçрĕ,
Шурă пĕлĕт айĕнче.
Хуларан яш каччă çитрĕ,
Хĕр савни ытамĕнче.
        Хушса юрламалли:
     Çурхи ăшă çумăр çурĕ
     Кăвак шуçăм киличчен.
     Ыталарĕ те чуп турĕ,
     Хĕре каччă тутинчен.
 
Чечекри çăка ал пачĕ,
Ыр сунса çамрăксене.
Пыл чечекĕсене сарчĕ,
Хÿшĕ турĕ вĕсенчен.
        Хушса юрламалли.
 
Ир енне çуталчĕ пĕлĕт,
Хĕвел тухрĕ ярăнса.
Çитрĕ, тейĕн, кĕтнĕ ĕмĕт,
Каччи ячĕ ăсатса.
       Хушса юрламалли.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 277 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юр кайса пĕтсессĕн çурăлаççĕ,
Пирвайхи ем-ешĕл çеçпĕлсем.
«Çеçпĕл» садĕнче çунат сараççĕ,
Тур пилленĕ «çеçпĕл çеçкисем».

Пархатарлă, сумлă ĕç тăватăр,
Куллен эсир, хаклă тусăмсем!
Çамрăк ăрăва вăй-хал паратăр,
Вăрăм пулччăр пурнăç çулĕсем!

Çăмăл мар сире, паллах, туятпăр,
Çакă арăш-пирĕш пурнăçра.
Шанчăка пĕрех, ав, çухатмастăр,
Ăнăçу сунатпăр пурсăра!

Юбилей паян сан, «Çеçпĕл» сачĕ,
Вунă пиллĕк эсĕ тултаран.
Çеçкÿне санне сĕткен хушасчĕ,
Çирĕп пул эс ĕмĕр тымартан!

2002 çул, çу уйăхĕн 16-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 288 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çитмĕл пиллĕк çул тултартăн,
Т(ă)рак енĕн хыпарçи.
Чыс, хисеп илме пултартăн,
Чăнахах «халăх тарçи».
 
Юратса сана вулаççĕ,
Мĕн пур ял ĕçченĕсем.
Хаваспах халь çырăнаççĕ,
Хăвăн çывăх тусусем.
 
Эх, епле вĕсем пит йышлă!
Мухтанатăн вĕсемпе.
Ĕçтешсем те, ав, сăпайлă,
Калаçаççĕ çынсемпе.
 
Конкурса та хутшăнатăн,
Çĕнтерÿçĕ - яланах!
Ăс-тăнпа малта пыратăн,
Ăнăçу сан пултăрах!
 
 2010 çулхи мартăн 6-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 283 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăван ялăм ыйха путнă,
Ĕçлесе ĕшеннипе.
Уйăх çутипеле утнă
Хуралçă тункăрмипе*.
 
Хурал тукмаккийĕ,- тетчĕç,
Çитнĕ вăл килтен-киле.
Пĕр ĕç кунĕпе чыслатчĕç,
Сыхă тăнăшăн çĕрле.
 
Яланах хурала тухнă,
Ÿркенсе, пăхса тăман.
Ачаран ĕçе юратнă,
Нихăçан алла усман.
 
Колхоз çурт-йĕрне сыхланă,
Сарăмсăр вут-кăвартан.
Халăх пурлăхне упранă,
Выçă вăрă-хурахран.
 
Ял ĕçченĕн хатĕр пулнă,
Шыв лахханĕ алăкра.
Хăйăрне те меллĕ хунă,-
Инкек тăтăр аякра.
 
Пурăннă ял-йышăм мирлĕ,
Вăрçăнса курман нихçан.
Çамрăк ăрăва вăл кирлĕ,-
Пурăнма пĕлсен аван.
 
Ваттисем пире вĕрентнĕ,
Пурнăçа тытса пыма.
Нушине тÿссе ирттернĕ,-
Манас марччĕ тав тума!
------------------------------------------
*Тункăрма – инкек-синкек пулнине систермелли хатĕр
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 277 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Хурал пÿрчĕ пурччĕ,
Пирĕн ялăн та.
Пушартан сыхлатчĕ,
Вăл кунран-куна!
 
Вĕт-шакăр çÿретчĕ,
Çак ăшă çурта.
Юмах юптаратчĕç
Ваттисем кунта.
 
Канмалли çурт пулнă,
Ял ĕçченĕсен.
Ал ĕçне те тунă,
Çакăнта вĕсем.
 
Йышлăн пухăнатчĕç,
Хăш чух çамрăксем.
Кил тĕлне манатчĕç,
Шуçăм киличчен.
 
Хĕл каçĕ иртетчĕ
Çулран-çул çапла.
Асăмра çеç юлчĕ,
Халь – юмах кăна.
 
Клуб е вулав çурчĕ -
Пирĕн ял курман.
Çук тек хурал пÿрчĕ -
Каймасть ман асран.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 282 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz