Шăматкун, 11.01.2025, 13:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 356-360
Страницăсем: « 1 2 ... 70 71 72 73 74 ... 107 108 »

Хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ мраморпа
Ăсталанă палăк халь умра.
Ялтăрать хĕвелĕн шевлипе,
Вăл упранĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
 
Героя ялан асра тытса,
Чыс тăваççĕ палăкне лартса.
Тус- тăванĕ тухрĕ уява,
Тивĕç Лариван çак мухтава!
 
Çитĕнтернĕ тыр-пул уй-хирте,
Ахальтен мар кăкăрĕ хитре!
Çĕр-шыв пачĕ Ылтăн Çăлтăрне,
Туçин чапа тухнă ывăлне.
 
Путене таврашĕ çак ялта,
Ал ĕçне тытсан ялан малта!
Туслă пурăнаççĕ ял-йышпа,
Юратса, çĕн ĕмĕт-шухăшпа.
 
- Путене таврашĕ, Лариван-
Тесе çырнă ылтăн шывĕпе.
Çамрăк ăру, нихăçан ан ман! -
Чунăма йăпаттăр илемпе!
    
    2010, çу уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 291 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ял-йышсем вăрçа ăсатрĕç
Вăй питти арçынсене.
Нимĕçе вĕсем тустарчĕç,
Шеллемерĕç хăйсене.
 
Куçмасем пăхса ÿстернĕ
Хăйсен пилĕк ывăлне.
Çитĕнтернĕ те çитернĕ
Хĕвел анăç чиккине.
 
Ялта паллă ал ăстиччĕ
Аслă ывăлĕ Йăван.
Иккĕмĕш – Антон ятличчĕ,
Агроном - çĕрпе пуян.
 
Таврара пурте пĕлетчĕç,
Захара – виççĕмĕшне.
Именкассине çÿретчĕ
Вĕрентме ачасене.
 
Шурă халатпа çÿретчĕ
Кĕçĕн ывăлĕ Хĕлип.
Сиплеме ăста пĕлетчĕ,
Çыпăçман нихçан та грипп.
 
Упине ĕçе утатчĕ
Çамрăк вăй питти ача.
Хăй ĕçне вăл юрататчĕ -
Астăвать ача-пăча.
 
- Çырура халь пĕлтеретĕп,
Аллă çухрăм Берлинтан.
Эп киле часах çитетĕп,
Салам йышăнăр манран.
 
Юлашки çыру çак пулчĕ,
Халĕ - ĕмĕрлĕх хыпар.
Медицина лейтенанчĕ
Пулчĕ пирĕншĕн – сăнар.
 
Амăшне пăхма килмерĕç,
Пуçне хучĕç вăрçăра.
Куçĕсем типме пĕлмерĕç
Ватă амăшĕн вара.
 
Йăван Яккăльч трактористчĕ
Сухаланă уй-хире.
Вăрçăра хастар танкистчĕ.
Паман канăç ирсĕре.
 
Тупăран персе çунтарнă
Вăл кĕтмен хăнасене.
Гусеницăпа тустарнă
Юлнă шăм-шаккисене!
 
Паттăр кÿршĕ килеймерĕ
Каялла, ÿснĕ яла.
Куçĕ мăшăрĕн типмерĕ.
Юлчĕ Ольга суккăра…
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

                      Çума-çумăнах утатăр, 
                      65 çул пĕрле.
                      Сывлăха чипер упратăр,
                      Турă пулăштăр сире!
 
                          Хушса юрламалли:
                            Атăл шывĕ йăлтăр-йăлтăр
                            Çĕклет сирĕн кăмăла.
                            Пурăнăр-ха, савнă мăшăр,
                            Сирн телейĕр çурмалла.
 
                       Тимĕр туй сайра пулать вăл,
                       Пурăнма пĕлсен кăна!
                       Эс маттур, хăта! Ан ватăл,
                       Юратать тăхлач сана.
                                 Хушса юрламалли.
 
                       Ĕмĕр çулĕ вăрăм пултăр,
                       Кĕленче пек яп-яка.
                       Сăн-питре хĕвел йăл! култăр,
                       Хуйхă вĕçтĕр аякка.
                                  Хушса юрламалли.
 
                       Ачасем пурри вăл – ырă,
                       Пирĕн шанчăк ватлăхра.
                       Уявра янратăр юрă,
                       Ыр ят юлтăр халăхра!
 
                       Çу уйăхĕн 7-мĕшĕ, 2010 çул.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 327 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вăрçă вучĕ витĕр тухрăн,
Вилĕме хирĕç тăрса.
Çĕр питне юнпа шăвартăн
Чăтрăн йывăр суранна.
Тăхлан çумăра пăхмасăр
Вăй хуран лазаретра.
Яланах пач куç хупмасăр
Сиплен йывăр сурана.
Вилĕмрен çăлса хăвартăн
Сахал мар салтаксене!
Халĕ те асран ямастăн
Çав хăруш самантсене.
Хура-шур самай эс куртăн –
Йывăр пулчĕ самана!
Халĕ мăшăрпа пурнатăн,
Савăнатăп эп санпа!
Тăван халăхăм манмарĕ,
Хăйĕн паттăр салтакне.
Тватă орденпа чысларĕ,
Илем кĕртрĕ кăкăрне!
Мухтанап санпа, хăтаçăм,
Сывлăха ăста упран!
Тăхăр вунă çул тултартăн,
Хавшак мар эс сывлăхран.
Атте турă пехиллерĕ,
Тватă ывăла сире.
Савнă мăшăрпа телейлĕ!
Хĕм сапать ялан чĕре!
Пур сăлтавĕ савăнмашкăн,
Ăслă-тăнлă ывăлсем.
Ватлăхра чуна уçмашкăн,
Сахал мар вĕт мăнуксем!
Сĕрме купăсне юратрăн,
Эс ăна яман алран.
Ачусем выляç хастаррăн,
Савăнар пĕрле паян!
Ваттисем çапла калаççĕ:
- Пурăнать ыр çын 100 çул!
Тăвансем сана сунаççĕ:
- Çирĕп сывлăхлă эс пул. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 294 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юнлă вăрçа кайрĕç çамрăксем,
Яла тăрса юлчĕç ватăсем.
Уй-хир ĕçне турĕç вĕсемех,
Ачисене кĕтрĕç вĕçĕмех.

Паттăрла пуç хунă пиччесем,
Куççульпе йĕретчĕç инкесем.
Ĕçре уçăлатчĕç кăмăлсем,
Асăмран каймаççĕ вилнисем.

Выçă хырăм пит аван пĕлет,
Пушă пулнă кил-çуртри кĕлет.
Çил арманĕ курман тыр пĕрчи,
Сайра çинĕ çăнăх икерчи.

Ачана е суккăр- чăлаха,
Шеллемерĕ нимĕç никама.
Йывăр пурнăç килчĕ халăха,
Пулман вăхăт çывăрса канма.

Тăван халăх паттăр пулнăран,
Хăтăлчĕ чăваш та тамăкран.
Çитрĕç киле сывă юлнисем,
Пĕрлех килчĕç йывăр сурансем.

Тухрĕç уява ветерансем,
Кĕмĕлленнĕ çÿç пĕрчийĕсем.
Кăкăр тулли орден-медальсем,
Çĕр-шыв панă хаклă парнесем!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 310 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz