Юрий
Анатольевич Перепелкин
58 çул тултарнă май
Пăла
шывĕ шав хăватлă,
Ешĕл
хăвисем туратлă.
Путене
тавраш ăратлă,
Чунĕсем
вĕсен çунатлă.
Туçасем
ĕçлеççĕ ырă,
Кашласа
ларать тĕш тырă.
Çав
ялта çуралтăн, Юра,
Çирĕп
сывлăх патăр Турă..
Аслисем
сана ăс пачĕç,
-Ăслă
пул,- тесе каларĕç.
Аллă
саккăр çул тултартăн,
Такăр
çулпалах пыратăн.
Аслаçу
сан Лариванччĕ,
Пултаруллă
бригадирччĕ.
«Ĕç
геройĕ» ята илчĕ,
Ылтăн
çăлтăрлă та пулчĕ.
-Лариван
Толийĕ,-тетчĕç,
Ялта
ятлă-сумлă çынччĕ.
Аçуна
ялан мухтатчĕç,
Ленин
орденпе чысларĕç.
Путене
йăхне çĕклерĕн,
Хăв
та вăй хурсах тимлерĕн.
Виçĕ
кĕнеке кăлартăн,
Ыр
ятпа халь пурăнатăн.
2010 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |