|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 346-350 | Страницăсем: « 1 2 ... 68 69 70 71 72 ... 107 108 » |
Хамăн
пулас мăшăрпа
Тĕл
пултăмăр Питравра.
Пĕр-пĕрне
килĕштерсе,
Пурăнатпăр
пĕрлешсе.
Хăвăртах
иртеç çулсем,
Çитĕнчĕç,
ав, хĕрĕмсем.
Пурăнаççĕ
çемйипе,
Савăнар
мăнуксемпе.
Пĕркеленчĕç
сăн-питсем,
Кĕмĕл
çÿç пĕрчийĕсем.
Сакăр
вуннăмĕш çулне
Турă
пулăштăр çитме.
Çамрăк
мар эпир текех,
Аслă
хĕр те – кукамай.
Тусăм,
эс чечек пекех,
Мухтанап
санпа пĕрмай.
Турă
çырни – хам çумрах,
Сывлăх
çирĕп пултăрах!
Пулăшар
пĕрне-пĕри,
Ĕмĕр
вăрăм пултăр-и?
2010 çулхи пуш уйăхĕ.
|
Халь
шăпăр-шăпăр çурĕ çумăр -
Сип-симĕс
курăк тапранать.
Умрах
тăрать-çке иртнĕ ĕмĕр,
Чуна
ытла ыраттарать.
Курăк
çинче вылянă, ÿснĕ,
Ача
сăпки – куç умĕнче.
Атте-анне
епле-ши тÿснĕ?
Пăтранчăк
пулнă çут тĕнче.
Тăван
аттеçĕм ÿснĕ тăлăх,
Асать
пуç хунă вăрçăра.
Ĕçме-çиме
пулман ун тулăх,
Иртмен
яш ĕмĕр вăйăра.
Чун
хавалне парса ĕçленĕ,
Кайра
пырас темен çынран.
Хисеплеме
çынна вĕрентнĕ,
Пепкисене
мĕн ачаран.
Вăхăчĕпе
юман та хăвăл,
Тек
кăлармасть çулçисене.
Эпир
çуралнă - хĕр, виç ывăл,
Хыçа
хăварнă çулсене.
Сарă
хĕвел тĕнче илемĕ,
Çĕр
чăмăрне вăл ăшăтать.
Атте-анне
пурнăç хĕлхемĕ,
Чун-чĕрене
вут-хĕм сапать.
Кун-çул
вĕçне çитсе пыратăп,
Пĕрле
ялан юрри-ташши.
Эпĕ
хамран мĕнех хăварăп?
Чи
уçă кăмăл, чун ăшши.
|
Çитрĕм эпĕ çитмĕл пиллĕке. Атте-анне панă пехилпе. Ĕмĕр сакки пулчĕ çемçе мар, Аттесĕр ÿсмешкĕн çăмăл мар. Ывăлтан аслийĕн çемьере, Ача çулĕ иртрĕ кĕтÿçре. Пайтах курнă йĕпи-сапине, Нумай тÿсрĕм хырăм выççине. Кĕтÿ кĕтнĕ чух ялан уйра, Хир тăрăх юхтарнă юрăсем. Каçхине тухсассăн вăйăра, Кăмăла çĕкленĕ ташăсем. Манас çук нихçан та аттене. Чечек пек илемлĕ сăн-питне. Куçне хупрĕ вăтăр çиччĕре, Тăлăха хăварчĕ вăл пире. Йывăр пурнăç килчĕ аннене, Ÿстермешкĕн хăй ачисене. Сахал мар юхтарчĕ куççульне, Пур пĕрех çитерчĕ вăй-халне. Çитсе тăчĕ яш ĕмри умма, Вăхăт çитрĕ салтака кайма. Тухнăччĕ анне те ăсатма, Вăл хушмарĕ пирусне туртма. Мĕн тери илемлĕ тăван ял! Шетмĕ шывĕ, улăхри çаран… Панăран пуль вĕсемех вăй-хал, Тĕрĕс-тĕкел таврăнтăм çартан. Шетмĕ хĕрĕ пулчĕ чун туртни, Шăп çур ĕмĕр иртрĕ тĕв туни. Тăват хĕр ÿстернĕ çуратса, Виличчен пурнасчĕ юратса. Çемье çавăрчĕç ман хĕрĕмсем, Чуна ăшăтаççĕ мăнуксем. Турă пиллĕх патăр вĕсене, Ÿстермешкĕн чун таткисене.
|
Асран
каймасть Казак çырми.
Вăл
Шетмĕ шывĕн пĕр юппи.
Хăват
илет Çÿреметрен,
Мухтать
ăна иртен-çÿрен.
Авкаланать
çырма хĕрри,
Ытла
нумай кукри-макри.
Ик
айккипе симĕс çаран,
Чупаттăмăр
кунта çарран.
Хирте
тыр-пул пиçсе çитсен,
Çул
тытнă пурте вырмана.
Çан-çурăма
хĕвел вĕтсен,
Чупса
анаттăм çырмана.
Таса
шывра чăма-чăма,
Кĕртеттĕм
вăйăм-халăма.
Унтан
каллех çурла тытса,
Выраттăм
тырă тăрăшса.
Казак
çырми тепĕр енче,
Савни
пурнатчĕ килĕнче.
Кайма
тăрсассăн çуркунне,
Ялан
хываттăм каççине.
Ачалăх
хыççăн яш ĕмри…
Асран
тухмасть Казак çырми.
Вăл
юлчĕ манăн чĕрере,
Тивĕç
юлма поэзире!
|
Çилармань
Туçине* хăпарсан,
Савнă ялăм илет ытамне.
Шетмĕ
хĕрĕ вăййа тухмасан,
Чĕрене
çунтаратчĕ манне.
Сар
хĕвел çĕр питне ăшăтсан,
Униче
картинчен юр каять.
Шетмĕ
шывĕ пăртан тасалсан,
Çурхи
кун йăл! кулса саламлать.
Кавир
пек симĕс курăк çине.
Çамрăксем
пухăнаç каçхине.
Алран-ал
тытăнсан вăйăра,
Юрă-кĕвĕ
юхать таврара.
Сĕрме
купăс сасси ян! каять,
Аякра
шурăм пуç çуталать.
Çут
тĕнче ыйхăран вăранать,
Пур
яш-кĕрĕм киле саланать.
Вăраха
пыраймасть çак илем,
Каччăсем
вăрçăран килеймен.
Хăпарсан
Çилармань Туçине,
Хурланса
ас илеп иртнине.
* Çилармань Туçи – сăрт ячĕ
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 3 Хăнасем 3 Юзерсем 0 |
!--
|