(Аслă Çĕнтерÿ
уявĕ умĕн
хаклă аннеçĕме асра тытса)
Аннеçĕм
лартнă шурă хурăн,
Ас
илтерет ялан хăйне:
- Эс,
ывлăм, телейлĕ пурăн,-
Манаймăп
унăн пехилне.
Кĕрхи
кунсем килсе çитсессĕн,
Çулçисене
хурăн тăкать.
Тăван
киле пырса кĕрсессĕн,
Хаклă
аннем умма тухать.
Кĕре
кĕрсен çанталăк ăмăр,
Сив
çил вĕрет, çумăр лÿшкет.
Çут
çиçĕм евĕр иртрĕ ĕмĕр,
Хурăн
çаплах мана кĕтет.
Вăрçă
çулне тÿссе ирттертĕн,
Хăрма
памарăн вуллуна.
Аннен
куççулĕпе йĕпентĕн,
Касма
хăйман никам сана.
Тăван
аннеçĕм - шурă хурăн,
Чун
савăнать эсĕ пуртан.
Мăшăрпала
телейлĕ турăн,
Мăнуксене
юрат чунтан.
Тавралăха
илем кĕртетĕн,
Çурхи
тĕнче ытамĕнче.
Чуна
уçса санпа пуплетĕп,
Атте-анне
кил çуртĕнче.
Çăлкуç: http://КУН_ÇУЛ СЫППИСЕМ |