Юнкун, 18.12.2024, 16:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 51-55
Страницăсем: « 1 2 ... 9 10 11 12 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Çитрĕм эпĕ çитмĕл пиллĕке.
Атте-анне панă пехилпе.
Ĕмĕр сакки пулчĕ çемçе мар,
Аттесĕр ÿсмешкĕн çăмăл мар.

Ывăлтан аслийĕн çемьере,
Ача çулĕ иртрĕ кĕтÿçре.
Пайтах курнă йĕпи-сапине,
Нумай тÿсрĕм хырăм выççине.

Кĕтÿ кĕтнĕ чух ялан уйра,
Хир тăрăх юхтарнă юрăсем.
Каçхине тухсассăн вăйăра,
Кăмăла çĕкленĕ ташăсем.

Манас çук нихçан та аттене.
Чечек пек илемлĕ сăн-питне.
Куçне хупрĕ вăтăр çиччĕре,
Тăлăха хăварчĕ вăл пире.

Йывăр пурнăç килчĕ аннене,
Ÿстермешкĕн хăй ачисене.
Сахал мар юхтарчĕ куççульне,
Пур пĕрех çитерчĕ вăй-халне.

Çитсе тăчĕ яш ĕмри умма,
Вăхăт çитрĕ салтака кайма.
Тухнăччĕ анне те ăсатма,
Вăл хушмарĕ пирусне туртма.

Мĕн тери илемлĕ тăван ял!
Шетмĕ шывĕ, улăхри çаран…
Панăран пуль вĕсемех вăй-хал,
Тĕрĕс-тĕкел таврăнтăм çартан.

Шетмĕ хĕрĕ пулчĕ чун туртни,
Шăп çур ĕмĕр иртрĕ тĕв туни.
Тăват хĕр ÿстернĕ çуратса,
Виличчен пурнасчĕ юратса.

Çемье çавăрчĕç ман хĕрĕмсем,
Чуна ăшăтаççĕ мăнуксем.
Турă пиллĕх патăр вĕсене,
Ÿстермешкĕн чун таткисене.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 355 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Асран каймасть Казак çырми.
Вăл Шетмĕ шывĕн пĕр юппи.
Хăват илет Çÿреметрен,
Мухтать ăна иртен-çÿрен.
 
Авкаланать çырма хĕрри,
Ытла нумай кукри-макри.
Ик айккипе симĕс çаран,
Чупаттăмăр кунта çарран.
 
Хирте тыр-пул пиçсе çитсен,
Çул тытнă пурте вырмана.
Çан-çурăма хĕвел вĕтсен,
Чупса анаттăм çырмана.
 
Таса шывра чăма-чăма,
Кĕртеттĕм вăйăм-халăма.
Унтан каллех çурла тытса,
Выраттăм тырă тăрăшса.
 
Казак çырми тепĕр енче,
Савни пурнатчĕ килĕнче.
Кайма тăрсассăн çуркунне,
Ялан хываттăм каççине.
 
Ачалăх хыççăн яш ĕмри…
Асран тухмасть Казак çырми.
Вăл юлчĕ манăн чĕрере,
Тивĕç юлма поэзире!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çилармань Туçине* хăпарсан,
Савнă  ялăм илет ытамне.
Шетмĕ хĕрĕ вăййа тухмасан,
Чĕрене çунтаратчĕ манне.
 
Сар хĕвел çĕр питне ăшăтсан,
Униче картинчен юр каять.
Шетмĕ шывĕ пăртан тасалсан,
Çурхи кун йăл! кулса саламлать.
 
Кавир пек симĕс курăк çине.
Çамрăксем пухăнаç каçхине.
Алран-ал тытăнсан вăйăра,
Юрă-кĕвĕ юхать таврара.
 
Сĕрме купăс сасси ян! каять,
Аякра шурăм пуç çуталать.
Çут тĕнче ыйхăран вăранать,
Пур яш-кĕрĕм киле саланать.
 
Вăраха пыраймасть çак илем,
Каччăсем вăрçăран килеймен.
Хăпарсан Çилармань Туçине,
Хурланса ас илеп иртнине.
 
 * Çилармань Туçи – сăрт ячĕ
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 259 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чÿречесем шăнса пăрланнă, 
Çанталăк сивĕ шартлама.
Нимĕç вăрçи пире тустарнă,
Пулман никам çине шанма.
 
Çÿремете вутта çÿренĕ,
Тулăх пулман вут-шанкăран.
Хĕл сиввине чăтса ирттернĕ,
Тĕреклĕ пулнă шăм-шакран.
 
Аннепеле пĕрле утатпăр,
Юр кĕрчĕ тарăн, çулĕ çук.
Киле çитсе ÿкме шанатпăр,
Вăрман ĕç(ĕ) йывăр ача чух.
 
Уйăх çути куçран çухалчĕ,
Çурçĕр енчен çил кастарать.
Ларса кăштах канăç тупасчĕ -
Умра тăван кил-çурт ларать.
 
Тавах сана, ял-йыш вăрманĕ,
Епле эс сывлăхшăн паха!
Чуна хĕсет вăрçă суранĕ,
Тасалтăрччĕ яланлăха!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 307 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Аннеçĕм лартнă шурă хурăн,
Ас илтерет ялан хăйне:
- Эс, ывлăм, телейлĕ  пурăн,-
Манаймăп унăн пехилне.
 
Кĕрхи кунсем килсе çитсессĕн,
Çулçисене хурăн тăкать.
Тăван киле пырса кĕрсессĕн,
Хаклă аннем умма тухать.
 
Кĕре кĕрсен çанталăк ăмăр,
Сив çил вĕрет, çумăр лÿшкет.
Çут çиçĕм евĕр иртрĕ ĕмĕр,
Хурăн çаплах мана кĕтет.
 
Вăрçă çулне тÿссе ирттертĕн,
Хăрма памарăн вуллуна.
Аннен куççулĕпе йĕпентĕн,
Касма хăйман никам сана.
 
Тăван аннеçĕм - шурă хурăн,
Чун савăнать эсĕ пуртан.
Мăшăрпала телейлĕ турăн,
Мăнуксене юрат чунтан.
 
Тавралăха илем кĕртетĕн,
Çурхи тĕнче ытамĕнче.
Чуна уçса санпа пуплетĕп,
Атте-анне кил çуртĕнче.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 315 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz