Çитрĕм
эпĕ çитмĕл пиллĕке.
Атте-анне
панă пехилпе.
Ĕмĕр
сакки пулчĕ çемçе мар,
Аттесĕр
ÿсмешкĕн çăмăл мар.
Ывăлтан
аслийĕн çемьере,
Ача
çулĕ иртрĕ кĕтÿçре.
Пайтах
курнă йĕпи-сапине,
Нумай
тÿсрĕм хырăм выççине.
Кĕтÿ
кĕтнĕ чух ялан уйра,
Хир
тăрăх юхтарнă юрăсем.
Каçхине
тухсассăн вăйăра,
Кăмăла
çĕкленĕ ташăсем.
Манас
çук нихçан та аттене.
Чечек
пек илемлĕ сăн-питне.
Куçне
хупрĕ вăтăр çиччĕре,
Тăлăха
хăварчĕ вăл пире.
Йывăр
пурнăç килчĕ аннене,
Ÿстермешкĕн
хăй ачисене.
Сахал
мар юхтарчĕ куççульне,
Пур
пĕрех çитерчĕ вăй-халне.
Çитсе
тăчĕ яш ĕмри умма,
Вăхăт
çитрĕ салтака кайма.
Тухнăччĕ
анне те ăсатма,
Вăл
хушмарĕ пирусне туртма.
Мĕн
тери илемлĕ тăван ял!
Шетмĕ
шывĕ, улăхри çаран…
Панăран
пуль вĕсемех вăй-хал,
Тĕрĕс-тĕкел
таврăнтăм çартан.
Шетмĕ
хĕрĕ пулчĕ чун туртни,
Шăп
çур ĕмĕр иртрĕ тĕв туни.
Тăват
хĕр ÿстернĕ çуратса,
Виличчен
пурнасчĕ юратса.
Çемье
çавăрчĕç ман хĕрĕмсем,
Чуна
ăшăтаççĕ мăнуксем.
Турă
пиллĕх патăр вĕсене,
Ÿстермешкĕн
чун таткисене.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |