Юнкун, 18.12.2024, 16:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Тюменьрен çĕр çухрăмра —
Илĕртÿллĕ вырăнсем, 
Курăнмаççĕ сăрт-тусем. 
Тура, Тавда шывĕсем —
Икçĕр ытла кÿлĕсем. 

Ылтăн-кĕмĕл карассем, 
Çаклатаççĕ пулăçсем. 
Пулăран пуян шывсем — 
Çирĕм ытла йышĕсем. 

Кÿлĕре ĕрчекенсем — 
Вăтăрсемпе ăтăрсем. 
Куянсемпе тилĕсем — 
Тайгара вăй илнисем. 

Çĕрĕ пуян вăрманпа —
Вун икĕ пин лаптăкра. 
Хырпа чăрăш, пихтăсем, 
Йăрăс вуллă хурăнсем. 

Хулари пек урамсем,
Пилĕк хутлă çурчĕсем, 
Асфальт сарнă урамне, 
Çĕклет ялăн илемне. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 301 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пайсупинра çуралса ÿснĕ паттăр ентешĕмĕре — Давид Максимович Максимова

Раман Еккĕмч Петĕрне,
Полици полковникне 
Эп тĕл пултăм Тюменьре, 
Туйрăм ăшă кăмăлне. 

— Пĕлес килет сир(ĕ)н çинчен,
Ыйтрăм эпĕ Петĕртен. 
— Хавас калаçма ирччен, — 
Епле пурăнать Трак ен? 

Çĕпĕре Тавит кукка
Вăрçăччен килнĕ куçса. 
Çуртне-йĕрне çавăрса 
Тымар янă Канашра. 

Хĕрĕх пĕрремĕш çулта
Куккана илеç вăрçа. 
Çĕпĕр дивизийĕнче — 
Хăюллисен йышĕнче. 

Чăтăм-тÿсĕм çитерсе
Аркатаççĕ нимĕçе. 
Вĕсен шанăç-ĕмĕтне 
Çунтараççĕ вут-хĕмпе. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 306 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

1941 çулта Мускав хулине хÿтĕленĕ Çĕпĕр паттăрĕсене асра тытса

Çĕпĕр дивизийĕ çинчен
Эпĕ илтнĕ сахал мар. 
Тюмень хулине çитсен 
Савăнтарчĕ çĕн хыпар. 

* * * 

Иртнĕ вăрçă тухнă çул 
Шутсăр сивĕ пулчĕ хĕл. 
Нимĕç пĕр кĕтмен çĕртен 
Çитрĕ Мускав çывăхне. 

Хĕл варринчи хаяр çил
Хуптĕрлерĕ нимĕçе. 
Тăм илсессĕн урине 
Хывса печĕ аттине. 

— Халĕ пире çăмăл мар, — 
Терĕç çарăн çыннисем. 
Тĕп хулана хăтарар — 
Çитрĕç Çĕпĕр енчисем. 

Çĕпĕр дивизи çитсен—
Хĕм кăларчĕç паттăрсем. 
Çирĕп пирĕн салтаксем — 
Çĕпĕрте тĕпленнисем. 

Çак дивизи йышĕнче 
Çапăçнă пир(ĕ)н ентешсем. 
Генералăн аллинчен 
Илнĕ орден, медальсем. 

Мухтанатпăр вĕсемпе,
Вăрçăри паттăрсемпе. 
Уйрăлсан та пирĕнтен 
Вĕсем тухмĕç чĕререн!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 274 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕпĕр урлă çул выртать,
Тĕрлĕ енлĕ çын утать: 
Ссыльнăйсемпе купсасем, 
Çĕн çĕре каякансем. 

Çĕр айĕнчи пурлăхпа,—
Çывăх Менделеевпа. 
Ахальтен мар патша та 
Çитсе курнă çакăнта. 

Çĕпĕр çĕрĕ — пуян çĕр —
Нефчĕ, газĕ, сĕм вăрман. 
Вăй илеççĕ хуласем, 
Халăх пурăнать аван. 

"Сенкер çулăм" — газ тухать,
Тĕнчипех вăл саланать. 
Пăрăх тăрăх нефть юхать, 
Çĕрĕм-шывăм вăй хушать. 

Хапсăнатчĕç çак çĕре,
Анăçран та тухăçран. 
Ун хуçи пирĕн пĕрре — 
Раççейпе эс ан çыхлан!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 304 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Макар мучи тесе чĕнеттĕм
Ялти чи сумлă ватăна.
Вĕсем патне кайса çÿреттĕм,
Татса параттăм вутă та.

Çурт çумĕнчи илемлĕ сачĕ
Ларатчĕ капăр тумĕпе.
Çуркуннепе — шур шупăрпаччĕ,
Кĕрпе — сăйлатчĕ улмипе.

Сад çуммипе çырма юхатчĕ, —
Илет хăват Çÿреметрен.
Макар мучи мунча хутатчĕ,
Шывне йăтатчĕ пĕверен.

Макар мучин хура мунчаччĕ, —
Пире вăрах вăл кĕттермен.
Кашни эрнеренех хутатчĕ,
Хаклă вутта та хĕрхенмен.

Черечĕпе мунча хутатчĕç,
Вутти-шанкийĕ çитменрен.
Çÿремете вутта çÿретчĕç —
Каç пулттипе е ирсерен.

Нимĕç вăрçи асаплантарчĕ,
Нихçан тухмасть вăл чĕререн.
Макар мучин мунча хăвачĕ
Çăлса хăварчĕ инкекрен.

Тавах, мучи, хисеплĕ ватă,
Сана илеймĕн ытама.
Хушăмăрта эс çук пулсан та,
Çырса хуратăп сан ятна.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 283 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz