Юнкун, 18.12.2024, 15:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 56-60
Страницăсем: « 1 2 ... 10 11 12 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Вăрçă вучĕпе çунтартăн,
Ăшчике çамрăк пике.
Йывăр суранран сыватрăн,
Сиплесе эс пиччене.
 
Салтак арăмĕ эс пултăн,
Чăтрăн асапне самай.
Тăлăха халь тăрса юлтăн,
Куççульне тăкан пĕрмай.
 
Яланах йĕрсе чĕртеймĕн,
Чун юратнă мăшăрна.
Пурнăç пурăнма тирпейлĕн,
Турă пулăштăр сана.
 
Тен, ача та пур пуль сирĕн?
Хăв çырманччĕ ун çинчен.
Тăванлах пурнасчĕ пирĕн,
Хамăр ĕмĕр иртиччен.
 
Ватлăхра канăç çухалчĕ,
Тĕл пуласчĕ инкене.
Кăмăлне унне уçасчĕ,
Мантăр йывăр инкекне.
 
Тĕлĕкри пек асра юлчĕ -
Пичче унăн асĕнче.
Ĕмĕрлĕх суран хăварчĕ,
Салтак арăм чĕринче!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 319 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çитмĕл пиллĕкре пыратăн,
Эс, Аркадий, çар çынни!
Хăв тумна типтер тытатăн,
Килĕшет сана çĕнни.
 
Çи-пуçра халь йăлтăраççĕ,
Çĕр-шыв панă медальсем!
Сăн-питри йĕрсем калаççĕ:
- Тивĕçлĕ наградăсем!
 
Тÿпере сахал-и вĕçнĕ?
Пулнă чăн ăста пилот.
Парашючĕпе те сикнĕ,-
Ахальтен-и, замполит!
 
Çар ĕçне аван эс пĕлнĕ,
Хастар пулнă салтакра!
Командир чинне те илнĕ,-
Подполковник – запасра!
 
Вăй хурса çарта тимлерĕн,
Тухрăн ĕнтĕ канăва.
Выççăлкăра эс тĕплентĕн,-
Аçу çавăрнă йăва.
 
Аçупа мухтанма тивĕç,-
Пултаруллă ал ăсти.
Пулнă ятлă-сумлă тимĕрç,-
Ункă шыв арман «хуçи».
 
Шур Шупашкарта вĕреннĕ,
Ăс-тăнне çивĕчлетме.
Аэроклуба çÿренĕ,
Пуçланă кунтах вĕçме.
 
Ачаран ĕçе вĕрентĕн,-
Кайăк-кĕшĕк – чун уççи!
Халĕ выльăх ĕрчететĕн,
Вĕсенчен пурах усси.
 
Ял-йышра сана ырлаççĕ:
 - Хывнă теççĕ ашшĕне!
Çамрăксем асран ямаççĕ,
Ыр сунаççĕ пиччĕшне.
 
Мухтанап санпа, тăванăм,
Ватăлма хăвна ан пар!
Мăнуксем утаççĕ çуммăн,
Йăх тымарĕ хавшак мар!
 
 Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕ,
                           2009 çул.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 297 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пăла шывĕ шав хăватлă,
Ешĕл хăвисем туратлă.
Путене тавраш ăратлă,
Чунĕсем вĕсен çунатлă.
 
Туçасем ĕçлеççĕ ырă,
Кашласа ларать тĕш тырă.
Çав ялта çуралтăн, Юра,
Çирĕп сывлăх патăр Турă..
 
Аслисем сана ăс пачĕç,
-Ăслă пул,- тесе каларĕç.
Аллă саккăр çул тултартăн,
Такăр çулпалах пыратăн.
 
Аслаçу сан Лариванччĕ,
Пултаруллă бригадирччĕ.
«Ĕç геройĕ» ята илчĕ,
Ылтăн çăлтăрлă та пулчĕ.
 
-Лариван Толийĕ,-тетчĕç,
Ялта ятлă-сумлă çынччĕ.
Аçуна ялан мухтатчĕç,
Ленин орденпе чысларĕç.
 
Путене йăхне çĕклерĕн,
Хăв та вăй хурсах тимлерĕн.
Виçĕ кĕнеке кăлартăн,
Ыр ятпа халь пурăнатăн.
 
 2010 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 311 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ мраморпа
Ăсталанă палăк халь умра.
Ялтăрать хĕвелĕн шевлипе,
Вăл упранĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
 
Героя ялан асра тытса,
Чыс тăваççĕ палăкне лартса.
Тус- тăванĕ тухрĕ уява,
Тивĕç Лариван çак мухтава!
 
Çитĕнтернĕ тыр-пул уй-хирте,
Ахальтен мар кăкăрĕ хитре!
Çĕр-шыв пачĕ Ылтăн Çăлтăрне,
Туçин чапа тухнă ывăлне.
 
Путене таврашĕ çак ялта,
Ал ĕçне тытсан ялан малта!
Туслă пурăнаççĕ ял-йышпа,
Юратса, çĕн ĕмĕт-шухăшпа.
 
- Путене таврашĕ, Лариван-
Тесе çырнă ылтăн шывĕпе.
Çамрăк ăру, нихăçан ан ман! -
Чунăма йăпаттăр илемпе!
    
    2010, çу уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 287 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ял-йышсем вăрçа ăсатрĕç
Вăй питти арçынсене.
Нимĕçе вĕсем тустарчĕç,
Шеллемерĕç хăйсене.
 
Куçмасем пăхса ÿстернĕ
Хăйсен пилĕк ывăлне.
Çитĕнтернĕ те çитернĕ
Хĕвел анăç чиккине.
 
Ялта паллă ал ăстиччĕ
Аслă ывăлĕ Йăван.
Иккĕмĕш – Антон ятличчĕ,
Агроном - çĕрпе пуян.
 
Таврара пурте пĕлетчĕç,
Захара – виççĕмĕшне.
Именкассине çÿретчĕ
Вĕрентме ачасене.
 
Шурă халатпа çÿретчĕ
Кĕçĕн ывăлĕ Хĕлип.
Сиплеме ăста пĕлетчĕ,
Çыпăçман нихçан та грипп.
 
Упине ĕçе утатчĕ
Çамрăк вăй питти ача.
Хăй ĕçне вăл юрататчĕ -
Астăвать ача-пăча.
 
- Çырура халь пĕлтеретĕп,
Аллă çухрăм Берлинтан.
Эп киле часах çитетĕп,
Салам йышăнăр манран.
 
Юлашки çыру çак пулчĕ,
Халĕ - ĕмĕрлĕх хыпар.
Медицина лейтенанчĕ
Пулчĕ пирĕншĕн – сăнар.
 
Амăшне пăхма килмерĕç,
Пуçне хучĕç вăрçăра.
Куçĕсем типме пĕлмерĕç
Ватă амăшĕн вара.
 
Йăван Яккăльч трактористчĕ
Сухаланă уй-хире.
Вăрçăра хастар танкистчĕ.
Паман канăç ирсĕре.
 
Тупăран персе çунтарнă
Вăл кĕтмен хăнасене.
Гусеницăпа тустарнă
Юлнă шăм-шаккисене!
 
Паттăр кÿршĕ килеймерĕ
Каялла, ÿснĕ яла.
Куçĕ мăшăрĕн типмерĕ.
Юлчĕ Ольга суккăра…
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 293 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz