Юнкун, 18.12.2024, 18:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 46-50
Страницăсем: « 1 2 ... 8 9 10 11 12 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Çитмĕл пиллĕк çул тултартăн,
Т(ă)рак енĕн хыпарçи.
Чыс, хисеп илме пултартăн,
Чăнахах «халăх тарçи».
 
Юратса сана вулаççĕ,
Мĕн пур ял ĕçченĕсем.
Хаваспах халь çырăнаççĕ,
Хăвăн çывăх тусусем.
 
Эх, епле вĕсем пит йышлă!
Мухтанатăн вĕсемпе.
Ĕçтешсем те, ав, сăпайлă,
Калаçаççĕ çынсемпе.
 
Конкурса та хутшăнатăн,
Çĕнтерÿçĕ - яланах!
Ăс-тăнпа малта пыратăн,
Ăнăçу сан пултăрах!
 
 2010 çулхи мартăн 6-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 280 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăван ялăм ыйха путнă,
Ĕçлесе ĕшеннипе.
Уйăх çутипеле утнă
Хуралçă тункăрмипе*.
 
Хурал тукмаккийĕ,- тетчĕç,
Çитнĕ вăл килтен-киле.
Пĕр ĕç кунĕпе чыслатчĕç,
Сыхă тăнăшăн çĕрле.
 
Яланах хурала тухнă,
Ÿркенсе, пăхса тăман.
Ачаран ĕçе юратнă,
Нихăçан алла усман.
 
Колхоз çурт-йĕрне сыхланă,
Сарăмсăр вут-кăвартан.
Халăх пурлăхне упранă,
Выçă вăрă-хурахран.
 
Ял ĕçченĕн хатĕр пулнă,
Шыв лахханĕ алăкра.
Хăйăрне те меллĕ хунă,-
Инкек тăтăр аякра.
 
Пурăннă ял-йышăм мирлĕ,
Вăрçăнса курман нихçан.
Çамрăк ăрăва вăл кирлĕ,-
Пурăнма пĕлсен аван.
 
Ваттисем пире вĕрентнĕ,
Пурнăçа тытса пыма.
Нушине тÿссе ирттернĕ,-
Манас марччĕ тав тума!
------------------------------------------
*Тункăрма – инкек-синкек пулнине систермелли хатĕр
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 274 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Хурал пÿрчĕ пурччĕ,
Пирĕн ялăн та.
Пушартан сыхлатчĕ,
Вăл кунран-куна!
 
Вĕт-шакăр çÿретчĕ,
Çак ăшă çурта.
Юмах юптаратчĕç
Ваттисем кунта.
 
Канмалли çурт пулнă,
Ял ĕçченĕсен.
Ал ĕçне те тунă,
Çакăнта вĕсем.
 
Йышлăн пухăнатчĕç,
Хăш чух çамрăксем.
Кил тĕлне манатчĕç,
Шуçăм киличчен.
 
Хĕл каçĕ иртетчĕ
Çулран-çул çапла.
Асăмра çеç юлчĕ,
Халь – юмах кăна.
 
Клуб е вулав çурчĕ -
Пирĕн ял курман.
Çук тек хурал пÿрчĕ -
Каймасть ман асран.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 279 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хамăн пулас мăшăрпа
Тĕл пултăмăр Питравра.
Пĕр-пĕрне килĕштерсе,
Пурăнатпăр пĕрлешсе.
 
Хăвăртах иртеç çулсем,
Çитĕнчĕç, ав, хĕрĕмсем.
Пурăнаççĕ çемйипе,
Савăнар мăнуксемпе.
 
Пĕркеленчĕç сăн-питсем,
Кĕмĕл çÿç пĕрчийĕсем.
Сакăр вуннăмĕш çулне
Турă пулăштăр çитме.
 
Çамрăк мар эпир текех,
Аслă хĕр те – кукамай.
Тусăм, эс чечек пекех,
Мухтанап санпа пĕрмай.
 
Турă çырни – хам çумрах,
Сывлăх çирĕп пултăрах!
Пулăшар пĕрне-пĕри,
Ĕмĕр вăрăм пултăр-и?
 
 2010 çулхи пуш уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 292 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Халь шăпăр-шăпăр çурĕ çумăр -
Сип-симĕс курăк тапранать.
Умрах тăрать-çке иртнĕ ĕмĕр,
Чуна ытла ыраттарать.
 
Курăк çинче вылянă, ÿснĕ,
Ача сăпки – куç умĕнче.
Атте-анне епле-ши тÿснĕ?
Пăтранчăк пулнă çут тĕнче.
 
Тăван аттеçĕм ÿснĕ тăлăх,
Асать пуç хунă вăрçăра.
Ĕçме-çиме пулман ун тулăх,
Иртмен яш ĕмĕр вăйăра.
 
Чун хавалне парса ĕçленĕ,
Кайра пырас темен çынран.
Хисеплеме çынна вĕрентнĕ,
Пепкисене мĕн ачаран.
 
Вăхăчĕпе юман та хăвăл,
Тек кăлармасть çулçисене.
Эпир çуралнă - хĕр, виç ывăл,
Хыçа хăварнă çулсене.
 
Сарă хĕвел тĕнче илемĕ,
Çĕр чăмăрне вăл ăшăтать.
Атте-анне пурнăç хĕлхемĕ,
Чун-чĕрене вут-хĕм сапать.
 
Кун-çул вĕçне çитсе пыратăп,
Пĕрле ялан юрри-ташши.
Эпĕ хамран мĕнех хăварăп?
Чи уçă кăмăл, чун ăшши.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 409 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz