Категорире миçе материал: 69 Миçе материал кăтартнă: 66-69 | Страницăсем: « 1 2 ... 12 13 14 |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Йӑмра ҫырми пирӗн ялта, Вырнаҫнӑ паллӑ вырӑнта. Ҫемен картийĕ
ҫуммипе, Юхса вӑл кӗнӗ Шетмӗне.
Уҫланкӑра, юнашарах, Ҫуртсем лартаҫҫӗ
Ҫеменсен. Ик ӗмӗртен кӑшт маларах, Никӗсленет ман Тӑван ен.
Шӑнкӑртатса
ҫырма юхать, Ямайсене шутлаттарать... Ҫеменсемпе пӗрле пулса, Тымарланаҫҫӗ ҫак ялта.
Ямайӑн йӑх тымаррине, Тӑван ял-йыш сан пӗлмелле. Кунран-куна архивсене,
Тивӗҫлӗ ячӗ ҫитмелле!
Ҫурт-йӗр
вырнаҫнӑ вырӑнсем, Паян куна та пур вӗсем. Эпир калатпӑр яланах: —Ҫемен, сан хуттӑрна,
тавах!
Карта тытса уничере, Ял-йыш сыхланӑ уй-хирне. Ҫырма хӗрне атте-анне,
Илемлӗ тытнӑ картине.
—Ӑҫта чӑваш, унта йӑмра, — Тесе калаҫҫӗ халӑхра. Йӑмра ҫырмийӗ
те вара, Вырӑн тупать ҫак сӑмахра.
|
Кашни ҫыннӑн
ӗмӗр вӗҫӗ пур, Пурӑннӑ чух курмастпӑр та ӑна. Ирттересчӗ пурнӑҫа сатур, Ҫĕр ҫинче, вӗт,
хӑнара кӑна.
Кулянатпӑр
телей ҫук тесе, Ҫын умне тухатпӑр именсе. Вӑхӑтсӑр каятпӑр ватӑлса, — Килӗшетпӗр
алӑпа сулса.
Хапсӑнаҫҫӗ хӑшӗсем мула, Пулӑшаймӗ вӗсене Мулла. Пурӑнасчӗ ҫӗр
ҫинче таса,
Асӑнтӑр ял-йышӑм
мухтаса!
Каҫ илемӗ—уйăх—хӑпарсан,
Кун пуҫламӑш — сар хӗвел — тухсан. Ҫын
телейлӗ—мӑшӑрпа пулсан, Куҫ тулли ачийӗсем ларсан!
Пурӑнатпӑр ҫӗр ҫинче пӗрре, Килес ҫук тек ҫаврӑнса тепре. Пурӑнар-и,
савӑнса пӗрле? Тӑвансемӗр, хамӑр ӗмӗре!
|
Хӗрарӑмсем
кунтӑк ҫакса Акнӑ тырра ҫуран утса. Пухнӑ ӑна алпа вырса, Юлман пучах уйра выртса.
Йӗтем ҫинчен
ҫерем касма, Каяттӑмӑр ҫӗр-шыв типсен. Уйра тыр-пул пулса ҫитсен, Лавпа пуҫланӑ
турттарма.
Йĕтем çине кĕлте пырсан, Ăна хуратчĕç капана.
Туса пыма арҫын ӗҫне, Ҫӑмӑл пулман ачасене.
Кайнӑ вӑрҫа вӑй питтисем, Капан тӑватчӗҫ мучисем. Сӗлӗ, ыраш,
тулӑ капань, — Пӗрре кӑна кунта пулман.
Кӗтӳ кайсассӑн
ирхине, Тухнӑ ял-йыш йӗтем ҫине. Ҫаппуҫҫипе авӑн ҫапма, Вӑхӑт пулман ача пӑхма.
Капан ҫинчи
кӗлтесене, Илсе хуратчӗҫ ҫӗр ҫине. Вӑй-хал хурса ҫаппуҫҫипе, Ҫапатчӗҫ авӑн кунӗпе.
Хӑшсем вара тӗшӗ тырра, Хунӑ хӗвел питне сарса. Кун тӑршшинче
типсе ҫитсен, Кӗнӗ пухса шырлӑх айне.
Варкӑш ҫилпе
сӑвӑрттарса, Тасатнӑ тырӑ имҫамран. Ҫавра ала ҫине ярса, Кӑларнӑ тырӑ тасатса.
Ҫав пурнӑҫа
аса илсен, Эп тӗлӗнетӗп вӗсенчен. Епле ҫитернӗ вӑй-халне?! Ӳстернӗ вӗт ачисене!
|
Эх, илемлӗ курӑнатчӗҫ Тӑван
ял урамӗсем. Ҫуркунне шап-шур ларатчӗҫ, Пахчари улмуҫҫисем.
Урамри ем-ешӗл курӑк, Ҫаран евӗр курӑнать. Вӑйӑра мӗн чухлӗ ҫамрӑк?..
Юмахри пек туйанать.
Ҫурӑлсан ҫӗмӗрт ҫеҫкийӗ, Вӑййа тухнӑ пикесем.
Ян! кайсан "Урам ҫеммийӗ", Пухӑннӑ яш-кӗрӗмсем!
Йӑлтӑр-йӑлтӑр Шетмӗ шывӗ: —Шӑнкӑр-шӑнкӑр
сас парать. Вӑйӑри илемлӗ шавӗ, Чунӑма савӑнтарать.
Вӑйӑ картине тӑрсассӑн, Савнине алран тытса. Эх, ташлаттӑмӑр хавассӑн!
Харӑссӑн ура тапса.
Купӑсне алран ямастчӗ, Шур Картиш каччи—Кирилл. Вӑйӑра ташлаттаратчӗ,
Ҫаврӑнаттӑмӑр "Кадриль".
Яланах пӗрле ташланӑ, Юратса ялти хӗрне!
Вӑй хурса ӗçре тарланӑ, Канӑҫа пĕлмен чӗре!
Ленька, Саньккӑ, Ваҫкӑ, Куҫкӑ,
Пулнӑ манӑн тантӑшсем. Халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫуккӑ, Асӑмра ялан вӗсем.
|
|