Шăматкун, 28.12.2024, 22:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Йăнăш илтнĕ сăмахсем. Пьеса. 1-мĕш пайĕ/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Вылякансем:
Ирина – 14 çулхи хĕр
Коля, Саша – пĕр класс ачисем
Слава – çĕнĕ вĕренекен
Лидия Владимировна – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Петр Максимович – физкультура вĕрентекен çамрăк учитель
Елизавета Максимовна – социаллă педагог
 
Çутă вĕренÿ класĕ. Учитель сĕтелĕ  çинче --  кĕнекесен купи. Çиелте – Çеçпĕл Мишши çырнă «Пурнăçпа вилĕм» сăвви.
Урока пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ. Ачасем класа васкавлăн кĕчĕç. Тупăшрĕç, калаçрĕç, кулкаларĕç. Тепĕр самантран алăка уçса учитель кĕчĕ.
 
 
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ырă кун пултăр, ачасем!
А ч а с е м: Сывлăх сунатăп.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а. Кам çук паян класра? (куçне çĕклесе пăхмасăрах ыйтрĕ учитель.)
К а т я. Матвеева Ирина тата Саша Петров.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ашшĕ-амăшĕ çук та ытла чăрсăрланса кайрĕ çав хĕр. Эсир те урока хатĕрленмесен ун пек анса ларатăр. Инçе юлмарĕ.
 
Алăк чĕриклетни илтĕнчĕ. Ку Ирина пулчĕ
 
И р и н а. Сывлăх сунатăп. Каçарăр тархасшăн. Иртсе ларма юрать-и?
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Юрамасть. Юрамасть, Ирина. Эсĕ хăçан урока вăхăтра килме пуçлатăн? Юлашки вăхăтра…(Класа Саша чупса кĕнипе калаçма чарăнчĕ вăл.)
С а ш а. Лидия Владимировна, иртсе ларма ирĕк парсамăр.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Иртсе лар, Саша, хăвăртрах.(Сашăна ирĕк панине илтсе Ира та хăйĕн парти патнелле утрĕ.) (Ирина çине тинкерсе пăхса) Эсĕ вара доска умне киле панă ĕçе хуравлама тух.
И р и н а. (шăппăн) Эпĕ паян хатĕр мар.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Лар эппин, «иккĕ».
И р и н а.  (сăмси айĕнче) Класа кĕнĕ-кĕменех «иккĕ»! Тен, йăнăш илтрĕм. (Шухăша путса ларнă хыççăн.) Мĕнле кун пулчĕ паян? Урокăн вĕçĕ те, хĕрри те çук тейĕн. Çаплах тăсăлать. Лидия Владимировна та пулин мана ăнланмасть. Ачасем вара çаплах хăйсене виççĕмĕш класри пек тытаççĕ.Вĕсене ихĕрсе çеç пултăр. Вĕсене лайăх. Тен,мана та пулăшма  пулать-и? Çу-ук, эпир юмахра мар-çке-ха…
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ачасем, эпир вара сирĕнпе паян Валентин Урташăн «Пурăнас килет» поэмине пăхса тухăпăр.
И р и н а. (хăй çеç илтмелле) Камăн пурăнас килмест. Пурин те пурăнас килет паллах.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Поэмăри тĕп сăнар—автор хăй. Унăн пурнăçĕ питĕ йывăр шăпаллă. Вутра çунса, шывра путса чĕрĕ юлнă çын вăл. 1941 çулта раштавра В.Урташ хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă.Вун çиччĕ тултаричченех, хăй çулне пысăклатса, аслисемпе пĕр ретре тăрса тăшмана хирĕç тухнă вăл.
Анне, эп вун çиччĕ тултартăм.
                                  Вун саккăра каяп ыран.
                                  Шинель тăхăнма та пултартăм,-
                                  Кама халь шинельсĕр куран?-
тесе сăвăланă 1941 çулта фронтран янă çырăвĕнче. Çапăçу хирĕнче мина айне пулса сулахай аллине, сылтăммин пÿрнисене, хăрăх куçне çухатнă. Çапла хуçăлса-ванса юлнă çамрăк çын вăрçă хыççăн хăйне ыттисем хушшинче питĕ кансĕр туйнă. Вăрçăран йывăр аманса таврăнсан та малалла пурăнма хăват тупнă. «Вилĕме юрăпа çĕнтернĕ паттăр,»- теççĕ ун пирки. Пĕр шутласан, вăл вăрçăра вилме те пултарнă.  
И р и н а. (сасăпах) Вилме? Кам вилме пултарнă?
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Палах, Валентин Урташ. (Ирина çине тĕлĕнсе пăхса малалла калаçма тытăнать.) «Пурăнас килет» поэмăн тĕп сăнарĕ аманса пĕтнĕскер малалла пурăнма хăват тупнă терĕмĕр. Шăпах сăввисенче Валентин Урташ пурнăç илемне тупнă.  (Ира тимлĕн итлеме тытăнать.) Юратнă хĕрĕ вăрçăран кĕтсе илме сăмах панăскер теприне качча тухнă.
                                       Эп ухсах, эп чăлах,
                                       Тахçанхи ват хусах,-
                                       Эп хусах пулнипе
                                       Пĕтес çук çут тĕнче,-
тет хăйĕн пирки Валентин Урташ.
И р и н а.  (килĕшмесĕр) Мĕн тума пурăнмалла-ха апла пулсан? Чирлĕ, айван çынсем мĕн тума кирлĕ? Ахаль асапланаççĕ çеç вĕсем. Ман шутпа, чирлĕ çынсен пурăнма та кирлĕ мар. Вилсен хуйăх та çук теççĕ. Çавах асапланса пурăнмалла пулман тĕп сăнарăн. Пĕччен çак çут тĕнчере. Вилсен хăйне те çăмăлрах пулĕччĕ.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а : (ларнă  çĕртен тăрса) Эсĕ тĕрĕсех шухăшламастăн пек туйăнать мана, Ирина.  Пурнăç вăл--чи хакли. Ăна Турă  кашни çынна парнеленĕ. Çавăнпа та ăна каялла илме пĕртен-пĕр унă çеç ирĕк пур. Хăй çине алă çĕклени ĕлĕкрен пысăк çылăх шутланнă. Ун пек çынсене масар çине те пытарман. Нарспиех аса илер-ха…Акă, 138 страницăна кĕнекĕрсене уçăр.
                                          Кантăр варта йăмраран
                                          Вилнĕ терĕç çакăнса.
                                          Вара вилнĕ вырăнтах
                                          Хучĕç ăна пытарса.
                                          Тăпри тавра шĕшкĕрен
                                          Çатан лартрĕç çавăрса.
 
      Пурнăçра, Ирина, чирлĕ çын та пысăк усă кÿме пултарать. Пурăнма, ытларах чухне, пурнăçа юратакансене çăмăл. Тĕп сăнар вара, чăн та, пĕччен тăрса юлнă. Кăна эсĕ тĕрĕс палăртрăн. Вăл тарăхуллăн, тÿрĕ, чăрсăр калаçнине, яланах чĕрĕ те хастар пулнине нумайăшĕ ăнланайман. Çапах та хăйĕн йывăрлăхĕсем çине пăхмасăр пурнăçпа киленме пĕлнĕ вăл. Чунĕнчен шăранса тухакан кашни сăввах чĕри  тĕпренчĕкĕ вырăнне хунă та вĕсем юрă пулса халăх патне çитнĕшĕн тем пекех хĕпĕртенĕ. Халăхшăн усăллă пулма пултарнă.
И р и н а. Манран сăвă çырасси пулмастех.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а. Мĕскер терĕн, Ирина? Ирина, эсĕ поэмăна килте тимлĕрех вуласа тухса ăнланма тăрăшсам.
 
   Шăнкăрав сасси. Шухăша путнă Ирина та ачасем хыççăн алăк еннелле утрĕ.                
 
Иккĕмĕш курăну.
 
 Иккĕмĕш курăнури ĕçсем учительсен пÿлĕмĕнче пулса иртеççĕ. Пÿлĕмре виçĕ-тватă учитель. Лидия Владимировна саккăрмĕш класс журналне илсе килсе вырăнне хурать.
 
Л и д и я В л а д и м и р о в на. Пĕлетĕр-и, мана паян саккăрмĕш класри Матвеева  питĕ тĕлĕнтерчĕ.
П е т р М а к с и м о в и ч. Мĕн пулчĕ тата? Ытти чухне вăл питĕ сăпайлă хĕрччĕ-çке.
Лидия Владимровна: Паян урокра вăл: «Вилсен çăмăлрах, вилсен нимле хуйăх та çук,»-терĕ. Поэмăри тĕп сăнарăн вилмеллех пулнă тет. Эпĕ тĕлĕннипе хытсах кайрăм. Шухăшне улăштарма тăрашрăм та…
П е т р М а к с и м о в и ч. Унăн çемйинче темскер пулман пуль те? Тен, ăна пулăшу кирлĕ.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Пĕлместĕп çав, ачасем умĕнче ыйтма аван мар пулчĕ.
Е л и з а в е т а  М а к с и м о в н а. Эпĕ те сăнатăп-ха ăна. Юлашки вăхăтра вăл хăйĕн шухăшĕсенче таçта вĕçет. Ялан манать. Вĕренме те пăрахрĕ. Ыттисенчен уйрăлсарах çÿрет.
П е т р  М а к с и м о в и ч. (чÿрече енче ларакан пукан çинчен тăрса) Ирина Матвеева вăл питĕ лайăх хĕр-çке-ха. Ман уроксенче, тĕслĕхрен, тăрăшать. Çапла калаçса ларнипе нимĕнпе те пулăшаймăн ăна. Тен, чăн та, пулăшу кирлĕ. Тĕрĕс калатăр, эпир кăна ахаль хăвараймастпăр. Килне кайса килер, асламăшĕпе, тус-тантăшĕсемпе калаçăр. Хăйĕнпе чуна уçса калаçса пăхсан та аван. Хĕр пĕрчин улшăнăвĕн сăлтавне тупма пулатех ман шутпа.
Е л и з а в е т а  М а к с и м о в н а. Тĕрĕс калатăр, Петр Максимович. Çапла тăвăпăр та, анчах кам килне кайĕ-ха. Манн пĕрре те вăхăт çук. Тепĕр эрнере кăшт пушалатăп çеç.
П ç т р  М а к с и м о в и ч. Кирлĕ пулсан хам та кайса килĕп. Халĕ вара ман каймалла. Ачасем кĕтеççĕ.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Эпĕ те сирĕнпе пыратăп. Пĕрле кайăпăр.
 
Петр Максимович учительсен пÿлĕмĕнчен тухса утать.
 
Е л и з а в е т а  М а к с и м о в н а. Мĕнле лайăх учитель пулчĕ та-ха. Ачасем те ăна юратаççĕ. Хăй те вĕсемпе чуне парса ĕçлет. Шкула килнĕ-килмен пĕр чĕлхе тупрĕ ачасемпе. Пысăк тăхтавра та ахаль лармасть. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тесе тăрăшать.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а. Çапла. Малтанхи учитель мар ĕнтĕ ку. Урок пĕтнĕ - киле каятчĕ вăл. Пĕр сехет те ытлашши лармастчĕ.Ачасем пур-и, çук-и, уншăн çавахчĕ.
Е л и з а в е т а М а к с и м о в н а. Хăй çамрăк, анчах кашни ачапа хăйне тытма пĕлет.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. «Советская Чувашия» конкурсра унăн ачисем виççĕмĕш тухни те нумай палăртать. Вăл киличчен пирĕн ачасем унпек конкурссенче вырăнсем йышăнайман-ха.
Е л и з а в е т а М а кс и м ов н а. Иринăна пулăшма та тÿрех килĕшрĕ ав. Хăйĕн пулас каччисене мĕнле юратĕ пуль…
Л и д и я Вл а д и м и р о в н а. Малтан çынни авлантăр-ха.
Е л и з а в е т а М а к с и м о в н а. Шăтăк шăрçа çĕртре выртмасть теççĕ. Ун пек çынсем йăваланса çÿремеççĕ. Ак кĕр мăнтăрĕпе, тен, туйне те кĕрлеттерĕпĕр.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а. Ирина улшăнăвĕн сăлтавне тупсан, ăна пулăшсан аван пулĕччĕ.
Е л и з а в е т а М а к с и м о в н а. Вăл çапли çаплах ĕнтĕ. Тем курса ларас марччĕ.
Ли д и я В л а д и м и р о в н а. Хальхи ача-пăчапа ăçтан мĕн кĕтмеллине пĕлместĕн. 
 
   Журналсене хул хушшине хĕстерсе урока тухса утаççĕ.
 
Виççĕмĕш курăну
 
   Пысăк тăхтав (виçĕ урок тухнă). Ачасем урама чупса тухаççĕ. Вĕсем пурте вăйă выляма тытăнаççĕ. Пĕчĕккисем скакалкăпа сикмелле ăмăртаççĕ, теприсем—так и такла (черталла),саккăрмĕшсем волейбола выляма хатĕрленсе тăраççĕ.
 
П е т р  М а к с и м о в и ч. ( саккăрмĕшсем патне пырса) Так, ачасем, паян мĕнле выльăпăр-ха?
 
   Ачасем ун патнелле пухăнаççĕ.
 
А р ç ы н  а ч а с е н  с а с с и. Волейбол
П е т р  М а к с и м о в и ч. Пурте килĕшеççĕ пулсан, атьăр выляр эппин. Вăл сире те пулăшĕ. Халĕ вара пĕр шеренгăна тăратпăр. Икĕ ушкăна пайланатпăр.
 
   Ачасем хавассăнах икĕ ушкăна пайланаççĕ.
 
1-мĕш пайĕн вĕçĕ
 
Авторĕ: Красноармейски районĕн
Пикшик вăтам шкулĕн
8-мĕш класĕнче вĕренекен
Ершова Наталия Юрьевна
 
Вĕрентекенĕ: чăваш чĕлхипе    литературине вĕрентекен
Тихонова Людмила Анатольевна
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.01.2010)
Миçе çын вуланă: 1039 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz