Шăматкун, 28.12.2024, 23:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Хĕвелпе, уйăхпа, эп калаçрăм çăлтăрпа. Калав/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Паян пирĕн пата класа природоведени вĕрентме Лилия Владимировна килчĕ. Луиза Петровна чирленĕ терĕç. 
-Пĕлетĕр-и, ачасем, эпĕ виç кун каялла çеç Тĕнче уçлăхĕнчи юлташран  электрон почтăпа çыру илтĕм, - терĕ вăл.
-Ну… - хăюсăррăн сăмах хушрĕ сарă çÿçлĕ, хыçалти парта хушшинче ларакан Оля.
Лилия Владимировна ачасене куçран тимлĕн сăнаса пăхрĕ те каласа пама тытăнчĕ:     
-Акă мĕн çырса пĕлтерчĕ мана çĕнĕ тусăм.
Ĕлĕк-авал, пин-пин ĕмĕр каялла Тĕнче уçлăхĕнче пĕлĕтсемпе çăлтăрсемсĕр пуçне нимĕн те пулман. Тачка та тĕттĕм, çутă та сапаланчăк пĕлĕтсем кунĕн-çĕрĕн хуçаланнă, унталла та кунталла тĕлли-паллисĕр шунă, çĕрлесерен çăлтăрсен вăййипе киленнĕ. Çăлтăрсем вара пĕтĕм тĕнчипе сапаланнă. Кашни çăлтăр машин фари евĕр çутатакан темиçешер пин куçсенчен тăнă. Вĕсем каç еннелле пĕрле пухăнса пĕр-пĕринчен хытăрах çутатмалла вылянă. Иккен, çав вăхăтра çăлтăрсен амăшĕ, Ама çăлтăр, Тĕттĕме хирĕç кĕрешнĕ, çавăнпа вăл хăйĕн ачисене йышлă çуратнă тата вĕсене çутă хăвачĕ парнеленĕ. Ара, уçлăха çутă парнелеме, Тĕттĕме çĕнтерме ĕмĕтленнĕ вăл. Ачисем амăшне чун-чĕререн хисепленĕ. Сĕмсĕр Тĕттĕме парăнтарас тĕллевпе унпа пĕрле пĕр шелсĕр çутатнă. Вăй-халĕ пĕтсе çитнĕ çăлтăрсем вара юлашки çутă пайăркисене çутатса çĕре ÿкнĕ. Ахальтен мар паянхи кун çăлтăр ÿкнине курсан: «Манăн çăлтăр тÿпере,»- теççĕ. Çăлтăр ÿкнĕ вăхăтра мĕн çинчен те пулин шухăшлама ĕлкĕрсен, çав ĕмĕт пурнăçланма пултарать тесе ĕненеççĕ çынсем.
-Лилия Владимировна, эпĕ çăлтăр ÿкнине пĕрре анчах курнă,- хăй шухăшне пытармарĕ Якку.
-Ан чăрмантар-ха эсĕ. Лилия Владимировна, çăлтăрĕсем вĕсем пурте ÿксе пĕтме пултараççĕ-шим? - кăсăкланчĕ пурне те пĕлме юратакан Петĕр. 
-Халĕ çук,- кĕске пулчĕ учитель хуравĕ. -Ун чухне вара, Ама Çăлтăрăн та вăйĕсем пĕтеççĕ. Вăл кĕç-вĕç ÿкес пек çÿç пĕрчи çинче тытăнса тăрать. Унăн пепкисем вара уçлăхра пĕччен юлĕç. Вĕсем пулăшу ыйтаççĕ. Мĕнпе пулăшма пултарĕç-ши çăлтăрсене пĕлĕтсем? Тĕрĕс, нимĕнпе те. Тĕттĕме пулăшсан çеç.
Çав вăхăтра:
 -Эх, Тĕттĕме çĕнтерекен пĕр пысăк вăйлă çăлтăр пуласчĕ! – Лилия Владимировна калаçăвне хутшăнчĕ ку таранччен сăмах чĕнмесĕр ларнă Мишша.
-Тен, пур та пулĕ ун пек çăлтăр, - иккĕленчĕ кÿрши.
-Эх, ачамсем, епле хăюллă эсир манăн! - калаçăва тăсрĕ Лилия Владимировна ачасене сăмах хăвачĕн авăрне путарса. -Çавна та ăнланмастăр иккен. Тĕттĕме çĕнтерекен çăлтăр тупăнсан эсир вилетĕр, эсир курăнми пулатăр. Шăпах Тĕттĕм сире пурнăç парнелет, - тăна кĕртме тăрăшрĕ ачисене Ама Çăлтăр.
-Эпир вилсен ыттисем пурăнĕç. Тен пурнăç тата илемлĕрех пулĕ,- амăшне хирĕçлеме пăхрĕ хăюлли.
-Эсир вара çав пурнăçшăн пуçа хума та хатĕр-и? – ыйтрĕ Ама Çăлтăр.
-Хатĕр!!! - мĕльюн саслăн хуравларĕç çăлтăрсем евĕр класри ачасем.
-Çав вăхăтра, - темле вăрттăнлăх каланă евĕр шăппăн каларĕ Лилия Владимировна, -Тĕнче уçлăхне çап-çутă вăйлă хум пырса çапать. Çăлтăрсем хăйсен вырăнĕнче тытăнса тăраймаççĕ пулĕ тенĕ – тытăнса тăрайнă тата, анчах Ама Çăлтăр каланă пекех, вĕсем курăнми пулаççĕ.   
-Ку - Хĕвел!- текех шăп ларма пултараймарăм эпĕ те.- Çăлтăрсен çутă ĕмĕчĕ Хĕвеле çуратать. Хĕвел вара Çут Тĕнчене килнишĕн хĕпĕртенипе пĕр шелсĕр çутине тăкать.
Пĕррехинче ĕшеннĕ пек пулнă хыççăн Хĕвел кăшт канса илме шутлать. Çав самантра, хăйĕн сăнне тĕкĕрте курнă евĕр, хăраса каять. Халĕ вăл пĕр пысăк çутă мар иккен, мĕльюн-мĕльюнĕпе çутатакан тĕрлĕ кĕтеслĕ, тĕрлĕ калăпăшлă ванчăксен сапаланчăк пуххи.
-Мĕн ку?—ыйтать тĕллĕннипе Хĕвел.
-Ку—манăн ачасем,- хуравлать Ама Çăлтăр. —Вĕсем сана çуратрĕç, хăйсен пурнăçне шеллемерĕç, амăшĕ чунне ăнланмарĕç…
-Вĕсем манпа пĕрле пурнаймаççĕ-им? –тĕпчет Хĕвел.
-Санăн вăйлă çутă хуму вĕсене мĕскĕнлетет. Вĕсем курăнми пулаççĕ. Вĕсем Тĕттĕме çĕнтерсе Çутă телейлĕ пурнăçшăн ĕмĕтленчĕç те… хăйсем…
-Вĕсен ĕмĕчĕ ырă,- мухтарĕ Хĕвел. -Ама Çăлтăр, вĕсем те, эпĕ те пĕр тĕллевпех пурăнатпăр иккен. Эпĕ вĕсене мĕнле пулăшмаллине пĕлетĕп.
Пĕр тăхтаса тăмасăр çăлтăрсем патне ыткăнасшăнччĕ - хăй вĕсемшĕн сиенлĕ пулнине аса илсен тăхтарĕ.
-Çăлтăрсемĕр, тавах сире!!! – çăлтăрсене илтмелле пуçне ухса тав турĕ Хĕвел. -Ан йĕрĕр. Эпĕ сире пулăшăп.
Çав самантра Тĕнче уçлăхĕнче Хĕвел пек тепĕр çавра пысăк çăлтăр курăнчĕ. Ку—Уйăх. Кăнтăрла Хĕвел хăйĕн çутă ăшшине парнелерĕ, каçпа—Уйăх хăйĕн çутă сулхăнне.
Хĕвелпе Уйăх малашне пĕрле пурăнма пуçларĕç. Вĕсем тăхăр ачана кун çути парнелерĕç. Вĕсем: Плутон, Нептун, Сатурн, Уран, Марс, Меркурий, Юпитер, Çĕр тата Венера.
Юпитер—чи аслă ывăлĕ пулнă май ялан ашшĕпе пĕрле тăрмашрĕ. Вĕсем иккĕ-шех тулти ĕçсене пурнăçларĕç. Халĕ хăй вăйĕпе ашшĕне те çĕнтерĕ вăл!
Меркурий вара кашни уçăлма тухмассерен кайăксене тăрантарать. Паян та амăшĕ панă çăкăр чĕллине килсĕр-çуртсăр тĕлли-паллисĕр вĕçсе çÿрекен кайăксене çитерсе ячĕ.
Уранпа Нептун вара—ялан пĕрле вылякан йĕкĕреш. Хальлĕхе пĕчĕккĕ пулсан та вĕсем хăйсем çуралнишĕн ашшĕпе амăшне тав тумаллине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Анчах тав сăмахне мĕнлерех йĕркелемеллине ăнланмаççĕ. Шăпах çавăн çинчен
пуçĕсене ватаççĕ.
Марс нихăçан та тунсăхламасть. Пĕрре пăхсан юрлать вăл, тепре пăхсан—ташлать.
Сатурн шăллĕсене тăхăнтартма пулăшать те ик савăнăçлă тăван урама выляма тухса чупать. Кайран вăл амăшне пулăшас тĕллевпе пÿртре тирпейлеме, турилккесене çуса тасатма пикенет. Унтан иккĕшĕ çемье валли тутлă апат пĕçереççĕ. Тата Сатурн ÿсен-тăран пăхса тăма кăмăллать.
Чи кĕçĕнни вара, кăтра пуçлă Плутон урама тухсанах йĕкĕрĕшсем патне васкать.
-Туссем, атьăр кăшманла выляр, - терĕ вăл пĕррехинче.
-Çук, эпир тытмалла вылятпăр. – кăшкăрчĕç лешсем.
-Апла пулсан эпĕ вылямастăп!- шарт та пат татса каларĕ Плутон.
-Вылямасан - ан выля. Сан ирĕк,- тытса чармарĕç ăна.
-Эпĕ киле каятăп, -тутине тăсса мăкăртатрĕ вăл.
Йĕкĕрешсем Плутон еннелле çаврăнса та пăхмарĕç, малалла хăйсем тĕллĕн вылярĕç. Лешĕ вара пĕр виç утăм тусанах йĕрсе ячĕ. Киле кĕрсен аслă пиччĕшне каласа пачĕ. Юпитер вара, паллах, Плутона вăл тĕрĕс мар шухăшланине ăнлантарчĕ.  
Çĕрпе Венера вара – Уйăхпа хĕвелĕн икĕ хĕрĕ вырăнне пулнă. Çĕр—ырă кăмăллă, пысăк хура куçлă. Венера - вăрăм çÿçлĕ, кăвак куçлă, чипер сăнлă. Хĕвелпе Уйăх ăна Римсен юрату тата илем туррине чысласа Венера ятлă хунă.
Çапла пурăнчĕ çак пысăк çемье. Мĕн кирлĕ тейĕн тата вĕсене?
Хĕвел кунĕпе çутатса тĕнчене ăшă парнелерĕ. Вăл ывăнсан, ун вырăнне, каçпа, Уйăх çутатма тухрĕ. Уйăхпа чухне вара çăлтăрсем икĕ хут вăйлăрах çутатрĕç.
-Эпир пурăнатпăр-ха,- терĕ пĕррехинче Хĕвел.- Тĕттĕме хирĕç кĕрешетпĕр. Анчах та мĕн усси? Эпир пурте çутă телейлĕ пурнăçшăн кĕрешетпĕр мар-и? +çта вăл? Хăçан çав кун çитет?
Уйăх пĕр вăхăт чĕнмерĕ, кайран сасартăк:
-Тен,  вăл пурнăçа пĕр-пĕр планета çинче йĕркелеме пулать? Анчах мĕнле?
Вĕсен калаçăвне Ама çăлтăр хутшăнчĕ.
-Эпĕ пулăшма плутаратăп. 9 ачăртан хăшĕ те пулсан килĕшсен эпĕ хирĕç мар.
Тепĕр кун Хĕвелпе Уйăх ачисене пĕр çĕре пухса кам хăйĕн уçлăхĕнче пурнăç çуратма хатĕр пулнине ыйтса пĕлчĕç.
-Эпĕ, эпĕ! Манăн ырă тăвас килет, усăллă пулас килет , - пĕр шухăшламасăр каларĕ Çĕр.
-Эсĕ?! Эсĕ, пирĕн йăваш та ырă кăмăллăскер, йывăрлăхсене мĕнле чăтăн-ши?-хĕрхенчĕ Уйăх.
-Эпĕ веçех чăтăп. Эпĕ Çĕрĕм çинче пурăнакансене телейлĕ тăвăп, - мăнаçлăн каларĕ Çĕр.
Ыттисем вара пурте саланса пĕтрĕç.
-Сирĕн хĕрĕр пысăк чунлă иккен. Ман шутпа, унăн юратăвĕ шăпах телейлĕ пурнăç тума пулăшĕ те. Пурнăçне çуратма  вара эпĕ хам ăна пулăшăп. Паллах, эсир хирĕç мар пулсан…- ыйтуллăн пăхрĕ Ама çăлтăр.
Уйăхпа Хĕвел пĕр-пĕрин çине пăхрĕç те пĕр шухăшлăн килĕшрĕç.
Уйăхпа Хĕвел тата Ама Çăлтăр пулăшнипе Çĕр хăйĕн уçлăхĕнче пурнăç çуратать. Унта кайăксем юрă шăрантараççĕ, тавраллах симĕс курăк ешерет, тĕрлĕ ÿсен-тăран, йывăç-курăк ăмăртмалла çитĕнет,  тĕрлĕ халăх çыннисем те пурăнаççĕ.
-Туссем, эпир те сирĕнпе шăпах Çĕр планетăмăр çинче пурăнатпăр. Эсир пĕлмен-и? Халĕ пĕлетĕр ĕнтĕ, - пуплевне вĕçлерĕ Лилия Владимировна.
Эпĕ ыйхăран вăраннă пек пултăм. Эп нимĕн те ăнланмарăм. Туйăнччĕ-шим вара? Халь çеç Хĕвелпе Уйăха, Ама çăлтăра курмаллипех куртăм-çке. Лилия Владимировнăн юлташĕ ыттисенчен вăрттăн курма пулăшмарĕ-ши мана? «Манран пурне те куракан пулмасть-ши?»-çиçĕм пек вĕçрĕ тепĕр шухăш.
Тăрăшсан пулать! Çапла пĕтĕмлетрĕм эпĕ. Паянхи куравпа кăмăллă юлнăскер, малашне çĕнĕ учителĕн космосри юлташĕпе мĕнле çыхăнăва тухмалли çинчен шухăшларăм. Лилия Владимировнăран пулăшу ыйтма та хатĕрччĕ, анчах чĕлхе çаврăнмарĕ. Эх, çав чĕлхене, кирлĕ мар çĕрте калаçма юратать-ха вăл. Кирлĕ çĕрте вара — çыхланать. Тĕрĕсех калать çав анне. Урокшăн тав туса тухса сĕнкĕлтетрĕм пÿлĕмрен.

Авторĕ: Красноармейски районĕн
Пикшик вăтам шкулĕн
8-мĕш класĕнче вĕренекен
Ершова Наталия Юрьевна
 
Вĕрентекенĕ: чăваш чĕлхипе    литературине вĕрентекен
Тихонова Людмила Анатольевна
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.01.2010)
Миçе çын вуланă: 335 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz