Шăматкун, 28.12.2024, 23:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Йăнăш илтнĕ сăмахсем. Пьеса. 2-мĕш пайĕ/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
П е т р  М а к с и м о в и ч. Командирсем, кунталла килетпĕр. Кам ман хăш алăра шăхлич выртнине пĕлет, çавсем пĕрремĕш пулаççĕ.
К о л я. Кунта (сулахай алла çапса каларĕ).
С а ш а. Сылтăмминче.
П ç т р  М а к с и м о в и ч.  Кольăсен команди пĕрремĕш пулать. Вăл тĕрĕс пĕлчĕ.
К о л я. (ачасене вырнаçтарса тăратса). Катя, эсĕ сетка патнерех тăр. Вася, шнурокна çых, кофту çаннисене тавăр. Вăл чăрмантарать сана. Пирĕн вара çĕнтермелле.
С а ш а. (хăйĕн ушкăнĕни тус-тантăшĕсене). Йĕркеллĕ выльăр.
 
   Вăйă пуçланчĕ. Саккăрмĕш класс ачисен сасси таврари шăплăха хупларĕ.        Ачасем хушшинче пĕр Ирина çеç курăнмарĕ. Вăл сак çинче ларчĕ.   
 
К о л я. (сак еннелле çаврăнса). Ирина, атя пирĕнпе выляма. 
И р и н а. Çук, ман выляссăм килмест. Сире вара ăнăçу сунатăп.
С а ш а. (йĕкĕлтесе). Хăйĕн физкультурăпа "пиллĕк" тата. Хăй вара нимĕн те тăвасшăн мар. Е сак çумне çыпçăнсах лартăн-им?
 
   Ачасем кулкаларĕç. Пĕр Коля çеç кулмарĕ. Ирина вара Сашăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Вăййа юратнă учитель иртттерни те унăн кăмăлне çĕклентермерĕ.
 
И р и н а. Эсĕ, пĕчĕкскер, кил кунта (шурă, пĕр пуçĕ çинче хура пăнчăллă кушак çурине чĕрçи çине лартса калаçрĕ). Сан кил-çурту çук-им? Эсĕ ман пекех телейсĕр ĕнтĕ. (Кушак çурийĕ мăрлатса Ирина çумнерех йăпшăнчĕ.) Ăнланатăп сана, манăн та атте-анне çук. Йывăр ун пек чухне пурăнма… Анчах та манăн юратнă асанне пур-çке. Вăл та мана ют курать, чăлха çыхма та вĕрентрĕ ак. (ăшшăн кулса). Эсĕ вара чăлха çăмхипе ытларах выляма юрататăн. Пĕлетĕп сана… (Пÿрнипе кушак çурине юнаса илнĕ пек тăвать. Кăшт тăхтасан). Аттепе аннене çухатсан питĕ йывăр пулчĕ. Пĕчĕк чухне мана: «Вĕсем тăвансем патне, аякка яланлăха пурăнма кайнă»,- тесе калатчĕç. Мана хăйсемпе мĕншĕн илменни тĕлĕнтеретчĕ. Халĕ эпĕ пысăк, пĕтĕмпех пĕлетĕп, ăнланатăп. (çĕр çинелле пăхса). Тăхăр çул каялла çывăхри ялта пÿрт çунса кайнă. Пурте тухнă, пĕр сакăр çулхи арçын ача çеç пÿртрех пытанса юлнă. Атте вара ахаль пăхса тăрайман. Вăл çунакан пÿрте кĕнĕ. Вырăн айне хăраса кĕрсе ларнă ачана йăтса тухнă вăл. Анчах…  Хăй питĕ хытă пиçсе кайнипе пульницăна çитичченех вилсе кайнă. Анне вара ăна питĕ хытă юратнă тет. Аттесĕр пурнăç курман тет вăл. Эпĕ пилĕк çулта чухнех … атте патне кайнă тет. Эпĕ анне сăнне кăштах çеç астăватăп. (Кушакĕ ăнланнă пек мăрлатать). Халĕ вара манăн та вĕсем патне кайма черет çитрĕ курăнать... Эпĕ те вĕсен хăраххиех ĕнтĕ, кун-çул вĕçне утса тухассăн туйăнмасть.
 
   Петр Максимович Иринăна куç илмесĕр тенĕ пек сăнарĕ. Юлашкинчен, ачасем вăййа кĕрсе кайнине сиссе, Ирина патне сак çине пырса ларчĕ.
 
П ет р  М а к с и м о в и ч. Ирина, мĕн пĕчченех ларатăн, тунсăхлатăн курнать.
И р и н а. (шухăша путнăскер). Çук, ман выляс килмест.
П е т р  М а к с и м о в и ч. (тĕлĕнсе). Кĕçех ачасем выляса пĕтереççĕ. Санпа нимĕн те пулман пуль-çке… Кушакпа калаçатăн. Маттур. Лайăх юлташ тупнă. Кушак итлеме пĕлет вăл.
И р и н а. (кушак çурине ачашлама чарăнмасăр, хавасланса). Çак самантра вăл  мана пуринчен те лайăхрах ăнланать пек туйăнать.
К о л я. Пçтр Максимович, Саша тĕрĕс мар вылять. Халĕ пирĕн пемелле.
П ç т р  М а к с и м о в и ч. Хăвăрах татса парăр.
С а ш а. (кăмăлсăррăн мечĕке Кольăна персе парать). На, тыт.
П е т р  М а к с и м о в и ч. Тепĕр эрнере тунти кун аслăрах классем хушшинче эстафета пулать. Эсĕ вара пирĕн шкулта спортпа туслисенчен пĕри. Тен, хутшăнатăн. Çĕнтерекенсене лайăх парнесем парса чыслаççĕ.
И р и н а. Парнесем?        
П е т р  М а к с и м о в и ч. Парнесем çав.
И р и н а. Эпĕ пĕлместĕп: те тунти кун пулаятăп ĕнтĕ эпĕ, те çук.
П е т р  М а к с и м о в и ч. Ăçта кайма шут тытнă вара эсĕ? Мана вăрттăн каламастăн-ши? Тен, ман та пырас санпа?
И р и н а. Эсир?.. Манпа?.. Ан васкăр. Курăр сире ачасем епле юратаççĕ. Эсир кунта, шкулта, кирлĕ.
П е т р  М а к с и м о в и ч. Тавта пуç, ырă сăмахусемшĕн. Ирина, сана та ачасем хисеплеççĕ. Эп те… (вылякансем патне пырса) Кĕçех урока шăнкăрав пулать. Çапла вара, Кольăн ушкăнĕ çĕнтерчĕ. Саламлатпăр.
 
Ачасем алă çупрĕç. Коля ушкăнĕ ур-ра! кăшкăрчĕ. Саша вара – кăмăлсăр.
 
П е т р  М а к с и м о в и ч. Мечĕке мана парăр. Пурте – урока! (ачасем шкулалла чуптарчĕç. Петр Максимович вĕсем хыççăн кăшкăрса юлать.) Алăрсене çума ан манăр!
К о л я. (Ирина çаплах сак çинче ларнине асăрхаса) Ирина! Урок пуçланать! Виталий Борисович кĕртмесен те пултарать вĕт.
И р и н а. Çиччас. Чупатăп. (кушака пĕрнипе юнанă евĕр) Эсĕ вара ниçта та ан кай. Манна çакăнтах кĕт.
 
Кушака сак çинче пĕчченех лартса хăварса шкулалла чупрĕ хĕр.
 
4-мĕш курăну
 
   Ĕçсем урамра пулса иртеççĕ.  Çуркунне.Çут çанталăк тарăн ыйхăран вăранма хатĕрленет. Тахçан нимрен шикленмен хĕр пĕрчи аслă çулпа утать.
 
И р и н а. Арçын ачасем аташса утаççĕ ав. Паллах ĕнтĕ, вĕсемшĕн ним хуйхи те çук. Пĕр кунпа çеç пурăнаççĕ вĕсем. Çуркунне ĕнтĕ, йывăçсем вара çаплах çеçкене ларман. Тем, кайăксем юрлани те илтĕнмест.
 
Ирина пĕве хĕрринчи, пуçне тайнă ватă йăмра патне пырса ларать.Çĕр муклашкисене пĕвенелле перкелет.
 
Юратнă вырăнсем, юлашки хутчен сирĕнпе тĕл пулатпăр пуль. Тепре тĕл пулассине ĕмĕтленме те пăрахрăм. Пĕр юратнă атте-аннепе тĕл пулма пултарни çеç савăнтарать. Вĕсене курманни… Тунсăхласах çитрĕм. Тинех пурте пĕрле пулатпăр. Вĕсем те кĕтеççĕ пулин.
С л а в а. (чупса çитнĕ каччă Ирина çумне пырса ларать, сывлăшне çавăрса илет.) Акă эсĕ ăçта. Эпĕ сана шыраса тăнран тухатăп пуль терĕм.
И р и н а. (пуçне çĕклесе). Салам, Слава. (вăтанчăклăн). Эсĕ вара мана мĕн тума шыратăн? (Слава чĕнменнине кура). Тен, сана пулăшу кирлĕ?..
С л а в а. Çу-ук, нимĕн те пулман. (кăшт тăхтаса) Ман сана курас килчĕ.
И р и н а. Ман та санпа калаçмалли пурччĕ.
С л а в а. Мĕн çинчен? (Ирина хуравлама васкаманнине кура). Сана асаннÿ çухатрĕ пуль…Киле ăсатса яма ирĕк парсам.
И р и н а. (килĕшсе).  Юрĕ, атя.
С л а в а. (çÿлелле хăпарма пулăшса). Тытăн манран. Сумкине те хама пар.
И р и н а. Санăн ĕçсем мĕнле?
С л а в а. Лайăхах: шкулта та, килте те. Санăн вара мĕнле?
И р и н а. Пурăнма пулать… (кăшт çеç илтмелле) хальлĕхе.
С л а в а. (Ирина ал лаппипе пичĕ çинчен куççульне шăлса илнине кура ыйтрĕ вăл.)  Эсĕ мĕн макăратăн-им? (хул пуççийĕнчен çупăрласа илсе). Мĕн пулчĕ? Каласа парсам.
И р и н а. Çук, нимĕн те пулман. Асанне калашле нуша хутаççи йĕртет пуль мана.
С л а в а. (ăнланмасăр). Мĕн тата вăл?
И р и н а. Кашни ача чунĕнче нуша хутаççи пур, çав макăртать те ĕнтĕ мана. Асанне ун пирки пĕчĕк чухнех каласа паратчĕ.
 
   Пĕр самант ачасем шăпăрт утрĕç. Çапах та Иринăн пичĕ çинче йĕпе вырăнсем çаплах палăраççĕ-ха. Вĕсем пĕр-пĕччен тăракан хурăн патне çитсе тăраççĕ. Ирина Славăран аяккарах пăрăнса тăрса. 
 
И р и н а. Нивушлĕ вилепех-ши? Нивушлĕ тухтăр суймарĕ-ши? Çук, пулма пултараймасть… Эпĕ пурăнма та ĕлкĕреймерĕм-çке-ха… Пулма та пултарать. Тен, тухтăр суйрĕ пуль. Ун мĕн тума суяс тата?.. Ăнланмастăп… Мĕнле вилеççĕ-ши тата ăна? Ыраттарать-ши? Шкула та каяймастăп, Славăпа та çÿрейместĕп, хамран йĕрĕнекен Полинăн сассине те илтейместĕп ĕнтĕ.
С л а в а. (Ирина еннелле çаврăнса). Чим-ха, Ирина! Чутах манса каяттăмччĕ вĕт.
И р и н а. (савăнçлăн курăнма тăрăшса). Мĕн пирки вăл?
С л а в а. Эпĕ сана хамăн çуралнă куна чĕнесшĕнччĕ. Вырсарни кун, пилĕк сехет валли килетĕн-и?
 
Ирина малтан куçне тартать, кайран йĕрсе те ярать. Слава нимĕн ăнланман пек  тăрать.
 
С л а в а. Ирина, мĕн пулнă санпа паян. Çумăр пĕлĕчĕсем хупăрласах илнĕ тейĕн сана.
И р и н а. (тек хăйĕнче йăтса çÿреме хал çитереймесĕр ĕсĕклесе). Тухтăр мана вилетĕн терĕ.
С л а в а. Мĕнле вилетĕн? Шÿтлетĕн-им?
И р и н а. Çук. Сан аçу, Владимир Иванович, эпĕ чирленĕ чух мана пăхма килкелетчĕ. Пĕррехинче сирĕн Лайкăна пирĕн пата илсе килчĕ. Эпĕ унпа вылянă çĕртех макăрса ячĕ те йытта илсе тухрĕ. Вара… Вара алăк хыçĕнче: «Вилетĕн ĕнтĕ, хĕрĕм, вилетĕн»,-терĕ. Кайран манпа сыв пуллашмасăрах тухса кайрĕ. Лайка манран чирлесе вилĕ терĕ пулас. Кала-ха: ма вилмелле вара ман?
  
Слава Ирина çине ытарасла пăхса кулса ячĕ. Ирина Слава чĕнменнипе ун çине куçран тилмĕрсе пăхать.
 
С л а в а. Атте… (Ирина çине ăшшăн пăхса). Атте Лайка çинчен каланă, сан çинчен мар. Пирĕн килте эпĕ пĕр ывăл пулнăран атте Лайкăна хĕрĕм тет. Лайкă  чирленĕ хыççăн пĕр самант сывалнă пек пулнăччĕ.Пурнаймарĕ. ăна чи лайăх ветеринар та сыватаймарĕ. Пуçпа пыр ыратнишĕн вара хальлĕхе никам та вилменччĕ-ха. Эсĕ вара темĕн те шутласа асапланатăн. (йăл кулса). Ира, сана куççулÿсене шалккă пулмарĕ-и вара?
И р и н а. Лайкăна шалккă.
С л а в а. Ирина, мĕншĕн-ха эсĕ тÿрех аттерен ыйтман?
И р и н а. Хăрарăм.
С л а в а. Ахальтен каламаççĕ иккен ваттисем: «Чăваш калаçма ÿркеннĕ...»
И р и н а. (Славăна пÿлсе) Эпĕ никампа та вăрçăнман.
С л а в а. Тепĕр чухне вăрçма та хатĕр пулмалла ав. Мĕнле калаççĕ халăхра: «Тавлашура-- тĕрĕслĕх».
И р и н а. (Славăна хирĕçлесе) Хăвăнтан аслă çынсемпе тавлашни вырăнлă мар.
С л а в а. Хăвна хăв асаплантарса çÿрени тĕрĕс-и тата?
И р и н а. Тĕрĕс мар.
 
Славăпа Ирина алла–аллăн тытăнса тухса каяççĕ.
 
Чаршав.

Авторĕ: Красноармейски районĕн
Пикшик вăтам шкулĕн
8-мĕш класĕнче вĕренекен
Ершова Наталия Юрьевна
 
Вĕрентекенĕ: чăваш чĕлхипе    литературине вĕрентекен
Тихонова Людмила Анатольевна

Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.01.2010)
Миçе çын вуланă: 706 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz