Уроксенче
ăс панине,
Ыр
кăмăлтан калаçнине,
Тĕрĕс
çул-йĕр кăтартнине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Çывăх
юлташ пек пулнине,
Ыр
тĕслĕх çеç кăтартнине,
Пирĕншĕн
çеç тăрăшнине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Куллен
пĕлÿ панисене,
Пур
енлĕн аталаннине,
Çитĕнÿсем
тунисене
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Йывăрлăха
çĕнтернине,
Пуçа усма хушманнине,
Ыр
кун-çул пилленине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Мăнаçланатпăр
вĕсемпе,
Хавхаланатпăр
вĕсемпе,
Хаклă
вĕрентекенсене
Эпир
манмастпăр ĕмĕрне.
Карина
Никитина, 8а класс, «Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи
– Михайлова З.П.
|