Хаваспах
шкула çÿретĕп.
Ма
тесессĕн ман унта
Пур
юратнă çын – учитель,
Пултаруллă
та ăста.
Савăнсах
класа кĕретĕп.
Ак,
учитель те кĕрет.
Тăрăшсах
эпĕ ĕçлетĕп –
Вăл
вĕт лайăх вĕрентет:
Калаçма,
тĕрĕс çырма та
Пит
илемлĕ вулама.
Тарăннăн
шухăшлама та
Шухăшăма
палăртма.
Ват
çынна хисеплеме те
Пурнăçра
ыр çын пулма,
Чăваш
чĕлхине пĕлме те –
Юратма
та упрама.
Çут
çанталăка курма та
Чечек
шăршине туйма.
Пур
чĕрĕ чуна савма та
Тăван
ене юратма.
Чунтанах
эп юрататăп
Хамăн
вĕрентекене.
Ăнăçу,
телей сунатăп,
Ăна
манмăп ĕмĕрне.
Александра Яковлева, 6б класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|