Учитель
маншăн çывăх çын,
Пĕлÿ
парать куллен пире.
Хавассăн
вăл кĕтсе илет,
Ыр
кăмăлпа пуçлать ире.
Кунран
кун пирĕнпе пĕрле
Утать
вăл ăс-тăн тĕнчинче.
Тав
тума çитмест сăмах –
Пуçа
таятăп умĕнче.
Учитель
манăн чĕрере –
Манассăм
çук нихçан Сире.
Чунтан
тавах Сире, тавах,
Усратăп
ĕмĕр асăмрах.
Ксения Григорьева, 8а класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|