Учитель вĕрентет пире,
Класа кĕрет кашни ирех.
Йăл кулă ун пичĕ çинче,
Хавхалану ун чĕринче.
Тирпейлĕ çипуçпа çÿрет,
Кĕлеткине тăп-тăп тытать,
Илемлĕ калаçма пĕлет,
Пур ыйтăва та хуравлать.
Куçпа пăхни те, çÿçĕ те,
Утти те,
ĕçĕ-хĕлĕ те –
Йăлтах илемлĕ те хитре,
Учитель сăнĕ – чĕрере.
Оксана Журавлева, 7б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|