Эп çуралнă ял вăл - Красноармейски, Пур сăлтавĕ мухтанмашкăн ман: Иртет ачалăх çулĕ çакăнта, Тăвансемĕр çунатланнă çак ялта.
Мăнаçланса ларать кунта ман пÿрт, Урамĕсем хитре те пит çап-çут. Тасалăхпа чуна манне çĕклет, Чĕре манăн уншăн хĕпĕртет.
Ман çуралнă ял, савнă ял, Эс тухатăн куç умне ялан. Санпа тусăм хĕпĕртет саркаланса, Кăкăрне çапать вăл хаваспа.
Стас Илларионов, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ, 5-а класс Ертÿçи - Михайлов В.М.
|