Ман
анне – вĕрентекен,
Иккĕмĕш
шкулта ĕçлет.
Тăрăшуллă
та ĕçчен –
Физкультура
вĕрентет.
Физкультура
предметне
Ача-пăча
юратать,
Кашниех
хăй сывлăхне
Çирĕплетме
тăрăшать.
Анне
манăн – ырă çын,
Ăнланать
те пулăшать,
Кашни
вĕренекенех
Хăй
ачи пек кăмăллать.
Ăмăртусене
кайсан
Çĕнтерттерме
тăрăшать.
Çĕнтерÿпе
таврăнсан
Анне
питĕ савăнать.
Унăн
ĕçĕ çăмăл мар,
Çавах
ăна килĕшет.
Сикме,
чупма, выляма…
Сывлăхлă
пулма хистет.
Ман
анне – вĕрентекен,
Питĕ
кирлĕ ĕç тăвать.
Кашни
шкул пĕтерекен
Ырăпа
çеç асăнать.
Аня Васильева, 7а класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|