Шăматкун, 11.01.2025, 18:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 336-340
Страницăсем: « 1 2 ... 66 67 68 69 70 ... 107 108 »

Паян кунĕ пит илемлĕ,
Парнене памашкăн меллĕ.
Кăмăл туса сана чунран,
Çыратăп сăвă хам ятран.

Сăн-пит çинче çиçет куллу,
Хаваслă туйăм вăратса.
Чунра сан ăшă кăмăлу,
Ĕçе тăватăн юратса.

Ача садне ĕçе çÿрен,
Вăхăт иртни те сисĕнмест.
Хăв ачуна ялан кĕтен,
Пĕрле чухне чун хĕпĕртет.

Пуçна усмастăн, чиперех!
Юрлан, ташлан эс, çамрăк пек.
Çапла пул ĕмĕр-ĕмĕрех!
Пурнăçу пултăр чечек пек!

Çуралнă кунĕ сан паян,
Алла тытам-ха эп баян.
Юрла, ташла эс, савăнтар,
Эс пулнă яланах патвар!

Нарăс уйăхĕ, 2009 çул.

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 295 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çăлтăр евĕр хĕр çуралчĕ,
Илчĕ амăш ытамне.
Эх, илемлĕ сăн-сăпачĕ!
Савăнтарчĕ ашшĕне.
 
Елчĕкре кун çути куртăн,
Теменькке кил-çуртĕнче.
Аллă çул кăçал тултартăн,
«Çеçпĕл» сачĕ йышĕнче.
 
Йышлă çемьере эс ÿснĕ,
Çиччĕмĕшĕ - вуннăран.
Йывăр самантсенче тÿснĕ,
Чун хавалĕ пулнăран!
 
Вĕренме ăс-тăн çитертĕн,
Илтрĕн аслă çын ятне.
Халь вăй-хал хурса тимлетĕн,
Юратса, ача садне!
 
Янкасра эсир тĕплентĕр,
Чун юратнă мăшăрпа.
Ывăлпа хĕр çитĕнтертĕр,
Турă патăр мăнука!
 
Ачаран эс пулнă çывăх,
Юрăпа та ташăпа.
Эп сунатăп çирĕп сывлăх
Пурăнма ял-йышăмпа!
 
        Нарăс уйăхĕ, 2009  çул
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 240 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пичетре вăй-хал хуратăн,
Вăтăр пилĕк çул таран.
Ятлă-сумлă ĕç тăватăн,
Çивĕч эсĕ ăс-тăнран.

Сăн илет район хаçачĕ,
Вулакан ăна пĕлет.
- Чăваш культурăн ĕçченĕ,-
Ята тивĕç пултăн эс.

Кулăш лаççинче тимлетĕн,
Шÿт туса çыран чылай.
Юрăсем, ав, кĕвĕлетĕн,
Мухтанап санпа пĕрмай.

«Вăййа тухрĕ сарă каччă»,-
Кĕвĕленĕччĕ пирвай.
Çирĕмрен халь иртрĕ шучĕ,-
Çырăн-ха тата нумай!

Пичетре кун çути курчĕç,
Сăвă-юрă пуххисем.
Малашне те вĕсем тухĕç -
Савăнтарĕç çĕннисем!

Нестер Янкаса та çывăх,
Лауреачĕ пулнăран.
Тур пани çумра сан - çынлăх,
Ыр ятпа эс пурăнан.

Хушма хушаматне илтĕн,
Халĕ эс – Иван Чураль.
Пуллине тытма вĕрентĕн.
Таврăнмастăн-çке ахаль.

Шахмăтла вылятăн тăнлă,
Çĕнтерÿçĕ - ахаль мар!
Хурт-хăмăрĕпе те туслă,-
Кăрчамийĕ кунĕ мар!

Çирĕп сан çемье тĕввийĕ.
Савăнан мăнуксемпе.
Янăрать юрри-кĕввийĕ
Тăвансем пухăннипе.

Утмăл çул сана кам парĕ?
Çăмăл шăм-шакпа çÿрен.
Юлташсем савса чысларĕç,
Юбилейĕ çитнĕрен!

Çу уйăхĕ, 2009 çул.

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 268 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

-Пыл тесе пÿрне чикместĕп,-
Тенĕ ĕлĕк халăхра.
Эп вара пылне çиеттĕм,
Халь вăл юлчĕ асăмра.
 
Колхозра утар та пурччĕ,
Ун хуçи – Ваçли Иванч.
Хăй ĕçне ăста пĕлетчĕ,
Илнĕ тупăш пит аван.
 
Сăпасра  пыл юхтаратчĕç,
Пулман эпир аякра.
Кум атте кăчăк! туртатчĕ -
Пыл карасĕ чашăкра!
 
Утара ялан çÿреттĕм,
Пулăшмашкăн аттене.
Çавăнтах  эп те вĕрентĕм,
Сиплеме хурт-хăмăрне.
 
Пахчана çулла тухсассăн,
Ас илеп иртнисене…
Кĕркунне сим-пыл татсассăн,
Хăналап пепкемсене.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 281 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çуркунне униче картинче,
Çĕмĕртсем шап-шурах çеçкере.
Эх, епле вăл хитре униче!
Тĕл пулсассăн кунта ик чĕре!

Шăпчăксем çулçăсем хушшинче
Шăратаççĕ çурхи кĕвĕсем.
Шурă çĕмĕрт çеçки айĕнче
Янăраççĕ хитре юрăсем.

Сĕрме купăс çĕклет кăмăла,
Савнă тусăм, кĕтетĕп сана.
Килĕшетĕп пулсассăн, кала –
Юрату шевлине халалла!

Ытарма çук çурхи илеме –
Тусăмсем тăхăнсан шÿлкеме.
Çамрăк чух эпир пурте хитре,
Çутă уйăх вылять сăн-питре!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 283 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz