Халь
шăпăр-шăпăр çурĕ çумăр -
Сип-симĕс
курăк тапранать.
Умрах
тăрать-çке иртнĕ ĕмĕр,
Чуна
ытла ыраттарать.
Курăк
çинче вылянă, ÿснĕ,
Ача
сăпки – куç умĕнче.
Атте-анне
епле-ши тÿснĕ?
Пăтранчăк
пулнă çут тĕнче.
Тăван
аттеçĕм ÿснĕ тăлăх,
Асать
пуç хунă вăрçăра.
Ĕçме-çиме
пулман ун тулăх,
Иртмен
яш ĕмĕр вăйăра.
Чун
хавалне парса ĕçленĕ,
Кайра
пырас темен çынран.
Хисеплеме
çынна вĕрентнĕ,
Пепкисене
мĕн ачаран.
Вăхăчĕпе
юман та хăвăл,
Тек
кăлармасть çулçисене.
Эпир
çуралнă - хĕр, виç ывăл,
Хыçа
хăварнă çулсене.
Сарă
хĕвел тĕнче илемĕ,
Çĕр
чăмăрне вăл ăшăтать.
Атте-анне
пурнăç хĕлхемĕ,
Чун-чĕрене
вут-хĕм сапать.
Кун-çул
вĕçне çитсе пыратăп,
Пĕрле
ялан юрри-ташши.
Эпĕ
хамран мĕнех хăварăп?
Чи
уçă кăмăл, чун ăшши.
|