Шăматкун, 11.01.2025, 23:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 316-320
Страницăсем: « 1 2 ... 62 63 64 65 66 ... 107 108 »

Сарă тĕс çапнă вăрман çумĕнчи уйра ура пуçĕ витĕнмелĕх ӳснĕ симĕс курăк çинче ĕне касăвĕ пăхатпăр. Ăшă. Çил çукпа пĕрех. Леререхре кӳршĕ ял ĕнисем çӳреççĕ. Вĕсене те пирешкелех касуçăсем пăхаççĕ. Куртăм-ха, вăрман хĕррипе хĕр-и, хĕрарăм-и уткаласа çӳретчĕ. Унччен те пулмарĕ, вăрмана янраттарса юрлани илтĕнсе кайрĕ:

Туйрăм чунăм çуннине
Вунçичче çитсен...

Чун чăтмарĕ. Ку илемлĕ сасă камăн пулма пултарнине çывăхранах курас килчĕ манăн. Йывăçсем хушшипе йăпшăнса, çулçине çурри таран тăкнă çӳллĕ шĕшкĕ тĕмĕ хыçне пырса пĕшкĕнтĕм. Çирĕм çулсенчи вăтам пӳ-силлĕ хĕре куртăм. Вăл çинçе хурăн çумне тайăнса тăнă. Пуçĕнче пысăк кĕрен чечеклĕ çĕрçĕн тутăр. Чĕкеç çуначĕ пек çӳхе хура куç харшисем айĕнчи çĕмĕрт куçĕсем тунсăхлăн таçта инçете тинкернĕ. Хĕр юрлама чарăнчĕ. Те хăйне ăшă пулнăран вăл фуфайка тӳмисене вĕçертрĕ, тутăрне салтса хулпуççи çине уртса ячĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм.
— Нина! Ĕнесем вăрмана кĕрсе кайрĕç! — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Эп часах! — терĕ те Нина, ман çумранах чупнă пек иртсе кайрĕ...
Чылай çул иртрĕ унтанпа. Эпĕ хула çынни пулса тăтăм. Хĕллехи кун каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ. Вăрман çулĕпе яла, анне патне, таврăнатăп. Малта, çул пăрăнчăкĕнче, хĕрарăм: «Айта! Айта!» — тенине илтрĕм. Эпĕ унта васкатрăм. Вутă тиенĕ çуна сулăнкăна кайнă та, лаша ăна ниепле те туртса илеймест.
— Çуррине пушатар, çуна кăштах çăмăллантăр, — терĕм хĕрарăма.
Вăл мана салтнă вĕрен вĕçне тыттарчĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм. «Нина, эсĕ-çке ку!» — теес килчĕ ăна.
Вăл пуçĕнчи мамăк тутăрне хăрах аллипе туртса тӳрлетрĕ. Куç харшисем пасарнă хăйĕн. Унăн çĕмĕрт куçĕсенчен тапса тухакан ăшă çумри сивве хăваласа янă пек туйăнчĕ мана...
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 306 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 30.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Илюшпа Кĕркури тахçанах туслашнă. Кирек хăçан та пĕр-пĕрне ĕçлеме пулăшаççĕ. Паян Илюшсем патĕнче нÿхреп çи юсарĕç. 
Канма ларсан, унталла-кунталла пăхкаласа, пăшăлтатса калаçрĕç. Çын илтесрен шикленме сăлтавĕ те пур-ха вĕсен. Иккĕшĕ те Куçма Иванчăн йĕкĕреш хĕрĕсене — Эльвирăпа Луизăна саваççĕ.
Çĕрккаç вăйă хыççăн Илюшпа Эльвира тăкăр-лăкпа кайрĕç. Кĕркурипе Луиза пĕве пуçĕпе утрĕç. Уй хĕрринчи Анюк карчăк автанĕ пĕр тапхăр авăтсан каччăсем хĕрĕсенчен вырăсла хапха умĕнче чуп туса уйрăлчĕç.
— Эльвирăпа иксĕмĕр мăшăрланатпăр, — кулкаларĕ Илюш.
— Эпир те Луизăпа заявлени пама калаçса татăлтăмăр, — тавăрчĕ Кĕркури.
Ĕç-пуç пуçтарсан каччăсем пÿрте кĕчĕç. Илюш амăшĕ, Кĕркури аппа, сĕтел çине пыллă кăрчама витри пырса лартрĕ.
— Ну, айта, пуçана! — терĕ Илюш тулли стакана тытса.
— Айта, пуçана! — терĕ Кĕркури те.
Кĕтерук аппа икĕ тус калаçнине итлесе ларчĕ те çемçен кулса илчĕ.
— Упине тытмасăрах тирне ан сĕвĕр-ха, — терĕ.
— Тытнăпа пĕрех! — терĕç пуçанасем, шаклатса ĕçсе.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 374 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эх, илемлĕ-çке сасси,
Савнă Тракăн, савнă енĕн юрăçин.
Итлĕрсем: Дубров юрлать –
Сарă кайăк юррине чарса тăнлать.
 
             Хушса юрламалли:
           Эс, юрла, тусăм, юрла,
           Савăнтарса çĕклемешкĕн кăмăла.
           Чунсене вĕçтер инçе,
           Çут тÿпенĕн тăррине çити илсе.
 
Хăвала эс ватлăха,
Сассупала йăпантарса халăха.
Ан сÿнтер чун çăлтăрне,
Ачаранах çÿлтен турă панине.
 
               Хушса юрламалли.
 
Юрă мар-и – чун уççи?           
Эсĕ вара, эсĕ вара  - ун хуçи!
Çыншăн юхтăр вĕри тар,
Пулĕ çакă, пулĕ çакă пархатар.
             
                Хушса юрламалли.
 
Мухтанатпăр чĕререн,
Сцена çинчен янкăс сассуна илтсен.
Ăнăçу та çут малаш
Хăв куратăн: халь сана сунать чăваш!
                
                  Хушса юрламалли.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 279 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нимĕч Алманчра çуралнă эс,-
Ку - çывăх та ăшă кĕтес.
Аçу-аннÿ пиллерĕ сывлăх,
Турă пани сан пулчĕ - çынлăх!
 
Тăван киле кайсах тăратăн,
Килне-çуртне типтер тытатăн.
Тус-тăванна асрах усратăн,
Пур кăмăлтан эс пулăшатăн.
 
Майреç таврашĕ - ĕçчен халăх,
Сăлтавĕ пур çав савăнмалăх.
Ванса тăмасть сирĕн хуçалăх,
Çынсем валли çитет сăпайлăх.
 
Пĕрре курсах эс килĕштертĕн,
Нурăс хĕрне, яла килсессĕн.
Хăв аллунтан тек вĕçертмерĕн,
Вăл çăлтăр пек илемлĕ терĕн.
 
Мăшăрпала туслă пурнатăр,
Ывăлсене  сума сăватăр.
Ура çине чипер тăратрăр,
Мăнукăр пуласса шанатăр.
 
Вăрăм кун-çул сана сунатпăр,
Уçă сассу ялан янратăр!
Нумай çул пурăн, эс, ан ватăл,
Телейлĕ кун-çулне Тур патăр.
 
     2009, чÿк уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 322 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эс çуралнă ял вăл - Шăхасан,
Пур сăлтавĕ мухтанмашкăн сан.
Иртрĕ ача çулĕ çакăнта,
Çеçпĕл çунат сарнă çак ялта.
 
Эс çуралнă ылтăн кĕркунне,
Сачĕ пулнă тулăх çимĕçпе.
Аçу татнă  сиплĕ сим-пылне,
Аннÿ пухнă улми-çырлине.
 
Эс çуралнă Валька килĕнче,
Музыка тĕнчин ытамĕнче.
Баянпа выляттăн ачаран,
Калама вĕрентĕн аçуран.
 
Аслă пĕлÿ илтĕн хулара,
Çемье тĕвĕлерĕн Т(ă)ракра.
Икĕ хĕрпе ывăлăр çумра,
Телее куратăр мăнукра.
 
Хăвăн талантна ăста туптан.
Ютшăнмастăн юрă-ташăран.
«Çеçпĕл» ача сачĕ йышĕнче,
Чĕрĕк ĕмĕр вăй-хална хуран.
 
Ырă çын пурăнать çĕр çулне,   
Çитрĕн эсĕ паян çуррине.
Патăр Турă сана сывлăхне,
Пурăнмашкăн тата аллăшне!
 
 2009 çул, юпа уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 317 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz