Шăматкун, 11.01.2025, 23:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 321-325
Страницăсем: « 1 2 ... 63 64 65 66 67 ... 107 108 »

Хăв çуралнă çуртра çитĕнме
Атте Турă паман пехилне.
Пурнăçри асапа çĕнтерме
Эс пултартăн тупма мехелне.
 
Пĕчĕкрен çич ютра çитĕнсе,
Телей тупрăн ĕçпе виçĕнсе.
Яланах хисепре хăв ĕçре,
Сан пекки урăх пур-ши тепре?
 
Вĕренсе тухрăн эс тухтăра,
Çынсене халь сиплетĕн ăста.
Çĕпĕрте, кăнтăрта, тухăçра,
Ыр ята тивĕç эс хăть ăçта!
 
Тухăçран кун çути кармашать,
Шурăм пуç сан сăнна çутатать.
Хĕр тути сар хĕвел пек кулать,
Чĕрере юрату çуралать.
 
Мăшăрпа пурăнатăр тату,
Юрату, чĕрере ырă ту!
Хĕр-пике çитĕнет чечек пек!
Пур енчен те вăл амăшĕ пек.
 
Çамрăк ĕмĕр юлать хыçала,
Çутă ĕмĕт хушать вăй-хала.
Турă çырнă мăшăрупала
Утăр ĕмĕр пĕрле малалла!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 261 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шетмĕ хĕрринче ларать Кăмакал,
Кун çути курнă савнă тăван ял.
75 çул тултартăн кăçал,
Анчах ăраскал эс куртăн сахал.
 
- Хуйхи-суйхине чăтса ирттерме,
Турă çырнă пуль?- тетчĕ анне.
Хăраххăн юлса пире ÿстерме,
Çитерчĕ тăнне тата вăй-халне.
 
Вăрçă çулĕсем амантрĕç пире,
Манăçми суран халь те чĕрере.
Çĕрĕк улмине çирĕмĕр чылай,
Анне куççульпе çăвăнчĕ самай.
 
Утрăн тинкерсе анне çулĕпе,
Вăрман ĕçĕнче пултăн хĕлĕпе.
Усмарăн пуçна, чăтрăн арçын пек,
Савăк пурăнан халь шăллусемпе.
 
Атте-анне пек хитре сăн-питрен,
Юрри-ташшипе хыврăн вĕсене.
Ĕçе çамрăклах кÿлĕнтĕн вара,
Килте пит сайра – ялан фермăра.
 
Пĕчĕкрен курса кун-çул хÿхĕмне,
Пĕлтĕмĕр эпир пурнăç техĕмне.
Мухтав чĕререн атте-аннене,
Манас çук нихçан эпир вĕсене.
 
Йыснапа пĕрле çемье çавăрсан,
Ÿсрĕç пĕр вартан тăватă пĕр тăван.
Мăнуксем те пур, пиллĕкĕн вĕсем,
Пирĕн несĕлсен йăх-тымарĕсем.
 
Тек нихçан ан кур тертне, нушине,
Турă ас тутăр  ĕлĕк курнине.
Сана малашне ыр пулăм сунса,
Калам ик сăмах: «Пурăн савăнса!»
      
2005 çулхи раштавăн 14-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Фольклорпа çула тухсассăн,
Эс пире вăй-хал паран.
Купăсна алла тытсассăн,
Халăха савăнтаран.
 
Юрă-ташăпа эс туслă,
Вăл пырать мĕн ачаран.
Пурнăç икерчи сан тутлă,
Турă пиллĕх панăран.
 
Сăмаха кивçен илместĕн,
Çивĕч эсĕ ăс-тăнран.
Йăх-яха тирен, йĕплетĕн,
Çунтаратăн хаçатра.
 
Чĕререн сума сăватпăр,
Хаклă тусăмăр, Тусли!
Сывлăхпа телей сунатпăр,
Пултăр сĕтел çи тулли!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 271 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Аллă пиллĕк çул тултартăн,
Пĕр сисмесĕр – туххăмрах.
Çемьере пĕр ача пултăн,
Çунатлантăн çич ютра.

Вĕренме ăс-тăн çитертĕн,
Пуç усмарăн пурпĕрех.
Халăх сывлăхшĕн тимлетĕн,
Маттур эсĕ чăннипех!

Медицина кандидачĕ,
Хисепре – Чăваш Енре!
Тăван халăх сана пачĕ -
Çак хисеп вăл ĕмĕре!

Пурнăçăн илемлĕ тĕсĕ,
Çунтăр саншăн ĕмĕрех!
Хăв ачушăн çăлтăр эсĕ,
Хĕм сапатăн, чĕререх!

Санпала эп мухтанатăп,
Эс тĕреклĕ юманран.
Пурăнма 100 çул сунатăп,
Хавшак мар вĕт сывлăхран!

2008 çул, çĕртме уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 295 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çирĕп-ха Çерушăн йăх-тымарĕ,
Яланах ем-ешĕл çеçкисем.
Хунав хыççăн çĕн хунав кăларĕ,
Маттур пулччăр унăн папкисем!

Юбилей паян сан, ырă çыннăм,
Кĕреке тулли, ав, хăнусем!
Ташă-çемĕпе пулам эп çуммăн,
Уççăн шăратар-ха юрăсем!
 
Шут ĕçне мĕн ачаран юратрăн,
Ку ĕçе пуçларăн райпора.
Чĕрĕк ĕмĕр халь газра тимлетĕн,
Куртăн сахал мар хура-шура.
 
Алран-ал тытса пĕрле утатăр,
Пурнăç çулĕ пултăрччĕ яка.
Мăшăрпа пĕр ывăла ÿстертĕр,
«Асанне» ята илтме паха!
 
Упи çĕрĕ эс çуралнă вырăн,
Чечек пек илемлĕ те хитре!
Çĕр çула çити эс, Люда, пурăн,
Йăл куллу ан сÿнтĕр сăн-питре!
 
  2008 çул, çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 306 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz