Сăввипе кĕвви
В. Рудниковăн
Эх,
илемлĕ-çке сасси,
Савнă
Тракăн, савнă енĕн юрăçин.
Итлĕрсем:
Дубров юрлать –
Сарă
кайăк юррине чарса тăнлать.
Хушса
юрламалли:
Эс, юрла, тусăм, юрла,
Савăнтарса çĕклемешкĕн кăмăла.
Чунсене вĕçтер инçе,
Çут тÿпенĕн тăррине çити илсе.
Хăвала
эс ватлăха,
Сассупала
йăпантарса халăха.
Ан
сÿнтер чун çăлтăрне,
Ачаранах
çÿлтен турă панине.
Хушса юрламалли.
Юрă
мар-и – чун уççи?
Эсĕ
вара, эсĕ вара - ун хуçи!
Çыншăн
юхтăр вĕри тар,
Пулĕ
çакă, пулĕ çакă пархатар.
Хушса юрламалли.
Мухтанатпăр
чĕререн,
Сцена
çинчен янкăс сассуна илтсен.
Ăнăçу
та çут малаш
Хăв
куратăн: халь сана сунать чăваш!
Хушса юрламалли.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |