Илюшпа Кĕркури тахçанах туслашнă. Кирек хăçан та пĕр-пĕрне ĕçлеме пулăшаççĕ. Паян Илюшсем патĕнче нÿхреп çи юсарĕç. Канма ларсан, унталла-кунталла пăхкаласа, пăшăлтатса калаçрĕç. Çын илтесрен шикленме сăлтавĕ те пур-ха вĕсен. Иккĕшĕ те Куçма Иванчăн йĕкĕреш хĕрĕсене — Эльвирăпа Луизăна саваççĕ. Çĕрккаç вăйă хыççăн Илюшпа Эльвира тăкăр-лăкпа кайрĕç. Кĕркурипе Луиза пĕве пуçĕпе утрĕç. Уй хĕрринчи Анюк карчăк автанĕ пĕр тапхăр авăтсан каччăсем хĕрĕсенчен вырăсла хапха умĕнче чуп туса уйрăлчĕç. — Эльвирăпа иксĕмĕр мăшăрланатпăр, — кулкаларĕ Илюш. — Эпир те Луизăпа заявлени пама калаçса татăлтăмăр, — тавăрчĕ Кĕркури. Ĕç-пуç пуçтарсан каччăсем пÿрте кĕчĕç. Илюш амăшĕ, Кĕркури аппа, сĕтел çине пыллă кăрчама витри пырса лартрĕ. — Ну, айта, пуçана! — терĕ Илюш тулли стакана тытса. — Айта, пуçана! — терĕ Кĕркури те. Кĕтерук аппа икĕ тус калаçнине итлесе ларчĕ те çемçен кулса илчĕ. — Упине тытмасăрах тирне ан сĕвĕр-ха, — терĕ. — Тытнăпа пĕрех! — терĕç пуçанасем, шаклатса ĕçсе.
|