Яков
Иванович Максимова
çуралнă
кун ячĕпе ырă сунса
Нимĕч
Алманчра çуралнă эс,-
Ку
- çывăх та ăшă кĕтес.
Аçу-аннÿ
пиллерĕ сывлăх,
Турă
пани сан пулчĕ - çынлăх!
Тăван
киле кайсах тăратăн,
Килне-çуртне
типтер тытатăн.
Тус-тăванна
асрах усратăн,
Пур
кăмăлтан эс пулăшатăн.
Майреç
таврашĕ - ĕçчен халăх,
Сăлтавĕ
пур çав савăнмалăх.
Ванса
тăмасть сирĕн хуçалăх,
Çынсем
валли çитет сăпайлăх.
Пĕрре
курсах эс килĕштертĕн,
Нурăс
хĕрне, яла килсессĕн.
Хăв
аллунтан тек вĕçертмерĕн,
Вăл
çăлтăр пек илемлĕ терĕн.
Мăшăрпала
туслă пурнатăр,
Ывăлсене сума сăватăр.
Ура
çине чипер тăратрăр,
Мăнукăр
пуласса шанатăр.
Вăрăм
кун-çул сана сунатпăр,
Уçă
сассу ялан янратăр!
Нумай
çул пурăн, эс, ан ватăл,
Телейлĕ
кун-çулне Тур патăр.
2009, чÿк уйăхĕ.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |