Пирĕн кил уй хапхи çумĕнче. Те çавăнпа çумĕнчи карта урлă кармашнă лаштра çĕмĕрт айĕнчи тăрăхла сак çынсăр тунсăхламасть. Каç кӳлĕм кунта кĕтӳ кĕтсе илме хамăр урамсем кăна мар, тури урамсем те пуçтарăнаççĕ. Эй, тем сăмах та илтетĕн вара! — Тахçанхи çăлах ку, терĕ сăмах çавăрма пĕлĕкен Куçма Иванч урам хушшинчи тараса витриллĕ çăл çине кăтартса. — Ун чухне участковăй милиционер Вăтакас çынниччĕ. Пимен Михалч. Çулла. Шăрăх. Хайхискер пушара хирĕç кĕрешекенсемпе пĕрле ял çыннисем катка-пичкепе шыв тытнипе тытманнине килсеренех тĕрĕслесе çӳрерĕ. Тараса витринчен шыв ĕçнĕ чух çакăн картусĕ хывăнса çăла ӳкрĕ. Пакурпа та хăтланса пăхрĕç, картуса ниепле те çăлтан илеймерĕç. Çакна курсан, урамра каска çинче чĕлĕм паклаттарса ларакан Ваçли Ефимчă чунĕ чăтмарĕ. Вăр-çăран çур ура лаппине çухатса килнĕскер, киле уксахласа кĕчĕ те вăрăм сӳс вĕрен илсе тухрĕ. — Мана Гитлер вăрçăра вĕлереймерĕ. Эпĕ кунта та вилес çук, терĕ вăл çăл ани тавра тăракансене. Хăйне картус илме урисенчен вĕренпе çыхса çăла кутăн яма хушрĕ. Куçма Иванча каласа пĕтерме памарĕç, темиçен те: — Илчĕ-и вара картуса? — тесе ыйтрĕç. — Илчĕ, — хуравларĕ Куçма Иванч...
— Кĕрсе çывăр. Кĕрӳсем ыран утă çулма каяççĕ. Ирех тăмалла, — терĕ мана арăм, лаç умĕнче кашăк-чашăк çăваканскер. Тулли уйăх. Çăлтăрсем... Эпĕ вĕсем çине пăхса пăлтăр пусми çинче Розăна аса илсе лартăм. Розăпа эпир кӳршĕллĕ районсенчен. Вăтам шкулта вĕреннĕ чух вĕсен класĕпе пирĕн класс пĕрле тĕлпулу каçĕ ирттернĕччĕ. Пире, арçын ачасене, хĕрачасем çумне лартрĕç. Манăн йĕкĕр çырă çивĕтлĕ, каçăр сăмсаллă, утмăл турат пек кăвак куçлă Роза çумне ларма тиврĕ. Каярахпа эпир пĕр-пĕрин патне именчĕк çырусем те çӳретме пуçларăмăр. Ĕмĕтсем пĕр еннелле вĕçрĕç — иксĕмĕр те пединститута вĕренме кĕтĕмĕр. Хĕллехи каçсенче те Розăпа урамра сăмса тăррине сивĕ çатăр чĕпĕтичченех çӳреттĕмĕр. — Шупашкарта Алтăр çăлтăр кун пек курăнать. Пирĕн ялта кун пек мар. Сирĕн ялта мĕнле? — терĕ Роза тӳпенелле пăхса. Иксĕмĕр те ахăлтатса кулса ятăмăр. Роза хирĕçлемерĕ, эпĕ ăна пĕрремĕш хут ыталаса хыттăн чуптурăм. Вăл каçхине те тăрă тӳпере тулли уйăхпа çутă çăлтăрсем пурччĕ. Роза пĕрре ман çине, тепре вĕсем çине пăхса илсе кăмăллăн юрласа ячĕ: Эсĕ уйăх пулсан, Эпĕ çăлтăр пулам... Пурăнан пурăнăç пăрăнчăксăр пулмасть. Роза та çăлтăр пулаймарĕ, эпĕ те уйăх пулаймарăм. Ытла та ш
Юр çине-çинех хуçаланать кăçал. Ĕнер кăна-ха кил хушшине хырса тасатрĕ Василий. Урама, çырма хĕррине пĕр вăтăр ванна ытла туртрĕ. Халĕ тухса кĕме кăмăллă кил-çурта. Çуртпа хуралтăсен тăрринче те юр купи... ăна çанталăк ăшăтсан сĕтĕрĕп-ха урамалла... Каç пулттипе кăмака хутса ячĕ. Эх, хурăн вутти самаях ăшăтать çав çурта. Хĕрÿлĕхĕ йăмрапа çăкаран вăйлăрах. Вĕри чейпе сипленчĕ çапла. Тураса типĕтнĕ пан улмирен хатĕрленĕскер ăша та пымасть. Улмуççисем йышлă-ха унăн. Хурлăханĕ те тĕрлĕрен. Вĕсенчен хатĕрленĕ чейĕ те сиплĕ... Çапла шухăша кайнă самантра тăруках кĕсье телефонĕ сас пачĕ. — Итлетĕп, — кăмăллăн хăлха патне илсе пычĕ ăна Василий. — Кампа калаçатăп? — Василий, Василек, эсир пултăр-и? — çепĕç сасă тăруках вăратрĕ ăна. — Сире курманни... — Тăхта-ха, тăхта... Уйăраймарăм... — ÿслĕке хырчĕ Василий. — Паллаштарăр-ха эппин... Çак сăмахсене çеç калама ĕлкĕрчĕ телефонри çепĕç сасă тăруках çĕтрĕ. Кам пулчĕ-ши ку? Ара номерне пăхса илем-ха эппин... — Василек, сассу кăштах улшăннă санăн. Манăн вара ĕлĕкхиллех таса та уçă... — каллех çепĕç сасă тыткăнларĕ арçынна. — Мĕн хăвăртах мантăн-и? Утмăлалла çывхаракан арçын пĕр-пĕчченех килте. Урама тăрăхла йывăç çуртăн ытамĕнче Василий. Пĕр-пĕчченех мар-ха вăл. Арăмĕ те çумра пур. Халь канмалли куна кÿршĕллĕ яла кайнă. Тăван аккăшĕ пурăнать-ха çавăнта. Сакăр теçетке урлă каçнă та хутран-ситрен чир-чĕр пăркăчласшăн-мĕн. Йăмăкĕ вара çуралнă килне çул çухатмасть.
Петĕр нихăçан та сунар ĕçĕпе кăсăкланман. Çавна май сунар йыттине те усраман вăл. Пĕррехинче унăн килне вăрăм ураллă, çинçе пилĕклĕ çулталăксенчи вĕшле пырса явăçать. Чăвашсем мĕн авалтанпах кил-çурта йытă пырса кĕрсен ырра тенĕ. Халăх каланине тĕпе хурса Петĕр вăрăм сăмсаллă йытта тăрантарать, хăйĕн патне хăнăхтарать. Çитменнине йытти питĕ кăмăллă, çынсем çине тапăнманни курăнать. Шикленсе Петĕр ăна пурпĕрех сăнчăра лартать. Хăй механизатор пулнă май ăна вăл çăвĕпех тĕрлĕ ĕç тунă çĕре уя илсе çÿрет. "Беларусь" трактор алăкне уçсанах йытă юнашар кĕрсе ларать. Сисмесĕрех кĕрхи кунсем çывхараççĕ. Йытă самай тĕрекленет. Чупасса вара тĕлĕнмелле хăвăрт чупать. Акă юпа уйăхĕ те кантăкран шаккать. Кун кĕскелнĕ май ял кĕтĕвĕ çытармаран таврăннине сисмен Петĕр. Васкавлăн урама тухса пÿрт умĕнчи ĕнипе сурăххисене кил хушшине кĕртсе хупать. Пахчана тухса пăхать те çĕр улми кăларнă лаптăка акса хăварнă ыраш калчи çинче сурăхсем çÿренине асăрхать. "Чим-ха, ку сурăхсене вĕшлепе хăратмалла" пырса кĕрет шухăш. Сăнчăрти йытта вĕçертет те Петĕр анкартине илсе тухса сурăхсем çине ĕслесе ярать. Йытта курнă сурăхсем вырăнтан хускалаççĕ, вĕшле те вĕсем хыççăн. Пуçланать вара ахăр самана. Халĕ ни сурăххисем, ни вĕшли çук. Петĕр васкавлă урама чупса тухать. Пурнăç çыннине темĕн те кирлĕ. Пÿрт умне вăл виçĕ метр тăршшĕ ăвăсран чус хăма çуртарса виç кĕтеслĕх туса типме купаласа хунăччĕ. Акă ĕнтĕ пахчаран çухалнă сурăхсем Петĕр килĕ умнелле вирхĕнсе анаççĕ. Хыçалта — вĕшле. Чи малта пыракан сурăх купаланă хăман кĕтессине аяккипе пырса çапăнать. Пысăк хăвăртлăх пулнăран сурăх тирĕ çурăлса каять, хырăмĕ йăтăнса тухать. Петĕр хĕрсе кайнă вĕшлене нушаланса тытса сăнчăра лартать. Халĕ ĕнтĕ вилмеллех суранланнă сурăха тирпейлемелле. Çак ĕçе туса пĕтерсенех сурăх хуçи тупăнать. Сурăх хуçи Петĕртен пилĕк кил урлă пурăнакан Васса кинемин пулнă. Вассан кил умĕнчи пахчан карти хавшак пулнăран сурăххисем анкартине кĕрсе кайма пултарнă иккен.
Раштав уйăхĕ вĕçленсе пырать пулсан та çанталăк кăмăллă. Тавралăх шап-шурă юрпа витĕннĕ, сивĕсем çыртсах каймаççĕ-ха. Ĕç кунĕ пуçланнипе пĕрлех "Çăлтăр" хуçалăх ертÿçи Павел Иванчă "Волга" автомашина шоферне чĕнет те Шупашкара каясси çинчен пĕлтерет. — Тепĕр çирĕм минутран кĕске планерка ирттернĕ хыççăн тухатăп, урхамах хатĕр пултăр, — тет. Михал Ваççин урхамахĕ яланах хатĕр. Иртнĕ кун ĕç вĕçленсенех вăл ăна "апатлантарнă", çуса тасатнă — çула тухмалла кăна. Гаража кĕрсе урхамаха пăхса çаврăнать те вăл, тапратса кантур умне пырса лартать. Кантăккипе капотне тусантан шăлса тасатать, ураписене тĕрĕслет. Çав вăхăтрах ял енчен Çтаппан Микулайĕ килни курăнса каять. Машин патне çитнипе пĕрлех вăл Ваççаран ăçта каяссине ыйтса пĕлет. — Шупашкара çитмелле терĕ-ха хуçа, — хыпарлать Ваççа. Çакă çеç кирлĕ пулнă Микулая. — Тăхта, тархасшăн, пĕр 7—8 минут, эпĕ çиччас киле кучченеç патне чупса кайса килетĕп, — тесе ялалла вĕçтерет. Мĕн кучченеçĕ йăтса килет-ха ĕнтĕ ку? Хула тăрăх кучченеç валеçсе çÿремелле-и тата манăн, мăртлатса илет хăй.