Вырсарникун, 12.01.2025, 02:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Алăсăр Нина
Сарă тĕс çапнă вăрман çумĕнчи уйра ура пуçĕ витĕнмелĕх ӳснĕ симĕс курăк çинче ĕне касăвĕ пăхатпăр. Ăшă. Çил çукпа пĕрех. Леререхре кӳршĕ ял ĕнисем çӳреççĕ. Вĕсене те пирешкелех касуçăсем пăхаççĕ. Куртăм-ха, вăрман хĕррипе хĕр-и, хĕрарăм-и уткаласа çӳретчĕ. Унччен те пулмарĕ, вăрмана янраттарса юрлани илтĕнсе кайрĕ:

Туйрăм чунăм çуннине
Вунçичче çитсен...

Чун чăтмарĕ. Ку илемлĕ сасă камăн пулма пултарнине çывăхранах курас килчĕ манăн. Йывăçсем хушшипе йăпшăнса, çулçине çурри таран тăкнă çӳллĕ шĕшкĕ тĕмĕ хыçне пырса пĕшкĕнтĕм. Çирĕм çулсенчи вăтам пӳ-силлĕ хĕре куртăм. Вăл çинçе хурăн çумне тайăнса тăнă. Пуçĕнче пысăк кĕрен чечеклĕ çĕрçĕн тутăр. Чĕкеç çуначĕ пек çӳхе хура куç харшисем айĕнчи çĕмĕрт куçĕсем тунсăхлăн таçта инçете тинкернĕ. Хĕр юрлама чарăнчĕ. Те хăйне ăшă пулнăран вăл фуфайка тӳмисене вĕçертрĕ, тутăрне салтса хулпуççи çине уртса ячĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм.
— Нина! Ĕнесем вăрмана кĕрсе кайрĕç! — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Эп часах! — терĕ те Нина, ман çумранах чупнă пек иртсе кайрĕ...
Чылай çул иртрĕ унтанпа. Эпĕ хула çынни пулса тăтăм. Хĕллехи кун каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ. Вăрман çулĕпе яла, анне патне, таврăнатăп. Малта, çул пăрăнчăкĕнче, хĕрарăм: «Айта! Айта!» — тенине илтрĕм. Эпĕ унта васкатрăм. Вутă тиенĕ çуна сулăнкăна кайнă та, лаша ăна ниепле те туртса илеймест.
— Çуррине пушатар, çуна кăштах çăмăллантăр, — терĕм хĕрарăма.
Вăл мана салтнă вĕрен вĕçне тыттарчĕ. Эпĕ унăн хăрах алли çуккине асăрхарăм. «Нина, эсĕ-çке ку!» — теес килчĕ ăна.
Вăл пуçĕнчи мамăк тутăрне хăрах аллипе туртса тӳрлетрĕ. Куç харшисем пасарнă хăйĕн. Унăн çĕмĕрт куçĕсенчен тапса тухакан ăшă çумри сивве хăваласа янă пек туйăнчĕ мана...
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (30.01.2011) | Автор: Николай Карай
Миçе çын вуланă: 307 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz