— Темле хĕрарăм-çке, — тарăхсах каларĕ Никантăр арăмĕ, юнашар утса пыраканскер. — Мĕн тата?— ăнланмасăр ыйтрăм эпĕ. — Мĕнĕ качки... — терĕ вăл. Унтан çăвара шыв сыпнă пек пулчĕ. Акă мĕн, сăмах хăйсен урамĕнче пурăнакан Унтрюш арăмĕ çинчен пычĕ. Унтрюш арăмне, Лисука, турă хĕрарăм илемлĕхне тăкăнса тăмаллăхах панă. Сăнĕ-пуçĕпе, утти-тăррипе кирек хăш çулхи арçын чунне те вырăнтан хускатмалла. Хускатрĕ те! Пĕр кун Лисук урампа иртсе пыратчĕ. Никантăр ун çине урам алăкĕ çинчи шăтăкран куç илмесĕр пăхса тăчĕ. Çакна арăмĕ асăрхарĕ. Пуçланчĕ килте çавра çил çавăрттарма! Лисук вырăнĕнче тепри пулсан, хăнт та тăвас çук. Лисук çапах хăйне телейсĕр пек туять. "Унтрюш та ăна пула кăмăлсăр çÿрет. Ывăл ача кирлĕччĕ те... Арăмĕ умлăн-хыçлăн хĕр ача çуратрĕ”. Лисука такам: "Аякран тупмалла”, — тенĕччĕ. Тарăн шухăша янăччĕ ку ăна. Шавлăн кĕтсе илсе шавлăн ăсатрĕç тури кассем мăн куна. Хут купăс каласах килтен киле çÿрерĕç. Лисук тăхлачисем патĕнче ташларĕ-ташларĕ те, ура тапса купăс калакан Михаç умне пырса тăпăртатрĕ. Иккĕшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç... Унччен тĕл пулнă-и, тĕл пулман-и Михаçпа Лисук — вĕсен вăрттăн юратăвĕ çинчен никам та пĕлес çукчĕ. Ĕне кĕтĕве яма кайсан, хĕрринчи улăм ури кĕтессине Лисук Михаç патне çырнă çырăва хунине тахăшĕ курчĕ. Ку çыру Михаç арăмĕн аллине те çакланчĕ. — Ман упăшкапа ывăл çуратас тетĕн-и?— кăшкăрчĕ ял илтмелле Михаç арăмĕ. — Шалиш! Уй куçлă, вăрман хăлхаллă, теççĕ çав.
Пирĕн хуçалăха экономистра ĕçлеме вырăсла кăна пуплекен хĕр килчĕ. Нумай пĕлекенсем ун пирки: "Улатăртан. Техникум пĕтернĕскер”, — терĕç. Шухăран-ши шухăшсăр çÿрекен качча мĕн кирлĕ? Хĕр! Килĕшрĕ те, эп ун çумне Автанкасси пĕвинчи сĕлĕхле çыпăçрăм. — Антонина Петровна Петюркина, — терĕ хĕр паллашнă каç. Иккĕмĕш каçхине чĕлхе-çăвар çемĕçме ун патне пĕр чĕрĕк шур эрех чиксе кайрăм. Ĕçкелесен: — Малашне эсĕ — манăн, эпĕ — санăн, — йăл кулчĕ Антонина Петровна. Ку мана Турă Ула курака сыр татăкĕ таçтан пăрахса панă пекех туйăнчĕ. Пуçа каçăртса çÿреме тытăнтăм. — Эс манран ытлашши чаплă каччă та мар-çке! — кĕвĕçрĕ Унтри Ванькки. Ялта вăл çапла: хăв пĕлменнине те сан çинчен пĕлеççĕ. Часах: "Хĕветĕр хуçалăха килнĕ экономиста качча илет” текен сăмах сарăлчĕ. — Авланмастăн та, мĕн ял халăхне калаçтаратăн çак? — киле-киле мăкăрлантарчĕ мана ялах качча тухнă аппа. — Тур çырни пÿрт хыçнех килет теççĕ. Авланах, ывăлăм. Авлан, — терĕ анне. Ирхине Антонина Петровнана курса калаçас тесе правлени çуртне кĕтĕм. — Амăшĕ чирленĕ те заявлени çырсах пĕр эрнелĕхе киле кайрĕ, — пĕлтерчĕ Данил Тимофеевич кассир. Хуйхă çукран хуйхă тупрăм хама валли. Кĕсье телефонне кунĕн-çĕрĕн алран ямарăм. Шăнкăравлатăп та: "Абонемент не отвечает”, — тет оператор. Юлашкинчен Улатăра çитсе килме шут тытрăм. Чĕлхе-çăвара калаçма тунă. Антонина Петровнасене шыраса тупрăм. Улма-çырла пахчиллĕ кил вĕсен. Эп пынă чухне пÿрт алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Тÿрех пахчана тухрăм. Улмуççи айĕнче сĕтел. Сĕтел хушшинче пĕр мăшăр пуçĕсене пĕр-пĕрин çине хунă — тĕлĕреççĕ. Антонина Петровна ман çулсенчи арçын чĕрçи çинче ларать. Лешĕ кĕпи айне аллине чикнĕ те унăн кăкăрне ачашлать. Чĕлхе çĕтнĕ пек пулчĕ. Сывлăш çавăркаласа илтĕм те хыттăн: "Прощай, Антонина Петровна, неспетая песня моя!” — терĕм.