Тунтикун, 13.01.2025, 05:01
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 236-240
Страницăсем: « 1 2 ... 46 47 48 49 50 ... 107 108 »

Аннесем килте чăпта çапатчĕç те, лашасем патне, витене, эп кайрăм. Вĕсене хыркăчларăм, шăвартăм, апат пусса патăм. Унтан пушă куритене сĕлĕ улăмĕ çине тăсăлса выртрăм. Наталья Петровна пире саккăрпа тăххăрăн таблицисене вĕренме парса янăччĕ. 
Эпĕ саккăра хутлама вĕренсе çитнĕпе пĕрех — витене Ванюш вĕçтерсе çитрĕ. Тытăнтăмăр иксĕмĕр вите маччи çинче çерçисене çулăксемпе хăвалама! 
Тепĕр кунне хутлав таблицисене эп пĕлмерĕм. Наталья Петровна мана уроксем хыççăн тытса юлчĕ. "Лар. Вĕрен. Вăл хушăра çерçисем те кăшт канччăр!” — терĕ. "Ăçтан пĕлет вăл эп ĕнер мĕн тунине?” — тĕлĕнтĕм унран. 
Хутлав таблицисене вĕренсе çитнĕ çĕре тулта тĕттĕмленчĕ. Юр ÿккелеме пуçларĕ. Пĕлетĕп, Наталья Петровна кÿршĕллĕ ялта пурăнать. Унта çурранах çÿрет. Вăл паян каçа юлнишĕн эп хама айăпларăм. 
— Наталья Петровна, сире лашапа леçсе яратăп, — терĕм. 
Вăл малтанах хирĕçлерĕ. Кайран килĕшрĕ тата. Ман кăмăла хуçас темерĕ пулас. 
Ăшă пÿрт кĕтсе илчĕ пире. Наталья Петровна мана апата лартасшăн пулчĕ. Эп иментĕм. Кăмакаран анчах кăларнă кукăль сăмсине вăйпах хĕве чиксе ячĕ. "Тавтапуç, Микуç!” — терĕ. 
Лаша юртнăçемĕн çуна сулăнкăна кая-кая илчĕ. Çул тăршшĕпех хĕврен вĕри кукăль шăрши кĕрсе пычĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 325 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кеть — Çĕпĕрти юхан шыв. Эпĕ ун хĕрринче ларакан Бородинка ялĕнчи шкулта учительте ĕçлерĕм. Татах ĕçлеттĕмччĕ пуль — аннерен çыру илтĕм. Киле чĕнет. Ватăччĕ ĕнтĕ. 
— Ним тума та çук, — пуçне пăркаларĕ шкул директорĕ. 
Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен, пур-çук япаласене посылкăпа киле ятăм. Хам каяссине никама та пĕлтермерĕм. "Малтанах: "Кайнă”, — текелĕç те, кайран аса илме те пăрахĕç”, — терĕм. 
Пăр лариччен кунта шыв транспорчĕпе çÿреççĕ. Ирхине Кеть хĕррине, "Метеор” чарăнăвне, килтĕм. Халăх чылай пухăннă. Пăхатăп: пĕр çĕре шкул ачисем пухăнса тăнă. 
— Ăçта каятăр? — ыйтрăм эпĕ. 
— Каймастпăр! Сире ăсатма килтĕмĕр! — пĕлтерчĕç вĕсем. 
Калаçрăмăр та, пĕр-пĕрин çине куç илмесĕр пăхса шухăша кайса та тăтăмăр. Саша Арбалдаев фотоаппарат та илсе килнĕ. Пĕрле те, уйрăмшарăн та сăн ÿкерттертĕмĕр. Ыталашса уйрăлтăмăр. 
— Сире ачасем чăнласах юратаççĕ иккен, — терĕ мана кăмпа сутма каякан хĕрарăм.
"Метеор” тапранчĕ. Çыран юлнăçемĕн хыçа юлса пычĕ. Куçсем шывланчĕç. Пит çине куççуль юхса анчĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 381 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кĕркури ĕçченнине
Таçтан пĕлĕн: пÿрнине 
Çыхнă тĕслĕ татăкпа. 
"Çыхам-и, — тесен, — бинтпа?” — 
Çыхтармарĕ. "Килĕшет. 
Пукане пек хитре”, — тет.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 348 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

"Малтан ăшшăн пăхса ларчĕ, — 
Хăраса кайран хăй тарчĕ”. — 
Калаçса кушак паян 
Тухрĕ тĕп сак айĕнчен. 
"Кам вăл?” — ыйтрăм та унран — 
"Секрет”, — терĕ вăл кĕскен.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 357 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ир вăратнă Сашăна, — 
Каймалла ача садне. 
Макăрса: "Ман вырăна 
Кай-ха!” — тет асламăшне. 

Ырă ватă йăл кулса 
Пуçран шăлчĕ мăнукне. 
Вăранмасăр калаçса 
Тĕлĕк курчĕ каçхине: 
Вăл мăнукĕ вырăнне 
Кайнă пек ача садне. 

Вĕçелис, Çеруш, Кирук, 
Аня, Кĕркури, Уртем, 
Павăл, Петĕр, Кĕтерук — 
Пурте пĕлнĕ ачасем. 

Мечĕк хыççăн хĕвĕшсе 
Чупрĕç пек ăмăртмалла. 
Çирĕ пек килĕштерсе 
Çуллă пăтă кăнтăрла. 

Тепĕртак пур-и? — тесе 
Ыйтрĕ пек те — вăранса 
Кайрĕ çур çĕр çитеспе. 
Пÿлĕмре кăн-кан пăхса 
Ларчĕ ыйхă тĕлĕшпе.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz