Тусăма — Николай Михайлович Никонорова — ăнăçу сунса
Йăс шăнкравлă купăспа
Çитсе куртăр Мускава.
Кĕвĕ-юрă янратса
Çĕнсе илтĕр мухтава.
Парне пачĕç Тулăран —
Янăравлă купăса.
Ярас çук ăна алран,
Выльăр халь ура тапса.
Сан çитмен кĕтес юлман —
Тутарта та çармăсра...
Кайнă Кăнна Кушкине,
Юлчĕç моркисем асра!
Тюмень тăрăхне мухтан
Хăв кунта вăй хунăран.
Тус-тăванĕ йышлăран,
Хăнара ялан пулан.
Юрă-кĕвĕ хайлама
Ăс-тăн пухрăн Хусанта.
Пур сăлтавĕ савăнма —
Пурăнан хавас чунпа!
Хисеплетĕн мăшăрна,
Ачусем выляç çумра.
Эп сунатăп пурсăра —
Çирĕп сывлăх пурнăçра!
Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=229921 |