Ытларикун, 24.12.2024, 05:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Пÿрт хыçнех килни
Пирĕн хуçалăха экономистра ĕçлеме вырăсла кăна пуплекен хĕр килчĕ. Нумай пĕлекенсем ун пирки: "Улатăртан. Техникум пĕтернĕскер”, — терĕç.
Шухăран-ши шухăшсăр çÿрекен качча мĕн кирлĕ? Хĕр!
Килĕшрĕ те, эп ун çумне Автанкасси пĕвинчи сĕлĕхле çыпăçрăм.
— Антонина Петровна Петюркина, — терĕ хĕр паллашнă каç.
Иккĕмĕш каçхине чĕлхе-çăвар çемĕçме ун патне пĕр чĕрĕк шур эрех чиксе кайрăм. Ĕçкелесен:
— Малашне эсĕ — манăн, эпĕ — санăн, — йăл кулчĕ Антонина Петровна.
Ку мана Турă Ула курака сыр татăкĕ таçтан пăрахса панă пекех туйăнчĕ. Пуçа каçăртса çÿреме тытăнтăм.
— Эс манран ытлашши чаплă каччă та мар-çке! — кĕвĕçрĕ Унтри Ванькки.
Ялта вăл çапла: хăв пĕлменнине те сан çинчен пĕлеççĕ. Часах: "Хĕветĕр хуçалăха килнĕ экономиста качча илет” текен сăмах сарăлчĕ.
— Авланмастăн та, мĕн ял халăхне калаçтаратăн çак? — киле-киле мăкăрлантарчĕ мана ялах качча тухнă аппа.
— Тур çырни пÿрт хыçнех килет теççĕ. Авланах, ывăлăм. Авлан, — терĕ анне.
Ирхине Антонина Петровнана курса калаçас тесе правлени çуртне кĕтĕм.
— Амăшĕ чирленĕ те заявлени çырсах пĕр эрнелĕхе киле кайрĕ, — пĕлтерчĕ Данил Тимофеевич кассир.
Хуйхă çукран хуйхă тупрăм хама валли. Кĕсье телефонне кунĕн-çĕрĕн алран ямарăм. Шăнкăравлатăп та: "Абонемент не отвечает”, — тет оператор. Юлашкинчен Улатăра çитсе килме шут тытрăм.
Чĕлхе-çăвара калаçма тунă. Антонина Петровнасене шыраса тупрăм. Улма-çырла пахчиллĕ кил вĕсен. Эп пынă чухне пÿрт алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Тÿрех пахчана тухрăм. Улмуççи айĕнче сĕтел. Сĕтел хушшинче пĕр мăшăр пуçĕсене пĕр-пĕрин çине хунă — тĕлĕреççĕ. Антонина Петровна ман çулсенчи арçын чĕрçи çинче ларать. Лешĕ кĕпи айне аллине чикнĕ те унăн кăкăрне ачашлать.
Чĕлхе çĕтнĕ пек пулчĕ. Сывлăш çавăркаласа илтĕм те хыттăн: "Прощай, Антонина Петровна, неспетая песня моя!” — терĕм.


Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=231762
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (23.06.2012) | Автор: Н.Д. Дмитриев-Карай
Миçе çын вуланă: 359 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz