|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 221-225 | Страницăсем: « 1 2 ... 43 44 45 46 47 ... 107 108 » |
Çамрăклăх çеçкере Сĕтеклентĕр-и? Çултан-çул йăл илсе Хÿхĕлентĕр-и?
Кăра çил витеймест Çирĕп çеçкене. Сивĕ тăм тивеймест Селĕм илемне.
Çамрăклăх чунĕпе Тĕреклентĕр-и? Юрату хĕмĕпе Эрешлентĕр-и?
Сивĕнми савнăран Ырăлантăр чун. Иксĕлмест нихăçан Пархатарĕ ун.
|
Паллашрăмăр ташă каçĕнче, Лакрей паркĕ саншăн юмах пулчĕ: Хÿхĕмленчĕ ытларах тĕнче, Ырă кунне çепĕç туйăм тулчĕ.
Килĕштертĕн пĕрре курнипех, Пăлханса савни пулма пикентĕн. Маншăн пултăн сар хĕвел пекех, Чуна сивĕ тунсăх иленсен те.
Хавхалантăн хĕрÿ савнăран, Çывăх тăванла юлма тимлерĕн... Хавшак чунăм чурăс пулнăран Пÿрнĕ телее хамах сÿнтертĕм.
Тарăн йĕр хăвартăн пурнăçра, Хумханса сана аса илетĕп. Сан чунра пур чи пысăк тупра, — Турă панă юрату илемĕ.
|
Тараватлăн чĕнет хăнана уй хапхи Тараватлăн кĕтет униче... Таймапуçăм сана, тăван ялăм, тавси! Эс вырнаçнă кашнин чунĕнче.
Анкарти хыçĕнче — яштака хурăнсем, Анкарти хыçĕнче — тарăн вар... Ачаран илĕртсе астаран вырăнсем Чĕннĕ чух — ун патне таврăнар.
Тарăн вар тĕпĕнче — пĕчĕк çеç юхан шыв, Хум çапать унăн ик çыранне. Çĕмĕрес тĕллевпе урăх çул çук, ан хыв — Тÿрлетеймĕн тек çĕр суранне!
|
Эп яланах çапла калап: — Юрать-ха килĕм пур... Кил-çурт пуртан — çапла калап: Çĕнеймĕ вилĕм-мур!
Эп яланах çапла калап: — Юрать-ха мăшăр пур... Мăшăр пуртан — çапла калап: Чунра ман ăшă пур!
Эп яланах çапла калап: — Юрать-ха атьсем пур... Вĕсем пуртан — çапла калап: Ÿстер те — телей кур!
|
Чĕпĕтет кăрлачĕ — Хÿхĕм хĕл илемĕ. Çав çула кăларчĕ — Халь киле килем-и?
Манăçми кĕтесĕм, Палламасăр ан тăр. Хирĕç тух, аннеçĕм — Чун кăштах лăплантăр.
Пулаймарăм хам та Ялăмра пĕр хушă... Хăш чухне чăнах та Кÿрейместпĕр усă.
Кĕт, çуралнă хутлăх! Тăван çуртăм, пурăн! Патăр сана хÿтлĕх Атте лартнă хурăн...
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|