Тунтикун, 10.02.2025, 12:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Калав
— Темле хĕрарăм-çке, — тарăхсах каларĕ Никантăр арăмĕ, юнашар утса пыраканскер. 
— Мĕн тата?— ăнланмасăр ыйтрăм эпĕ. 
— Мĕнĕ качки... — терĕ вăл. Унтан çăвара шыв сыпнă пек пулчĕ. 
Акă мĕн, сăмах хăйсен урамĕнче пурăнакан Унтрюш арăмĕ çинчен пычĕ. 
Унтрюш арăмне, Лисука, турă хĕрарăм илемлĕхне тăкăнса тăмаллăхах панă. Сăнĕ-пуçĕпе, утти-тăррипе кирек хăш çулхи арçын чунне те вырăнтан хускатмалла. Хускатрĕ те! 
Пĕр кун Лисук урампа иртсе пыратчĕ. Никантăр ун çине урам алăкĕ çинчи шăтăкран куç илмесĕр пăхса тăчĕ. Çакна арăмĕ асăрхарĕ. Пуçланчĕ килте çавра çил çавăрттарма! 
Лисук вырăнĕнче тепри пулсан, хăнт та тăвас çук. Лисук çапах хăйне телейсĕр пек туять. "Унтрюш та ăна пула кăмăлсăр çÿрет. Ывăл ача кирлĕччĕ те... Арăмĕ умлăн-хыçлăн хĕр ача çуратрĕ”. 
Лисука такам: "Аякран тупмалла”, — тенĕччĕ. Тарăн шухăша янăччĕ ку ăна. 
Шавлăн кĕтсе илсе шавлăн ăсатрĕç тури кассем мăн куна. Хут купăс каласах килтен киле çÿрерĕç. Лисук тăхлачисем патĕнче ташларĕ-ташларĕ те, ура тапса купăс калакан Михаç умне пырса тăпăртатрĕ. Иккĕшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç... 
Унччен тĕл пулнă-и, тĕл пулман-и Михаçпа Лисук — вĕсен вăрттăн юратăвĕ çинчен никам та пĕлес çукчĕ. 
Ĕне кĕтĕве яма кайсан, хĕрринчи улăм ури кĕтессине Лисук Михаç патне çырнă çырăва хунине тахăшĕ курчĕ. Ку çыру Михаç арăмĕн аллине те çакланчĕ.
— Ман упăшкапа ывăл çуратас тетĕн-и?— кăшкăрчĕ ял илтмелле Михаç арăмĕ. — Шалиш! 
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă, теççĕ çав.

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=235951
Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (31.07.2012) | Автор: Николай Карай
Миçе çын вуланă: 449 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz