|
Тăван чĕлхе
Тăван чĕлхе... Епле вăл ырă! "Аннемĕр" евĕр илтĕнет. Тупсан та инçетре ăш вырăн, Тăван чĕлхе ялах чĕнет.
Вăл ют çĕрте татах та уçă, Чĕре мăнаçлăрах тапать. Тăван чĕлхе — ăс-тăн çăл-куçĕ, Ачаш сасси вăй-хал парать.
Тăван чĕлхе — чĕре чечекĕ, Уй-хир, вăрман та вăл, çаран. Вăл ытарми юман кĕрнекĕ... Нихçан та тухмĕç асăмран.
Чăваш сăвви, юмах-халапĕ Тăван çĕр-шывшăн чи хакли. Янрать паян чăвашăн чапĕ, Вăл мĕскĕн мар, сывлать туллин.
Ик-виç чĕлхе чăваш пĕлет халь, Эппин ăс-тăн та анлăрах. Йăхне-ратне çеç ан сивлетĕр, Пулман нихçан чĕлхи кăра.
Астăвакан çакна пурах-тăр: "Чăвашăн сăмахне мансан, Чăвашăн çăмахне те мантăр!"— Çапла каланă авалтан.
Тăван чĕлхемĕрĕм — çĕр-шыв вăл, Тăван аннемĕр евĕрех. Çакна туйсан кашни хĕр-ывăл Телейлĕ пулĕ ĕмĕрех!
| Категори: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 (24.04.2012)
| Автор: Валентина Рудникова
| Миçе çын вуланă: 339
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 4 Хăнасем 4 Юзерсем 0 |
!--
|