Кĕçнерникун, 07.11.2024, 06:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 171-175
Страницăсем: « 1 2 ... 33 34 35 36 37 ... 107 108 »

1941 çулта Мускав хулине хÿтĕленĕ Çĕпĕр паттăрĕсене асра тытса

Çĕпĕр дивизийĕ çинчен
Эпĕ илтнĕ сахал мар. 
Тюмень хулине çитсен 
Савăнтарчĕ çĕн хыпар. 

* * * 

Иртнĕ вăрçă тухнă çул 
Шутсăр сивĕ пулчĕ хĕл. 
Нимĕç пĕр кĕтмен çĕртен 
Çитрĕ Мускав çывăхне. 

Хĕл варринчи хаяр çил
Хуптĕрлерĕ нимĕçе. 
Тăм илсессĕн урине 
Хывса печĕ аттине. 

— Халĕ пире çăмăл мар, — 
Терĕç çарăн çыннисем. 
Тĕп хулана хăтарар — 
Çитрĕç Çĕпĕр енчисем. 

Çĕпĕр дивизи çитсен—
Хĕм кăларчĕç паттăрсем. 
Çирĕп пирĕн салтаксем — 
Çĕпĕрте тĕпленнисем. 

Çак дивизи йышĕнче 
Çапăçнă пир(ĕ)н ентешсем. 
Генералăн аллинчен 
Илнĕ орден, медальсем. 

Мухтанатпăр вĕсемпе,
Вăрçăри паттăрсемпе. 
Уйрăлсан та пирĕнтен 
Вĕсем тухмĕç чĕререн!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 269 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕпĕр урлă çул выртать,
Тĕрлĕ енлĕ çын утать: 
Ссыльнăйсемпе купсасем, 
Çĕн çĕре каякансем. 

Çĕр айĕнчи пурлăхпа,—
Çывăх Менделеевпа. 
Ахальтен мар патша та 
Çитсе курнă çакăнта. 

Çĕпĕр çĕрĕ — пуян çĕр —
Нефчĕ, газĕ, сĕм вăрман. 
Вăй илеççĕ хуласем, 
Халăх пурăнать аван. 

"Сенкер çулăм" — газ тухать,
Тĕнчипех вăл саланать. 
Пăрăх тăрăх нефть юхать, 
Çĕрĕм-шывăм вăй хушать. 

Хапсăнатчĕç çак çĕре,
Анăçран та тухăçран. 
Ун хуçи пирĕн пĕрре — 
Раççейпе эс ан çыхлан!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тăвайкки умра та — хăпарса çитмен,
Майĕпен утсассăн вăй çитермелле,
Лăпкăн çак тăвайккине çĕнтермелле.
Икĕ самана, ик тĕрлĕ — ан тирке,
Йышăнах çакна, ку пулмалли йĕрке:
Çамрăк чух çĕнсе илен ту тăррине,
Ватлăхра, мехел тупса, — тăвайккине.

* * *
Уй хапхинчен çул пуçланать,
Уй урлă каçрăн — тепĕр уй...
Хĕвел тухать, хĕвел анать,
Кун иртнине сисмерĕн пуль?
Уй хыççăн уй... Тата мĕн чул?..
Тухаяс çук вĕçне-хĕрне.
Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул...
Сисмерĕн ĕмĕр иртнине.
Анатолий Раскай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Анатолий Раськин | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Лăпкă таврара, хĕвеллĕ,
Кавир витнĕн юр выртать.
Тĕнче аслă та илемлĕ,
Юмахри пек туйăнать.

Вăрмана пырса кĕретĕп,
Йĕлтĕр йĕрĕ хăварса.
Чăрăшсем ÿсеççĕ ретĕн
Сиплĕ сывлăш кăларса.

Пилеш, шĕшкĕ — юнашар-мĕн,
Вĕрене пур — юлташсем.
Хĕл мучи вĕсене тивмĕ —
Кĕрĕк витнĕ шеллесе.

Кăлтăр-кăлтăр, темĕн пулнăн
Систерсе шавлать чакак.
Ним те мар, улатаккашăн —
Чарăнми текех шаккать.

Шăши, авă, чупса иртнĕ
Пăрçа сапнăнах хыçран.
Пакша мăйăр шĕкĕлченĕ —
Шĕшкĕ тавра — хуп-хура.

Виçейми вăрман хăватлă,
Мĕн-ши пур унпа пĕр тан?
Уттуна чарсамччĕ, ватлăх,
Хăв та ил канса пăртак.

Савнă ен, тăван тавралăх,
Эс ялан ман чĕрере.
Иксĕлми сан пархатарлăх
Пултăр ĕмĕр-ĕмĕрех!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 384 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Варук кинеми таçтан васкаса килет. Тарăхнă-калаçнинчен пĕлтĕм. Манран чиперех килне кĕрсе юлчĕ. Чун чăтмарĕ — "Мĕн пулнă-ши?” тесе ун патне кайрăм. Калушĕсем кил хушшинче лараççĕ — хăй çук. Алăкĕ çинче пысăк çăра. Ăна темиçе хутчен те кăшкăрса чĕнтĕм. Анкартине тухрăм. "Таçта кайма та-ши ĕлкĕрнĕ ку?” — терĕм. Унччен те пулмарĕ — çенĕкĕн хыçал енчи икĕ хăми уçăлса кайрĕç. Унтан хĕсĕнкелесе Варук кинеми тухрĕ. Тĕлĕнтерсех ячĕ ку мана. Кайран Варук кинеми хăех каласа пачĕ. Акă мĕн: 
— Пенси укçи патне почтăна кайрăм, — сăмахне пуçларĕ вăл. — Манашкал хăлтăр-халтăр вуннă та пухăннă. Люся Шутова сĕтел хушшинче мăртлатса анчах ларать — пенси парать. Захар Палчча хар-р-р кăшкăрса тăкрĕ. Лешĕ, уксахскер, чечек куршакне перĕннĕ те. Çынсем çине пăсара пек пăхать. Мана, ара, алă пустарса тăнранах ячĕ. Пусса паратăп та, "Мĕн мунчали ку?” — тет. Йĕп-йĕпе тарах ÿкрĕм. Пенсие аран-аран пачĕ вĕт. "Эсĕ,— тет, — чăх-чĕп усратăн. Кайсанах пĕр-иккĕшне пусса ăшала. Каçхине алă пусма вĕрентме пыратăп”, — тет.
Варук кинеми, лараканскер, сиксе тăчĕ.
— Кĕртместĕп! — терĕ.
Сăмах çинех кÿршĕри Мархва кăштăртатса кĕчĕ. Эпир кам çинчен калаçнине пĕлчĕ те:
— Люси анчах-и? Амăшĕ тата? Ялта ятлаçман çын хăвармарĕ, — тесе хучĕ.
Çынна сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет, теççĕ.
Люся шăллĕ салтакран майрапа килчĕ. Килтисем çĕнĕ çын хушăннă ятпа сĕтел хушшине хăна-вĕрле пухса кĕреке çавăрасшăн пулчĕç. Чĕнмен кил хăвармарĕç. Пĕрисем: "Чĕнни паха”, теприсем: "Юрĕ! Юрĕ!” — текелерĕç.
Тăххăр иртрĕ. Вуннă çитрĕ. Куккуклă сехет вун иккĕ авăтрĕ. Пăлтăр айĕнчи хура йытă çын мĕн килнине систерсе сас памарĕ.
Ларчĕç, ларчĕç кĕтсе. Çамрăксем анаслакаларĕç те — çывăрса кайрĕç. Люсьăпа амăшĕ сĕтел тулли апат-çимĕç çине куç айĕн пăхса илчĕç, диван çине йывăррăн кайса ларчĕç.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 307 | Author: Николай Дмитриев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz