|
Çĕпĕр çĕрĕ
Çĕпĕр урлă çул выртать, Тĕрлĕ енлĕ çын утать: Ссыльнăйсемпе купсасем, Çĕн çĕре каякансем.
Çĕр айĕнчи пурлăхпа,— Çывăх Менделеевпа. Ахальтен мар патша та Çитсе курнă çакăнта.
Çĕпĕр çĕрĕ — пуян çĕр — Нефчĕ, газĕ, сĕм вăрман. Вăй илеççĕ хуласем, Халăх пурăнать аван.
"Сенкер çулăм" — газ тухать, Тĕнчипех вăл саланать. Пăрăх тăрăх нефть юхать, Çĕрĕм-шывăм вăй хушать.
Хапсăнатчĕç çак çĕре, Анăçран та тухăçран. Ун хуçи пирĕн пĕрре — Раççейпе эс ан çыхлан!
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (05.02.2013)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 302
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 4 Хăнасем 4 Юзерсем 0 |
!--
|