|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 181-185 | Страницăсем: « 1 2 ... 35 36 37 38 39 ... 107 108 » |
Районти тĕп культура çурчĕн "Трак ен” фольклор ушкăнĕн ертÿçине Николай Михайлович Никонорова
Талантна таçта та эс кăтартрăн — Яту кайрĕ сан Тюмень таран. Тăван ен чысне çÿле хăпартрăн — Халăхшăн мĕн пур вăйна паран...
"Трак ене” мала эс кăларатăн — Тĕлĕнтертĕр аслă Мускава. Тарăн йĕр хăв хыççăн хăваратăн — Чăннипех те тивĕç мухтава!
Ырă тĕслĕх те эс шутланатăн — Вĕрентетĕн çамрăк ăрăва... Чунупа çунатăн — вутланатăн — Тав тăваççĕ Никонорова!
Яланах пире эс кирлĕ пулнă — Малашне те пулăн пирĕнпех. Несĕлсен хăвачĕ санра юлнă — Усса кĕрĕ вăл ĕмĕрĕпех!
|
Вера Филипповна Алексеева юрăçа, 70 çул тултарнă май
Савнă ен сан — Шетмĕ ен, Тăван ял сан — Типçырма. Сĕткен илнĕ Шетмĕрен, Çавăнпа сăну — çырла.
Эс çуралнă юрлама — Ĕмĕрлетĕн юрăпа. Сăмах çитмĕ ырлама — Тав тăватăп Турăпа.
Чаплă юрлама пĕлни — Пурнăçри паха тупра. Ан çухат пули-пулми, Сассуна ялан упра.
Эс хĕрарăм телейне Тупса куртăн чăн, ара. Мăшăрун юбилейне Пырса курăп Кăнара.
|
Атте – Егор Анатольевич – пурăннă пулсан, 104 çул тултарнă пулĕччĕ
Эх, аттеçĕм, сан пĕлесчĕ,
Çирĕп пирĕн йăх-тымар!
Çутă тĕнчене килсемччĕ,
Ямăттăм сана вăр-вар.
Ыррăн та калаçаймарăм,
Эс васкарăн уйрăлма.
Сан умра пуçа эп тайрăм,-
Пулман сывлăх пурăнма.
Çăпата хуçма вĕрентрĕн,
Шĕшли халь те хам çумра.
Чăпта çапнă чух йĕп тиртĕм,-
Упранать вăл арчара.
Лаша та кÿлме вĕрентрĕн –
Çĕнĕ пулнă урапи.
Пирваях пĕрле çÿреттĕн –
Хăнăхрĕ алли-ури.
Пирусне туртма хушмарăн,
Те хăв вăйлă туртнăран?
Сăмахна санне итлерĕм –
Çирĕп эпĕ сывлăхран!
Аттене эп тав тăватăп,
Мана ăс-тăн панăран.
Мăнука туртма хушмастăп,
Хам кукашшĕ пулнăран.
|
Тюмень ҫӗрӗ ҫинче ирттереҫҫӗ Чӑваш культурны уявне. Трак енри хӑнасем те ҫитеҫҫӗ, Парнелеҫҫӗ хӑйсен ялавне.
Туслӑха ырласа ал пусаҫҫӗ, Анат Тавдапа Трак енсем. Ĕмӗр пӗрле пулма шантараҫҫӗ, Пӗр-пӗрне ал тытса ентешсем.
Ырлӑх-сывлӑх сунать Ҫӗпӗр халӑх Чун-чӗре ӑшшипе чысласа. Яланах ҫирӗп пултӑрччӗ туслӑх, Хӑвармастпӑр ӑна манӑҫа.
"Тӑванпа", "Йӑмрапа" Трак енсем, Курнӑҫрӗҫ фольклорти юрӑҫсем. Савӑнаҫҫӗ уявра пӗрле чух, Пӗр-пӗрне
ӗмӗрне манас ҫук.
Тӑват талӑк хушши хӑна пултӑм, Пӗрле
килнӗ фольклор
ушкӑнпе. Вӑй илет Тюмене килес туртӑм, Ҫӑмӑл мар
уйрӑлма туссемпе.
Канӑҫа уяв
хыҫҫӑн ҫухатрӑм, Ҫунатланчӗҫ чунри ӗмӗтсем. Сӑввӑмра туссене эп мухтарӑм, Канлӗ
пурнӑҫ сире, ентешсем!
|
Çĕпĕр çĕрĕ çинче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене ырă сунса
Чӑваш енсем Ҫӗпӗре, Йышлӑн килнӗ ҫӗн ҫӗре. Ҫактӑрӑхпа киленсе, Юлнӑ кунта тӗпленсе.
Ҫук тек пирӗн хушӑра, Ҫӗпёре куҫланисем. Яланах вӗсем асра Тарӑн йӗр хӑварнисем...
Мӗтри Ваҫҫи — Пикшикрен, Ҫӑлӑнасшӑн инкекрен, Тухса килнӗ Ҫӗпӗре, Ҫитнӗ Тюмень тӑрӑхне. Ваҫли пиччен Варсунне,
Ҫӗпӗрте ҫуралнине, Мухтама сӑлтавӗ пур, Хисепе тивӗҫ, маттур! Ӳкӗнмест вӑл ашшӗне,
Килнӗшӗн ҫӗн ҫӗр ҫине. Тарӑн ячӗ тымарне, Ирттермешкӗн ӗмӗрне. Канаш (чӑваш) ялӗнче,
Кермен пек кил-ҫуртӗнче, Пурӑнать вӑл ҫемйипе, Чуна ҫывӑх Пикшикпе. Хуҫалӑх ертсе пырса,
Ҫӗнсе илчӗ ыр ята. Пултӑмӑр кермен ҫуртра, Хӑй чӗнсен Ака туя.
Ыр ятпа пурнатьУпи, Пархатарлӑ ун тупи. Ҫавал шывӗ вӑйӗпе, Ÿстерет ывӑл-хӗре.
Роман
Еккӗм Елиҫҫи —
Кавир фабрикин хуҫи. Тӗррисем вара хитре, Тюменьре чыс-хисепре!
Чӑваш тӗнчи илемне, Сӑнарлать кавир ҫине. Тавах чӑваш пикине, Ҫӗкленӗшӗн ыр ятне. Ярковӑра пулнӑран,
Кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ ман. Йышлӑн кунта ентешсем, Яланлӑхах килнисем. Люнькка Рози Ҫӗньялтан,
Килсе ҫитрӗ Ҫӗпӗре. Уйрӑлмасть халь те шкултан Ачасем-ҫке чӗрере! Еншик Чуллӑ шкулӗнче,
Вӗрентрӗ ачасене. Ӗҫтешӗсем хушшинче, Тупрӗ хӑйӗн телейне. Велижаны ялӗнче,
Пурӑнать ик ывӑльпе. Тус-тӑванӗ — асӗнче, — Кӗтет ырӑ кӑмӑльпе.
Макар мучийӗн хӗрне, Ярковӑри фермерне, Халь пӗлеҫҫӗ Чӑвашра, Ҫӗр ӑстийӗ вӑл, ара! Ҫӗпӗрте тӗпленчӗ хӗр —
Пит сӗтеклӗ хура ҫӗр. Кишӗр, кӑшман, купӑста, Туса илет пит ӑста! Мухтанатпӑр Евтукпа,
Аякри хурӑнташпа. Ан хӑвар эс манӑҫа, Пулма тӑрӑш Мамҫара. Иван Ильич ҫӗн ҫӗре,
Куҫса килнӗ Хӗлеҫрен. Ҫитнӗ Анат Тавдана, Манас ҫук хастар ҫынна! Мӑнукӗ Вова — курать
Хӑйӗн пурнӑҫ илемне. Района ертсе пырать, Пӗлет ҫынна итлеме! Трак енри хӑнасене,
Кӗтсе илчӗ ҫӑкӑрпа. — Туслӑх пытӑр ӗмӗре! — Терӗ ӑшӑ сӑмахпа. Ҫитсе куртӑм Ҫӗпӗре,
Куҫпа виҫрӗм туссене! Епле сумлӑ ӗҫӗсем, Хисепре ялан вӗсем!
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|