—Пулас килет ман йыт ҫури!
—Апла пулсассӑн — пултăр-им.
Xăйнe Кампур тесе чӗнме каларӗ.
Ляв! Ляв! теме, чӑнах та, йывӑр мар.
Анчах пӗр каҫ та «йытӑ» сас памарӗ!
Ирех кӗрсе выртасшӑн ҫывӑрма!
—Пулас килет кушак ҫури!
—Мӗнле шутлатӑр? Пултӑр-и?
Мӑр-мӑр тума ҫур сехетрен вӗренчӗ,
Питне ҫӑвать апат ҫисен анчах.
Шӑши тытма хушсан вара «именчӗ»... '
Кун пек кушак пулман тӗнчен пачах!
Пулас килет ман... cap автан!
—Пулах, эппин хӑв пултарсан...
Килкартинче ҫур кун ҫӳрекелерӗ,
Каҫчен темскер шырарӗ пахчара.
Ирпе вӑл хӑй «ӗҫне» кӑшт пӗлеймерӗ—
Хӗвел тухмарӗ ҫав кунне вара!