Тăвайкки умра та — хăпарса çитмен, Майĕпен утсассăн вăй çитермелле, Лăпкăн çак тăвайккине çĕнтермелле. Икĕ самана, ик тĕрлĕ — ан тирке, Йышăнах çакна, ку пулмалли йĕрке: Çамрăк чух çĕнсе илен ту тăррине, Ватлăхра, мехел тупса, — тăвайккине.
* * * Уй хапхинчен çул пуçланать, Уй урлă каçрăн — тепĕр уй... Хĕвел тухать, хĕвел анать, Кун иртнине сисмерĕн пуль? Уй хыççăн уй... Тата мĕн чул?.. Тухаяс çук вĕçне-хĕрне. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул... Сисмерĕн ĕмĕр иртнине.